Ӳлӗмхи
4 Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере уҫӑ алӑк куртӑм. Вара труба сасси евӗрлӗ малтанхи сасӑ мана: «Кунта хӑпар, эпӗ сана мӗн пулса иртессине кӑтартӑп», — терӗ. 2 Унтан тӳрех ман ҫине святой сывлӑш витӗм кӳме пуҫларӗ те, эпӗ тӳпере престол тӑнине, ун ҫинче такам ларнине куртӑм. 3 Престол ҫинче лараканӗ яшмӑпа* сердоли́к* текен чулсем евӗр ялкӑшатчӗ. Престол тавра вара изумруд пек асамат кӗперӗ пурччӗ.
4 Престол тавра тата 24 престол тӑратчӗ, вӗсем ҫинче шурӑ тумтир тӑхӑннӑ 24 старейшина ларатчӗ. Вӗсен пуҫӗсем ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсемччӗ. 5 Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухатчӗ, сасӑсем тата аслати авӑтни илтӗнсе тӑратчӗ. Ун умӗнче вара Туррӑн ҫичӗ сывлӑшне пӗлтерекен ҫичӗ ҫутаткӑҫ ҫунса тӑратчӗ. 6 Престол умӗнче хрусталь евӗрлӗ кӗленче* тинӗс пекки пурччӗ.
Варринче, престол патӗнче, тӑватӑ херувим* пурччӗ. Куҫӗсем вӗсен малта та, хыҫалта та темӗн чухлӗччӗ. 7 Пӗрремӗш херувимӗ арӑслан евӗрлӗччӗ, иккӗмӗшӗ вӑкӑр евӗрлӗччӗ, виҫҫӗмӗшӗн пичӗ ҫын пичӗ пекчӗ, тӑваттӑмӗшӗ вара вӗҫекен ӑмӑрткайӑк евӗрлӗччӗ. 8 Тӑватӑ херувимӑн кашнин ултӑ ҫунатчӗ. Вӗсен пур тӗлте те, ҫуначӗсем айӗнче те, куҫсем пурччӗ. Вӗсем пӗрмаях, кунӗн-ҫӗрӗн: «Иегова*, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, кам пулнӑ, кам пур тата кам килет, ҫавӑ сӑваплӑ, сӑваплӑ, сӑваплӑ», — тесе тӑчӗҫ.
9 Херувимсем престол ҫинче ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакана, мухтаса, чысласа тата тав туса тӑнӑ чухне 10 ҫав 24 старейшина, престол ҫинче ларакан умне чӗркуҫленсе ларса, ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакана пуҫҫапатчӗҫ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлне престол умне пӑрахса ҫапла калатчӗҫ: 11 «Иегова*, пирӗн хӑватлӑ Турӑ, эсӗ мухтав та, чыс та илме тивӗҫлӗ*, мӗншӗн тесен пурне те эсӗ тунӑ, пурте санӑн ирӗкӳпе пулса кайнӑ, пурне те санӑн ирӗкӳпе тунӑ».