Лука
10 Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа тата тепӗр 70 вӗренекен суйласа илнӗ те вӗсене хӑй умӗнчен икшерӗн-икшерӗн хӑй каяс тенӗ хуласемпе ялсене янӑ. 2 Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал. Ҫавӑнпа та вырма ани Хуҫине вӑл хӑйӗн ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ тесе йӑлӑнӑр. 3 Эппин, кайӑр, анчах асӑрхануллӑ пулӑр: эпӗ сире путексене кашкӑрсем хушшине янӑ пек яратӑп. 4 Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, сандали те ан илӗр, ҫул ҫинче никама та ан саламлӑр*. 5 Пӳрте кӗрсен малтан: „Ҫак киле мир* пултӑр“, — тесе калӑр. 6 Унта мире юратакан ҫын пулсан, эсир сунакан мир ӑна юлӗ, пулмасан — хӑвӑрах таврӑнӗ. 7 Ҫав ҫуртрах юлӑр, мӗн сӗнеҫҫӗ, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр, мӗншӗн тесен ӗҫлекен ҫын хӑй ӗҫӗшӗн тӳлев илме тивӗҫлӗ. Пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр.
8 Эсир мӗнле те пулин хулана пырсан, сире унта йышӑнчӗҫ пулсан, хӑвӑра мӗн сӗннине ҫийӗр, 9 чирлисене сыватӑр тата: „Сирӗн пата Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, — тейӗр. 10 Анчах та эсир хулана пырсан, сире унта йышӑнмарӗҫ пулсан, тӗп урамӗсене тухӑр та ҫапла калӑр: 11 „Акӑ хамӑр ура ҫумне ҫыпҫӑннӑ сирӗн хулари тусана та силлесе хӑваратпӑр. Ҫапах та пӗлсе тӑрӑр: Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“. 12 Калатӑп сире: ҫав кун Содома ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ.
13 Хуйхӑ ҫитӗ сана, Хорази́н! Хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаи́да! Сирӗн патра туса кӑтартнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене Тирпа Сидо́н хулисенче туса кӑтартнӑ пулсан, унта пурӑнакансем хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларса тахҫанах ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ. 14 Ҫавӑнпа та суд тунӑ чухне Тирпа Сидо́н хулисене сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. 15 Эсӗ те, Капернау́м, тӳпе таранах ҫӗкленӗн-ши? Ҫук, эсӗ виле шӑтӑкнех* анса кайӑн!
16 Кам сире итлет, ҫавӑ мана та итлет. Кам сире сирсе ярать, ҫавӑ мана та сирсе ярать. Кам вара мана сирсе ярать, ҫавӑ мана яракана та сирсе ярать».
17 Ҫавӑн хыҫҫӑн 70 вӗренекенӗ савӑнса таврӑннӑ та каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, сан ятна асӑнсанах пире демонсем те пӑхӑнаҫҫӗ». 18 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ тӳперен Шуйттан ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ӳкнине куртӑм. 19 Эпӗ сире ҫӗленсемпе скорпионсене таптама власть патӑм, тӑшманӑн вӑйне ҫӗнтерме хӑват та патӑм, сире нимӗн те сиен тӑваймӗ. 20 Анчах та эсир хӑвӑра усал сывлӑшсем пӑхӑннишӗн мар, хӑвӑр ятсене тӳпере ҫырса хунишӗн савӑнӑр». 21 Ҫав самантрах Иисус святой сывлӑш панӑ савӑнӑҫпа хавхаланнӑ та каланӑ: «Атте, ҫӗрпе тӳпе Хуҫи, эпӗ сана пурин умӗнче те мухтатӑп, мӗншӗн тесен эсӗ ҫаксене ӑслисенчен, вӗреннӗ ҫынсенчен пытарса пӗчӗк ачасене уҫса патӑн. Чӑнах, Атте, санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ. 22 Манӑн Атте веҫех мана панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлӗ ҫинчен никам та пӗлмест. Ашшӗ ҫинчен те Ывӑлӗсӗр пуҫне тата Ашшӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха Ывӑлӗ камсене уҫса парас тет, ҫавсемсӗр пуҫне никам та пӗлмест».
23 Унтан Иисус, вӗренекенӗсемпе кӑна юлсан, вӗсене каланӑ: «Эсир мӗн курнине куракансем телейлӗ. 24 Калатӑп сире: пророксемпе патшасем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑн пулнӑ, анчах курайман, эсир илтнине илтесшӗн пулнӑ, анчах илтеймен».
25 Закона лайӑх пӗлекен пӗр ҫын тӑнӑ та Иисуса тӗрӗслес тесе унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен манӑн мӗн тумалла?» 26 Иисус вара унран: «Законра мӗн ҫырнӑ? Эсӗ ҫакна мӗнле ӑнланатӑн?» — тесе ыйтнӑ. 27 Вӑл ӑна ҫапла хуравланӑ: «„Хӑвӑн Иегова* Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм вӑй-халупа, пӗтӗм ӑсупа юрат“ тата „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“». 28 Иисус ӑна: «Тӗрӗс каларӑн. Ҫапла туса тӑр, вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗн», — тенӗ.
29 Анчах та ҫак ҫын хӑй тӳрӗ пулнине кӑтартас тесе Иисусран ыйтнӑ: «Манӑн ҫывӑх ҫын кам?» 30 Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ. Ҫул ҫинче ӑна вӑрӑ-хурахсем тапӑннӑ та мӗн пуррине веҫех туртса илсе хӗнесе пӗтернӗ, вара вилес патнех ҫитнӗскере пӑрахса хӑварнӑ. 31 Ҫав ҫулпах пӗр священник пынӑ, анчах ҫав ҫынна курсан, вӑл ҫулӑн тепӗр енӗпе иртсе кайнӑ. 32 Ҫавӑн пекех левит та — ҫав вырӑна ҫитсе ӑна курсан, ҫулӑн тепӗр енӗпе иртсе кайнӑ. 33 Анчах та пӗр Сама́ри ҫынни, ҫав ҫулпа пынӑскер, ҫав ҫынна курсан, ӑна питӗ шелленӗ. 34 Вӑл ун патне пынӑ та унӑн суранӗсене хӗрлӗ эрехпе ҫуса ярса, ҫупа сӗрсе ҫыхнӑ. Унтан вӑл ӑна хӑйӗн ашакӗ ҫине лартса хӑна ҫуртне илсе пынӑ, унта та уншӑн тӑрӑшнӑ. 35 Тепӗр кунне вӑл хӑна ҫурчӗн хуҫине икӗ дина́ри* панӑ та каланӑ: „Эсӗ ҫак ҫынна пӑхсам. Ку укҫаран ытларах пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне тӳлесе татӑп сана“. 36 Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫак виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ вӑрӑ-хурахсен аллине лекнӗскершӗн ҫывӑх ҫын пулса тӑнӑ?» 37 Вӑл каланӑ: «Кам ӑна хӗрхенсе пулӑшнӑ, ҫавӑ». Вара Иисус ӑна: «Кай та эсӗ те ҫапла ту», — тенӗ.
38 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле малалла кайнӑ та пӗр яла кӗнӗ. Унта Марфа ятлӑ хӗрарӑм ӑна хӑйӗн килне хӑнана чӗннӗ. 39 Ҫав хӗрарӑмӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ. Вӑл Ҫӳлхуҫа ури патне пырса ларнӑ та ӑна итлеме пуҫланӑ. 40 Марфа вара хӑналас тесе хыпкаланса ҫӳренӗ. Вӑл Иисус патне пынӑ та каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, йӑмӑк мана пӗчченех ӗҫлеттерни саншӑн нимех те мар-и? Мана пулӑшма кала-ха ӑна». 41 Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «Марфа, Марфа, эсӗ нумай япалашӑн чӑрманса-хыпкаланса ҫӳретӗн. 42 Пире нумай кирлӗ мар, пӗрре пулни те ҫителӗклӗ. Мария вара лайӑхраххине суйласа илчӗ, ҫавна унран никам та туртса илеймӗ».