Иаков
4 Мӗне пула эсир вӑрҫӑнатӑр тата хирӗҫетӗр? Хӑвӑр ӑшра кӗрешекен ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑма пула мар-и? 2 Эсир ӗмӗтленетӗр, анчах ӗмӗтленнине илейместӗр. Вӗлеретӗр, хапсӑнатӑр, ҫавах илейместӗр. Эсир хирӗҫетӗр, вӑрҫӑнатӑр. Эсир илейместӗр, мӗншӗн тесен ыйтмастӑр. 3 Ыйтсан та илейместӗр, мӗншӗн тесен ырӑ шухӑшпа ыйтмастӑр, хӑвӑрӑн ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑма ҫырлахтарассишӗн ыйтатӑр.
4 Турра шанчӑклӑ маррисем*, тӗнчепе туслашни сире Туррӑн тӑшманӗсем тунине пӗлместӗр-им? Ҫавӑнпа та кам тӗнченӗн тусӗ пуласшӑн, ҫавӑ Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать. 5 «Сирӗн ӑшри ӑмсанакан кӑмӑл* пӗрмаях темӗскер илесшӗн ҫунать» тесе Ҫырура ахальтен каланӑ тетӗр-и? 6 Анчах Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫакӑн пек кӑмӑлтан вӑйлӑрах. Акӑ мӗншӗн Ҫырура ҫапла каланӑ: «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ тӑрать, хӑйсене кӗҫӗне хуракансене вара виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартать».
7 Ҫавӑнпа та Турра пӑхӑнӑр, Шуйттана* хирӗҫ тӑрӑр, вара вӑл сирӗнтен тарӗ. 8 Турӑпа ҫывӑхланӑр, вара вӑл та сирӗнпе ҫывӑхланӗ. Ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑрсене ҫуса тасатӑр. Иккӗленсе тӑракансем, чӗрӗрсене тасатӑр. 9 Кулянӑр, хуйхӑрӑр, макӑрӑр. Кулас вырӑнне хуйхӑрӑр, савӑнас вырӑнне хурланӑр. 10 Иегова* умӗнче хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр, вара вӑл сире асла кӑларӗ.
11 Тӑвансем, пӗр-пӗрне айӑплама чарӑнӑр. Кам хӑйӗн тӑванне айӑплать е суд тӑвать, ҫавӑ закона та айӑплать тата суд тӑвать. Эсӗ закона суд тӑватӑн пулсан, закона тытса тӑракан мар, судья пулса тӑратӑн. 12 Закон Паракан та, Судья та пӗрре кӑна, вӑл ҫеҫ ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать. Хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна суд тума эсӗ кам вара?
13 Хӑшӗ-пӗрисем: «Паян-и, ыран-и ҫав-ҫав хулана кайӑпӑр та унта ҫулталӑк хушши суту-илӳ туса пурӑнӑпӑр, тупӑш илӗпӗр», — теҫҫӗ. Ҫакнашкал калакансем, халӗ ӗнтӗ эсир итлӗр. 14 Эсир ыран хӑвӑрпа мӗн пулассине те пӗлместӗр. Сирӗн пурнӑҫ — пӗр самантлӑха курӑнакан, унтан ҫухалакан тӗтре. 15 Сирӗн ҫапла каламалла: «Иеговӑн* ирӗкӗ пулсан, эпир чӗрӗ пулӑпӑр, ҫавна е кӑна тӑвӑпӑр». 16 Анчах эсир мӑнкӑмӑлланса шутсӑр мухтанатӑр. Ҫакӑн пек мухтанни вӑл пит усал. 17 Ҫапла вара, кам та пулин тӗрӗссине мӗнле тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртенех ҫапла тумасть пулсан, вӑл ҫылӑх тӑвать.