Иоанн
11 Ҫавӑн чухне Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлесе ӳкнӗ. Вӑл Марийӑпа унӑн аппӑшӗ* Марфа пурӑнакан Вифа́ни ялӗнчен пулнӑ. 2 Ҫав Мария Ҫӳлхуҫана ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрсе унӑн урисене хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлаканни пулнӑ. Чирлесе ӳкнӗ Лазарь вара унӑн пиччӗшӗ* пулнӑ. 3 Марфӑпа Мария Иисус патне: «Ҫӳлхуҫа, санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», — тесе калама янӑ. 4 Ҫакна илтсен Иисус каланӑ: «Ку чир вилӗм патне илсе ҫитерекен чир мар, Турӑ мухтавне кӑтартмалли чир, ҫак чир урлӑ Турӑ Ывӑлӗ мухтава тухӗ».
5 Иисус Марфӑна та, Марийӑна та, Лазаре те юратнӑ. 6 Лазарь чирлӗ пулни ҫинчен илтнӗ пулин те, Иисус хӑй пулнӑ вырӑнта тата тепӗр икӗ кунлӑха юлнӑ. 7 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: «Айтӑр каллех Иудейӑна каяр». 8 Вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Вӗрентекен*, нумаях пулмасть иудейсем сана чулпа персе вӗлересшӗн пулчӗҫ, эсӗ каллех унта каясшӑн-и?» 9 Иисус хуравланӑ: «Кун ҫути 12 сехете пымасть-им? Кам кун ҫутипе ҫӳрет, ҫавӑ нимрен те такӑнмасть, мӗншӗн тесен вӑл ҫак тӗнчен ҫутине курать. 10 Кам вара ҫӗрле ҫӳрет, ҫавӑ такӑнать, мӗншӗн тесен унра ҫутӑ ҫук».
11 Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл вӗсене тата каланӑ: «Пирӗн тус Лазарь ҫывӑрать, эпӗ ӑна вӑратма каятӑп». 12 Вара вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, вӑл ҫывӑрать пулсан, апла сывалӗ». 13 Иисус ӗнтӗ Лазарь вилни ҫинчен каланӑ. Вӗсем вара вӑл ыйхӑ ҫинчен ҫеҫ калать пулӗ тесе шутланӑ. 14 Вара Иисус вӗсене тӳррӗн каланӑ: «Лазарь вилнӗ. 15 Эпӗ унта пулманшӑн савӑнатӑп, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӳ татах та ҫирӗпленӗ. Айтӑр ун патне каяр». 16 Вара Йӗкӗреш текен Фома́ ытти вӗренекенсене каланӑ: «Айтӑр каяр та унпа пӗрле вилер».
17 Иисус Вифание ҫитсен Лазарь тӑватӑ кун ӗнтӗ тупӑклӑхра выртни ҫинчен пӗлнӗ. 18 Вифа́ни Иерусалимран инҫех мар, пӗр виҫӗ ҫухрӑмра* пулнӑ. 19 Пиччӗшӗшӗн* хуйхӑракан Марфӑпа Марийӑна йӑпатма иудейсем нумаййӑн пынӑ. 20 Иисус килет тенине илтсен Марфа ӑна хирӗҫ кайнӑ, Мария вара килтех юлнӑ. 21 Марфа Иисуса каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ кунта пулнӑ пулсан, манӑн пичче* вилмен пулӗччӗ. 22 Ҫапах та эпӗ халӗ те пӗлетӗп: эсӗ Турӑран кирек мӗн ыйтсан та, вӑл сана парӗ». 23 Иисус ӑна каланӑ: «Санӑн пиччӳ* чӗрӗлсе тӑрӗ». 24 Марфа ӑна: «Пӗлетӗп: юлашки кун вилнисем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл», — тенӗ. 25 Иисус ӑна каланӑ: «Чӗртсе тӑратаканӗ те, пурнӑҫ параканӗ те — эпӗ. Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлсе тӑрӗ. 26 Кам пурӑнать тата мана ӗненет, ҫавӑ нихӑҫан та вилмӗ. Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и?» 27 Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: «Ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫа. Эсӗ тӗнчене килмелли Турӑ Ывӑлӗ Христос пулнине ӗненетӗп». 28 Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та Мария йӑмӑкне чӗнсе илсе ӑна вӑрттӑн каланӑ: «Вӗрентекен кунта, вӑл сана чӗнет». 29 Ҫакна илтсенех Мария васкаса тӑнӑ та ун патне кайнӑ.
30 Иисус яла кӗмен пулнӑ-ха, Марфӑпа тӗл пулнӑ вырӑнтах пулнӑ. 31 Мария васкасах тӑрса тухса кайнине курсан, пӳртре ӑна йӑпатса ларнӑ иудейсем те ун хыҫҫӑн кайнӑ, вӗсем вӑл тупӑклӑх патне йӗме каять пулӗ тесе шутланӑ. 32 Мария Иисус пулнӑ ҫӗре пынӑ. Ӑна курсан вӑл унӑн ури умне ӳксе каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эсӗ кунта пулнӑ пулсан, манӑн пичче* вилмен пулӗччӗ». 33 Мария та, унпа пӗрле пынӑ иудейсем те йӗнине курсан, Иисус ассӑн сывласа илсе питех те хурланса-пӑлханса кайнӑ та 34 каланӑ: «Эсир ӑна ӑҫта хутӑр?» Вӗсем ӑна: «Ҫӳлхуҫа, пырса пӑхсам», — тенӗ. 35 Иисусӑн куҫҫулӗ тухнӑ. 36 Ҫакна курсан иудейсем ҫапла калама пуҫланӑ: «Пӑхӑр-ха, мӗнле хытӑ юратнӑ вӑл ӑна!» 37 Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫапла каланӑ: «Суккӑр ҫыннӑн куҫне уҫнӑскер, вӑл ҫак ҫынна та вилмелле мар тума пултарайман-им-ха?»
38 Вара Иисус каллех йывӑррӑн сывласа илнӗ те тупӑклӑх патне пынӑ. Ку вӑл ту хӑвӑлӗ пулнӑ, унта кӗмелли шӑтӑка чулпа хупласа хунӑ. 39 Иисус: «Чулне илӗр», — тенӗ. Вилнин йӑмӑкӗ*, Марфа, ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, тӑватӑ кун иртрӗ ӗнтӗ, виле шӑрши те ҫапать пулӗ». 40 Иисус ӑна каланӑ: «Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха сана?» 41 Вара чулне илнӗ. Иисус тӳпенелле пӑхса каланӑ: «Атте, мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп сана. 42 Эсӗ мана кирек хӑҫан та илтессе эпӗ пӗлетӗп. Ҫакна эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм: вӗсем мана эсӗ янине ӗненччӗр терӗм». 43 Ҫакна каласан вӑл хыттӑн кӑшкӑрса: «Лазарь, тух!» — тенӗ. 44 Вара вилнӗскерӗ алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. Иисус вӗсене: «Салтса ярӑр ӑна, уттӑр вӑл», — тенӗ.
45 Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ иудейсенчен нумайӑшӗ Иисус мӗн тунине курса ӑна ӗненнӗ. 46 Анчах вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа панӑ. 47 Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем Синедрио́н пуҫтарнӑ та каланӑ: «Мӗн тӑвар-ши? Ҫак ҫын нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать. 48 Каплипех хӑварсан, ӑна пурте ӗненӗҫ. Рим ҫыннисем килӗҫ те пирӗн храма* та, халӑха та хӑйсен аллине ярса илӗҫ». 49 Вӗсенчен пӗри, ҫав ҫул чи аслӑ священник пулнӑ Каиа́фа, вӗсене каланӑ: «Эсир нимӗн те пӗлместӗр. 50 Пӗтӗм халӑх пӗтиччен пӗр ҫын халӑхшӑн вилни хӑвӑршӑнах лайӑх пулассине ӑнланмастӑр-им?» 51 Вӑл хӑйӗн шухӑшне каламан, ҫав ҫул чи аслӑ священник пулнӑ май, вӑл Иисус халӑхшӑн вилесси пирки пророкла каланӑ. 52 Иисусӑн халӑхшӑн кӑна мар, Туррӑн сапаланса кайнӑ ачисене пӗрле пуҫтарассишӗн те вилмелле пулнӑ. 53 Ҫапла вара ҫав кунран вӗсем Иисуса мӗнле вӗлермелли ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ.
54 Ҫавӑнпа Иисус иудейсем хушшинче курӑнсах ҫӳремен. Вӑл унтан пушхир ҫывӑхӗнчи ҫӗре, Ефре́м хулине, кайнӑ та хӑйӗн вӗренекенӗсемпе ҫавӑнта юлнӑ. 55 Иудейсен Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Нумай ҫын Пасха умӗн тасалма ялсенчен Иерусалима пынӑ. 56 Вӗсем Иисуса шыранӑ, храмра тӑнӑ чухне пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Мӗнле шутлатӑр? Вӑл чӑнах та уява килмест-ши?» 57 Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара ҫапла хушнӑ: «Кам та пулин вӑл ӑҫта пулнине пӗлсен, унӑн ҫакӑн ҫинчен пире пӗлтермелле». Вӗсем ҫакна Иисуса тытас шухӑшпа каланӑ.