Лука
18 Иисус вӗсене яланах кӗлтумалли ҫинчен, парӑнмалла марри ҫинчен тӗслӗх каласа панӑ: 2 «Пӗр хулара судья пурӑннӑ. Вӑл Турӑран та хӑраман, ҫынсенчен те вӑтанман. 3 Ҫав хуларах пӗр тӑлӑх арӑм пурӑннӑ, вӑл судья патне пыра-пыра каланӑ: „Манпа тепӗр ҫын хушшинче сиксе тухнӑ тавлӑ ӗҫе тӗрӗс татса парсам“. 4 Судья чылайччен ун хутне кӗресшӗн пулман. Юлашкинчен вӑл ҫапла шутласа илнӗ: „Эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынсенчен те вӑтанмастӑп, 5 анчах ку тӑлӑх арӑм йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ мана. Пулӑшам-ха ӑна — вӑл ман пата урӑх ан килтӗр, мана аптратса ан ҫӳретӗр“». 6 Унтан Ҫӳлхуҫа каланӑ: «Куртӑр-и, ҫав тӳрӗ мар судья мӗн калать? 7 Турӑ хӑй суйласа илнисене, кунӗн-ҫӗрӗн хӑйне йӑлӑнакансене, пулӑшмӗ-и вара? Ҫавӑн пекех вӑл вӗсемпе тӳсӗмлӗ пулӗ. 8 Калатӑп сире: вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах Этем Ывӑлӗ килсен ҫӗр ҫинче ҫакӑн пек ӗненӳ тупайӗ-и*?»
9 Хӑйсем пирки тӳрӗ ҫынсем тесе шутлакан тата ыттисене ним вырӑнне те хуман ҫынсене вӑл ҫакӑн пек тӗслӗх каласа панӑ: 10 «Икӗ ҫын храма кӗлтума кӗнӗ: пӗри фарисей, тепри налог пуҫтаракан пулнӑ. 11 Фарисей тӑнӑ та хӑй ӑшӗнче кӗлтума пуҫланӑ: „Эй Турӑҫӑм, тав тӑватӑп сана! Эпӗ ытти ҫынсем пек ҫаратакан, улталакан, аскӑнланса ҫӳрекен мар, ҫак налог пуҫтаракан пек те мар. 12 Эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, хам ӗҫлесе илнинчен пуринчен те вуннӑмӗш пайне паратӑп“. 13 Налог пуҫтараканӗ вара, айккинче тӑраканскер, ҫӳлелле пӑхма та хӑяйман. Вӑл хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапа-ҫапа: „Эй Турӑҫӑм, хӗрхенсем мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“ — тесе тӑнӑ. 14 Калатӑп сире: ҫав ҫын Турӑ куҫӗ умӗнче фарисейран тӳрӗрех пулса килне таврӑннӑ. Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫавӑ кӗҫӗне юлӗ, кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑ асла тухӗ».
15 Иисус аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе ҫынсем ун патне пӗчӗк ачисене илсе пынӑ, анчах вӗренекенӗсем ҫакна курсан вӗсене ӳпкелеме пуҫланӑ. 16 Иисус вара пӗчӗк ачасене хӑйӗн патне илсе пыма ыйтнӑ та каланӑ: «Ачасем ман пата килччӗр, ан чарӑр вӗсене, Турӑ Патшалӑхӗ — вӗсем пеккисем валли. 17 Чӑн калатӑп сире: кам Турӑ Патшалӑхне ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ».
18 Пӗр пуҫлӑх ун патне пынӑ та: «Ырӑ Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес* тесен манӑн мӗн тумалла?» — тесе ыйтнӑ. 19 Иисус ӑна каланӑ: «Мӗншӗн эсӗ мана ырӑ тетӗн? Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. 20 Эсӗ ҫак заповедьсене пӗлетӗн вӗт: аскӑн ӗҫ туса мӑшӑрна ан ултала, ан вӗлер, ан вӑрла, ыттисем пирки суйса ан кала, аҫупа аннӳне хисепле». 21 Лешӗ каланӑ: «Ҫаксене пурне те эпӗ ачаранпах тытса тӑратӑп». 22 Ҫакна илтсен Иисус ӑна каланӑ: «Сана пӗр япала ҫитмест: хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сутса укҫуна чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн тӳпере пуянлӑх пулӗ. Унтан кил те ман хыҫҫӑн пыр». 23 Ҫак сӑмахсене илтсен лешӗ ҫав тери салхуланнӑ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ пуян пулнӑ.
24 Иисус ун ҫине пӑхнӑ та каланӑ: «Пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме мӗн тери йывӑр пулӗ! 25 Пуян ҫынна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах». 26 Ҫакна илтнӗ ҫынсем: «Кам-ха вара ҫӑлӑнма пултарӗ?» — тесе ыйтнӑ. 27 Вӑл хуравланӑ: «Ҫынсем тума пултарайманнине Турӑ тума пултарать». 28 Вара Пётр каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине хӑвартӑмӑр та сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр». 29 Вӑл вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: кам Турӑ Патшалӑхӗшӗн кил-ҫуртне, е арӑмне, е пиччӗш-шӑллӗне, е ашшӗ-амӑшне, е ачисене хӑварнӑ, 30 ҫавӑ халех чылай нумайрах илӗ, пуласлӑхра* вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗ».
31 Унтан вӑл вуниккӗшне айккинелле илсе кайнӑ та вӗсене каланӑ: «Эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, пророксем Этем Ывӑлӗ ҫинчен мӗн ҫырнӑ, ҫавсем пурте пурнӑҫланӗҫ. 32 Ӑна урӑх халӑх ҫыннисен аллине тытса парӗҫ, унран кулӗҫ, ӑна мӑшкӑл тӑвӗҫ, ун ҫине сурӗҫ, 33 ӑна чӗн пушӑпа хӗнӗҫ, унтан вӗлерӗҫ, анчах виҫҫӗмӗш кунне вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ». 34 Ҫапах та вӗсем нимӗн те ӑнланман, мӗншӗн тесен каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшӗ вӗсене уҫӑлман пулнӑ-ха.
35 Иисус Иерихо́н патне ҫывхарса пынӑ чухне ҫул хӗрринче пӗр суккӑр ҫын ыйткаласа ларнӑ. 36 Вӑл хӑй патӗнчен халӑх иртнине илтсен, мӗн пулса иртни ҫинчен ыйтма пуҫланӑ. 37 Ӑна: «Назаре́т Иисусӗ иртсе пырать!» — тенӗ. 38 Вара вӑл кӑшкӑрса янӑ: «Иисус, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана!» 39 Малта пыракансем ӑна шӑпланма хушнӑ, анчах вӑл тата хытӑрах: «Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 40 Иисус чарӑнса тӑнӑ та ҫав ҫынна хӑйӗн патне илсе пыма хушнӑ. Лешӗ пырсан, Иисус унран ыйтнӑ: 41 «Мӗн тумалла манӑн сан валли?» Лешӗ хуравланӑ: «Ҫӳлхуҫа, мана каллех куракан тусам». 42 Вара Иисус ӑна каланӑ: «Куракан пул. Ху ӗненни сыватрӗ сана». 43 Лешӗ тӳрех куракан пулнӑ та Турра мухтаса Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем те Турра мухтанӑ.