Матфей
22 Иисус вӗсене малалла та тӗслӗхсем илсе парса вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: 2 «Ҫӳлти Патшалӑх вӑл — хӑй ывӑлӗ валли туй ӗҫки-ҫики туса панӑ патша евӗрлӗ. 3 Вӑл хӑйӗн чурисене туй ӗҫки-ҫикине чӗнсе хунисене йыхравлама янӑ, анчах лешӗсем пырасшӑн пулман. 4 Вара вӑл урӑх чурисене ҫапла каласа янӑ: „Чӗнсе хунисене калӑр: ‚Эпӗ апат хатӗрлерӗм, вӑкӑрсемпе самӑртнӑ выльӑхсене пустартӑм, йӑлтах хатӗр. Туй ӗҫки-ҫикине килӗр‘“. 5 Анчах лешӗсем, йыхравланине хисепе хумасӑр, хӑшӗ хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ. 6 Теприсем вара унӑн чурисене ярса тытнӑ та хӗнесе вӗлернӗ.
7 Патшан ҫилли тулса ҫитнӗ те, вӑл хӑйӗн ҫарне ярса ҫав ҫын вӗлерекенсене тӗп тунӑ, вӗсен хулине ҫунтарса янӑ. 8 Унтан вӑл хӑйӗн чурисене каланӑ: „Туй ӗҫки-ҫики хатӗр, анчах чӗнсе хунисем ҫак ӗҫкӗ-ҫикӗре пулма тивӗҫлӗ пулмарӗҫ. 9 Ҫавӑнпа та хуларан илсе тухакан ҫулсем ҫине тухӑр та кама тӗл пулатӑр, ҫавсене пурне те туй ӗҫки-ҫикине чӗнӗр“. 10 Вара чурасем ҫулсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те — усаллисене те, ыррисене те — чӗнсе пынӑ. Туй иртекен ҫурт хӑнасемпе туллиех тулнӑ.
11 Патша, хӑнисене курма кӗрсен, унта туй тумтирне тӑхӑнман пӗр ҫынна асӑрханӑ. 12 Патша унран ыйтнӑ: „Юлташӑм, мӗнле-ха эсӗ кунта туй тумтирӗсӗрех кӗтӗн?“ Лешӗ чӗнмен. 13 Вара патша хӑйӗн тарҫисене ҫапла хушнӑ: „Унӑн алли-урине ҫыхӑр та ӑна тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр. Унта вӑл уласа макӑрӗ тата шӑлне шатӑртаттарӗ“.
14 Чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал».
15 Ҫавӑн хыҫҫӑн фарисейсем кайнӑ та Иисуса айӑпламалли сӑмах калаттарма калаҫса татӑлнӑ. 16 Вӗсем ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе И́род майлисене ҫапла калама янӑ: «Вӗрентекен, эпир пӗлетпӗр: эсӗ тӗрӗссине калатӑн, Турӑ ҫулӗ ҫинчен чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн вӗрентетӗн тата никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен эсӗ ҫын кам пулнине пӑхмастӑн. 17 Кала-ха пире, цезаре* налог тӳлени тӗрӗс-и е тӗрӗс мар? Эсӗ мӗн шутлатӑн?» 18 Анчах Иисус, вӗсен усал шухӑшне пӗлсе тӑрса, каланӑ: «Икӗпитлӗскерсем, мӗншӗн эсир мана тӗрӗслетӗр? 19 Налог тӳлемелли укҫана кӑтартӑр-ха мана». Вӗсем ун патне дина́ри* илсе пынӑ. 20 Вӑл вӗсенчен: «Кунта камӑн сӑнӗ, камӑн ячӗ?» — тесе ыйтнӑ. 21 Вӗсем ӑна: «Цезарӗн», — тенӗ. Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Эппин, цезарӗнне цезаре парӑр, Туррӑнне Турра парӑр». 22 Ҫакна илтсен вӗсем тӗлӗннӗ, вара ун патӗнчен кайнӑ.
23 Ҫав кун Иисус патне саддукейсем, вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ текенсем, пынӑ та унран ыйтнӑ: 24 «Вӗрентекен, Моисей каланӑ: „Пӗр-пӗр арҫын ача-пӑчасӑр вилсен, пӗртӑванӗн унӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмне качча илмелле те ҫав вилнӗ пӗртӑванӗн йӑхне малалла тӑсмалла“. 25 Ҫичӗ пӗртӑван пулнӑ. Пӗрремӗшӗ авланнӑ та ача-пӑчасӑрах вилнӗ, арӑмӗ вара шӑллӗне юлнӑ. 26 Иккӗмӗшӗпе те, виҫҫӗмӗшӗпе те — пуринпе те, ҫиччӗмӗшне ҫитичченех, ҫапла пулса тухнӑ. 27 Юлашкинчен вара ҫав хӗрарӑм та вилнӗ. 28 Апла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ? Вӗсем пурте ӑна качча илнӗ пулнӑ вӗт».
29 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир йӑнӑшатӑр, мӗншӗн тесен Ҫырӑва та, Турӑ мӗн тери хӑватлӑ пулнине те пӗлместӗр. 30 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан ҫынсем авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, вӗсем тӳпери ангелсем пек пулӗҫ. 31 Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки калас пулсан, Турӑ сире мӗн каланине вуламан-им эсир: 32 „Эпӗ Авраа́м Турри, Исаа́к Турри, Иаков Турри“. Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри». 33 Ҫакна илтсен ҫынсем вӑл мӗнле вӗрентнинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
34 Фарисейсем Иисус саддукейсене чӗнейми тунине илтсен, вӗсем пурте пӗрле ун патне пынӑ. 35 Вӗсенчен пӗри, закона питӗ лайӑх пӗлекенни, ӑна тӗрӗслес тесе унран ыйтнӑ: 36 «Вӗрентекен, законра заповедьсенчен чи асли хӑшӗ?» 37 Иисус ӑна каланӑ: «„Хӑвӑн Иегова* Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат“. 38 Ҫакӑ чи аслӑ та тӗп заповедь. 39 Иккӗмӗшӗ те ун евӗрлех: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“. 40 Ҫак икӗ заповедь ҫинче пӗтӗм закон тата пророксен сӑмахӗсем тытӑнса тӑраҫҫӗ».
41 Фарисейсем пӗрле чухнех Иисус вӗсенчен ыйтнӑ: 42 «Эсир Христос пирки мӗн шутлатӑр? Вӑл камӑн ывӑлӗ?» Вӗсем ӑна: «Давидӑн», — тенӗ. 43 Вара вӑл ыйтнӑ: «Мӗншӗн-ха Давид святой сывлӑш хавхалантарнипе ӑна Ҫӳлхуҫа тесе ҫапла калать: 44 „Иегова* манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: „Эпӗ санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен манӑн сылтӑм енче лар“. 45 Ҫапла вара Давид ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсан, мӗнле-ха вӑл унӑн ывӑлӗ пулма пултарать?» 46 Иисуса хирӗҫ никам та пӗр сӑмах та калайман. Ҫав кунран пуҫласа ӑна никам та ыйтусем пама хӑяйман.