47-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Сире Иеговӑран нимӗн те ан уйӑртӑр
«Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ... Сана шанатӑп» (ПС. 30:15).
122-МӖШ ЮРӐ Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!
ҪАК СТАТЬЯРАa
1. Иегова пирӗнпе ҫывӑхланасшӑн пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
ИЕГОВА пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма чӗнет (Иак. 4:8). Вӑл пирӗншӗн Турӑ, Атте тата Тус пуласшӑн. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлать тата йывӑр вӑхӑтра пулӑшать. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн организацийӗ урлӑ пире вӗрентсе, хӳтӗлесе тӑрать. Пирӗн вара Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен мӗн тумалла?
2. Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен мӗн-мӗн тумалла?
2 Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен пирӗн ӑна кӗлтумалла тата унӑн Сӑмахне вуласа мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшламалла. Ҫапла тусан пирӗн чӗре юратупа тата пархатарлӑхпа тулӗ. Вара пирӗн Иеговӑна итлес тата мухтас килӗ. Вӑл ҫавна никамран та ытларах тивӗҫлӗ вӗт! (Ӳлӗм. 4:11). Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе пынӑ май эпир ӑна та, унӑн организацине те ытларах шанӑпӑр.
3. Шуйттан пире Иеговӑран пӑрса ярас тесе мӗн тӑвать? Пирӗн вара Турӑпа унӑн организацийӗнчен ютшӑнас мар тесен мӗн тумалла? (Псалом 30:14, 15).
3 Шуйттан пире Иеговӑран пӑрса яма хӑтланать. Уйрӑмах вӑл ҫавна эпир йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне тӑвать. Мӗнле майпа-ши? Шуйттан пире майӗпен Иеговӑна та, унӑн организацине те шанма пӑрахтарасшӑн. Анчах та эпир ӑна хирӗҫ тӑма пултаратпӑр. Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулсан тата эпир Иеговӑна пӗтӗм чун-чӗререн шанатпӑр пулсан эпир Иеговӑран та, унӑн организацийӗнчен те нихӑҫан та ютшӑнмӑпӑр. (Псалом 30:14, 15 вуласа парӑр.)
4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
4 Ҫак усал тӗнчере пурӑннӑ май эпир тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр. Ку статьяра вӗсенчен виҫҫӗшне пӑхса тухӑпӑр. Вӗсене пула эпир Иеговӑпа унӑн организацине шанма пӑрахма пултаратпӑр. Ҫак йывӑрлӑхсем пире Иеговӑран мӗнле пӑрса яма пултараҫҫӗ тата Шуйттана хирӗҫ тӑрас тесен пирӗн мӗн тумалла?
ПУРНӐҪРИ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ
5. Мӗншӗн йывӑрлӑхсене пула эпир Иеговӑпа унӑн организацине шанма пӑрахма пултаратпӑр?
5 Хӑш-пӗр чухне эпир питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр. Сӑмахран, пире килте хирӗҫ тӑма пултараҫҫӗ е эпир ӗҫ ҫухатма пултаратпӑр. Ҫак йывӑрлӑхсене пула эпир Иеговӑран сивӗнме тата унӑн организацине шанма пӑрахма пултаратпӑр. Ҫакӑ мӗнле пулса тухма пултарать? Йывӑрлӑхсем нумай вӑхӑта тӑсӑлсан ҫакӑ ытларах чухне хуйха ӳкерет тата вӗсем нихӑҫан та пӗтес ҫук пек туйӑнать. Паллах, ҫак майпа усӑ курса Шуйттан Иегова пире юратмасть тесе шутлаттарасшӑн пулать. Вӑл пире Иеговӑпа унӑн организацине пула хӗн куратпӑр тесе ӗнентересшӗн. Египетра пурӑннӑ израильтянсемпе ҫапла пулса тухнӑ та. Вӗсем хӑйсене тыткӑнран ирӗке кӑларма Иегова Моисейпа Аарона янине малтанах ӗненнӗ (Тух. 4:29—31). Анчах та каярахпа, фараон израильтянсен пурнӑҫне йывӑрлатса ярсан, вӗсем ҫавӑншӑн Моисейпа Аарона айӑпланӑ. Халӑх ҫапла каланӑ: «Эсир пире фараонпа унӑн чурисем умӗнче курайман ҫынсем турӑр, пире вӗлермешкӗн вӗсен аллине хӗҫ тыттартӑр» (Тух. 5:19—21). Шутласа пӑхӑр-ха: вӗсем Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене айӑпланӑ! Эсир нумай вӑхӑт хушши хӗн-хур тӳсетӗр пулсан Иеговӑпа унӑн организацине шанма пӑрахас мар тесен мӗн тума пулать?
6. Аввакум пророк тӗслӗхӗ пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме мӗнле пулӑшма пултарать? (Аввакум 3:17—19).
6 Хӑвӑр чӗрӗрте мӗн пуррине веҫех Иеговӑна каласа парӑр тата унран пулӑшу ыйтӑр. Аввакум пророк хура-шур нумай курнӑ. Пӗррехинче вӑл хӑйӗншӗн Иегова тӑрӑшни пирки иккӗленме те пуҫланӑ пулмалла. Вара вӑл хӑй мӗн туйни ҫинчен Турра ҫапла каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, хӑҫанччен тилмӗрсе чӗнӗп-ши Сана? [...] Мана мӗншӗн усал ӗҫсене курмалла, асап ҫине пӑхса тӑмалла турӑн?» (Аввак. 1:2, 3). Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗн чӗререн тухнӑ кӗлли ҫине хуравланӑ (Аввак. 2:2, 3). Пророк Иегова хӑйӗн халӑхне малтан мӗнле ҫӑлни ҫинчен шухӑшланӑ хыҫҫӑн каллех савӑнӑҫлӑ пулса тӑнӑ. Аввакум хӑйӗншӗн Иегова тӑрӑшасси пирки тата кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшасси пирки иккӗленме пӑрахнӑ. (Аввакум 3:17—19 вуласа парӑр.) Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Хӑвӑр ҫине йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан Иеговӑна кӗлтуса хӑвӑр мӗн туйнине веҫех каласа парӑр. Чун-чӗререн ун ҫине шанӑр. Тата вӑл сире пӗтӗмпех тӳссе ирттерме вӑй парасси пирки ан иккӗленӗр. Вара Иегова хӑвӑра пулӑшнине курсассӑн сирӗн ӗненӳ ҫирӗпленӗ.
7. Ширли хурӑнташӗсем ӑна мӗне ӗнентересшӗн пулнӑ тата ӑна Иеговӑна малалла та ҫирӗп шанма мӗн пулӑшнӑ?
7 Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшакан ӗҫсене малалла та туса тӑрӑр. Папуа — Ҫӗнӗ Гвинейӑра пурӑнакан Ширлиb ятлӑ хӗрарӑм тӑвана йывӑр вӑхӑтра шӑпах ҫавӑ пулӑшнӑ. Вӗсен ҫемйи питӗ чухӑн пурӑннӑ, хӑш чухне вӗсене апат та ҫитсех кайман. Ширлин пӗр хурӑнташӗ ӑна Иеговӑна шаннинчен ним усси те ҫук тесе ӗнентересшӗн пулнӑ. Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: «Сире Туррӑн святой сывлӑшӗ пулӑшать тетӗн вӗт. Мӗнле пулӑшать вара вӑл сире? Эсир ҫаплипех чухӑн. Ырӑ хыпар сарса ҫӳресе вӑхӑта пустуй ирттеретӗн ҫеҫ». Ширли акӑ мӗн калать: «Эпӗ ҫапла шутласа илтӗм: тен, Турӑ чӑнах та пирӗн ҫинчен маннӑ. Ҫапах та тӳрех Иеговӑна кӗлтӑвас терӗм, ӑна веҫех каласа патӑм. Эпӗ Библипе пирӗн публикацисене вулама пӑрахмарӑм, малалла та ырӑ хыпар сартӑм тата пухусене ҫӳрерӗм». Кӑшт вӑхӑт иртсен Ширли хӑйӗн ҫемйишӗн Иегова тӑрӑшнине ӑнланса илнӗ, мӗншӗн тесен вӗсем нихӑҫан та выҫӑ ларман тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах телейлӗ пулнӑ. «Эпӗ Иегова хамӑн кӗлӗсем ҫине хуравланине кураттӑм»,— тет Ширли (1 Тим. 6:6—8). Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тусан сире нимӗнле йывӑрлӑхсем те, нимӗнле иккӗленӳсем те Иеговӑран пӑрса ямӗҫ.
ЯВАПЛӐ АРҪЫН ТӐВАНСЕНЕ СУЙСА АЙӐПЛАҪҪӖ
8. Яваплӑ арҫын тӑвансем мӗнпе тӗл пулма пултараҫҫӗ?
8 Пирӗн тӑшмансем массӑллӑ хатӗрсемпе тата социаллӑ сетьсемпе усӑ курса яваплӑ арҫын тӑвансем пирки суя сараҫҫӗ (Пс. 30:14). Хӑш-пӗр арҫын тӑвансене преступник тесе айӑпласа тӗрмене те хупнӑ. Пӗрремӗш ӗмӗрте те ҫавӑн пек пулнӑ — Павел апостола суйса айӑпланӑ та тӗрмене лартнӑ. Христиансем ҫавӑн ҫинчен пӗлсен мӗн тунӑ?
9. Павел апостола тӗрмене хупсан хӑш-пӗр христиансем мӗн тунӑ?
9 Пӗрремӗш ӗмӗрте Павела Римра тӗрмене хупсан хӑш-пӗр христиансем ӑна пӑрахса хӑварнӑ (2 Тим. 1:8, 15). Мӗншӗн? Тен, Павела преступник тесе айӑпланӑран вӗсем намӑсланнӑ (2 Тим. 2:8, 9). Е, тен, хӑйсене хӗсӗрлесрен хӑраса ӳкнӗ. Павел мӗн туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха, вӑл тӑвансене пулӑшас тесе нумай йывӑрлӑх тӳснӗ тата пурнӑҫне те шеллемен вӗт (Ап. ӗҫ. 20:18—21; 2 Кор. 1:8). Айтӑр Павела йывӑр вӑхӑтра пӑрахса хӑварнӑ христиансем пек пулар мар. Яваплӑ арҫын тӑвансене хӗсӗрленӗ чухне мӗн асра тытмалла?
10. Яваплӑ арҫын тӑвансене хӗсӗрленӗ чухне пирӗн мӗн асра тытмалла тата мӗншӗн?
10 Тӑшмансем пире мӗншӗн хӗсӗрленине тата вӗсене кам хӗтӗртсе тӑнине асра тытӑр. 2 Тимофей 3:12-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Христос Иисуса ӗненсе, тӳрӗ пурӑнас теекенсене пурне те ҫавӑн пек хӗсӗрлӗҫ». Ҫавӑнпа та пухура ертсе пыракан арҫын тӑвансем ҫине Шуйттан тапӑнни пире тӗлӗнтермелле мар. Вӑл вӗсене Турӑран пӑрса ярасшӑн тата пире хӑратса ӳкересшӗн (1 Петр 5:8).
11. Онисифор тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (2 Тимофей 1:16—18).
11 Арҫын тӑвансене пӑрахса ан хӑварӑр, вӗсене пулӑшсах тӑрӑр. (2 Тимофей 1:16—18 вуласа парӑр.) Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Онисифор ятлӑ христианина аса илер. Павел ун пирки: «Вӑл... эпӗ тӗрмере ларнинчен вӑтанмарӗ»,— тенӗ. Унтан та ытларах, Онисифор Павела шыранӑ, шыраса тупсан вара ӑна пулӑшнӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерессинчен те хӑраман. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Айтӑр ҫынсенчен хӑранӑран шикленсе ӳкер мар. Тата кама хӗсӗрлеҫҫӗ, ҫав тӑвансене пулӑшма пӑрахар мар. Вӗсене яланах хӳтӗлер тата пулӑшма васкар (Ытар. 17:17). Вӗсене эпир юратни тата тӗреклетни питӗ кирлӗ.
12. Раҫҫейре пурӑнакан тӑвансенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
12 Раҫҫейри тӑвансем пире питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем тӗрмере ларакан тӑвансене пулӑшмасӑр тӑмаҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсене суд тунӑ чухне тӑвансем вӗсене хавхалантарма килеҫҫӗ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Яваплӑ арҫын тӑвансем пирки элек сарнӑ чухне, вӗсене хӗсӗрленӗ чухне е арестленӗ чухне хӑраса ан ӳкӗр. Вӗсемшӗн кӗлтӑвӑр, вӗсен хурӑнташӗсемшӗн тӑрӑшӑр тата вӗсене ӗҫпе пулӑшмашкӑн урӑх майсем те шырӑр (Ап. ӗҫ. 12:5; 2 Кор. 1:10, 11).
ПИРӖНТЕН МӐШКӐЛЛАСА КУЛАҪҪӖ
13. Хамӑртан мӑшкӑлласа кулнине пула эпир Иеговӑпа унӑн организацийӗнчен мӗнле пӑрӑнса кайма пултаратпӑр?
13 Иеговӑна ӗненмен хурӑнташсем, пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем эпир ырӑ хыпар сарнӑшӑн тата Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑннӑшӑн пирӗнтен мӑшкӑлласа кулма пултараҫҫӗ (1 Петр 4:4). Вӗсем ҫапла калама пултараҫҫӗ: «Эсӗ лайӑх ҫын, анчах та санӑн хӑвӑн тӗне пула ним тума та юрамасть. Халӗ ун пек никам та пурӑнмасть». Теприсем вара эпир пухуран кӑларса янисемпе хутшӑнманшӑн пире айӑплаҫҫӗ. Вӗсем: «Ҫывӑх ҫынна юратни пулать-и вара вӑл?» — теҫҫӗ. Ҫавӑн пек каланине пула эпир иккӗленме пуҫлама пултаратпӑр. Пуҫа ҫакӑн пек шухӑшсем кӗме пултараҫҫӗ: «Иегова манран ытла нумай кӗтмест-и? Унӑн организацийӗ паракан хушусем манӑн ирӗклӗхе хӗсмеҫҫӗ-и?» Сирӗн иккӗленӳсем пур пулсан Иеговӑпа пухуран сивӗнес мар тесен мӗн тумалла?
14. Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑннӑшӑн хамӑртан мӑшкӑлласа кулсан пирӗн мӗн тумалла? (Псалом 118:50—52).
14 Ниме пӑхмасӑрах малалла та Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнӑр. Ҫак тӗлӗшрен Иов лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Хӑйӗнчен мӑшкӑлласа кулнӑ пулин те вӑл Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑннӑ. Юлташ текеннисенчен пӗри Турӑшӑн Иов тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑннипе пурӑнманни пурпӗрех тесе те ӗнентересшӗн пулнӑ (Иов 4:17, 18; 22:3). Анчах та Иов ҫав суяна ӗненесшӗн пулман. Вӑл Иегова палӑртса хунӑ турӗлӗх нормисем тӗрӗс пулнине пӗлнӗ тата ҫав нормӑсем тӑрӑх пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑ пулнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпсӑрлӑхне упранӑ (Иов 27:5, 6). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Хӑвӑртан тӑрӑхласа кулнине пула Иеговӑн нормисем тӗрӗс мар тесе шутлама ан пуҫлӑр. Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнни хӑвӑра мӗнле усӑ панине аса илӗр. Эсир вӗсем тӗп-тӗрӗс пулнине пӗрре анчах мар курнӑ пуль. Ҫак нормӑсене тытса тӑракан организацине нихӑҫан та пӑрахса ан кайӑр. Вара, ҫынсем хӑвӑртан кирек мӗн чухлӗ мӑшкӑлласа кулсан та, эсир Иеговӑран нихӑҫан та сивӗнмӗр. (Псалом 118:50—52 вуласа парӑр.)
15. Бриджитран мӗншӗн мӑшкӑлласа кулнӑ?
15 Айтӑр Индире пурӑнакан Бриджит ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Иеговӑна ӗненнӗшӗн хурӑнташӗсем унран мӑшкӑлласа кулнӑ. Бриджит 1997 ҫулта шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, унӑн Иегова Свидетелӗ пулман упӑшки ӗҫ ҫухатнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем урӑх хулана, упӑшкин ашшӗ-амӑшӗ патне, куҫса кайма шутланӑ. Анчах та Бриджитӑн йывӑрлӑхӗсем ҫакӑнпа вӗҫленмен-ха. Упӑшки ӗҫе вырнаҫайманнине пула пирӗн тӑванӑн, упӑшкипе хӗрӗсене тӑрантарас тесе, кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеме тивнӗ. Пуху та 350 ҫухрӑм аякра пулнӑ. Унсӑр пуҫне, упӑшкин хурӑнташӗсем Бриджита унӑн ӗненӗвӗшӗн хаяррӑн хирӗҫ тӑнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсен каллех куҫса кайма тивнӗ. Кайран кӗтмен ҫӗртен унӑн упӑшки вилсе кайнӑ. Вӑхӑт иртсен вара 12 ҫулхи хӗрӗ ракпа чирлесе вилнӗ. Ҫитменнине тата хурӑнташӗсем ҫак пур инкекшӗн те Бриджит айӑплӑ тесе каланӑ. Вӗсем Бриджит Иегова Свидетелӗ пулса тӑман пулсан ҫапла пулса тухман пулӗччӗ тенӗ. Апла пулин те, пирӗн хӗрарӑм тӑван ниме пӑхмасӑрах Иеговӑпа унӑн организацине шанма пӑрахман.
16. Иеговӑпа унӑн организацине шанчӑклӑ пулнӑшӑн Бриджит мӗнле пиллӗхсем илнӗ?
16 Бриджит пухуран аякра пурӑннине пула район старейшини ӑна хӑй пурӑнакан вырӑнта ырӑ хыпар калама тата хӑйӗн килӗнче пуху ирттерме хавхалантарнӑ. Малтанах ӑна ҫапла тума ытла йывӑр пек туйӑннӑ, анчах та вӑл тӑвана итлес тенӗ. Бриджит ырӑ хыпара ыттисене каланӑ, килӗнче пухусем ирттернӗ тата хӗрӗсемпе пӗрле тӑтӑшах Турра пуҫҫапма вӑхӑт уйӑрнӑ. Ҫакӑ мӗнле усӑ панӑ? Пирӗн тӑван чылай ҫынпа Библи вӗренме пуҫланӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ кайран шыва кӗнӗ. 2005 ҫулта вӑл тулли пионер пулса тӑнӑ. Бриджит Иеговӑна тата унӑн организацине шанчӑклӑ пулнӑ. Ҫавӑншӑн Иегова ӑна пилленӗ. Унӑн хӗрӗсем Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Вӑл пурӑнакан вырӑнта вара халӗ икӗ пуху. Йывӑрлӑхӗсене тата хурӑнташӗсем хӑйӗнчен кулнине чӑтса ирттерме хӑйне Иегова пулӑшни пирки пирӗн тӑван пӗртте иккӗленмест.
ИЕГОВӐПА УНӐН ОРГАНИЗАЦИНЕ ШАНЧӐКЛӐ ТӐРСА ЮЛӐР
17. Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?
17 Шуйттан пире ҫакна ӗнентересшӗн: йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Иегова пире хӑварӗ тата Туррӑн организацийӗнче юлсан пирӗн пурнӑҫ тата йывӑрланса кайӗ. Яваплӑ арҫын тӑвансем пирки элек сарнине, вӗсене хӗсӗрленине тата тӗрмене хупнине пула вара вӑл пире хӑраса ӳкчӗр тет. Унсӑр пуҫне, хамӑртан тӑрӑхласа кулнипе усӑ курса вӑл пире Туррӑн нормисем тӗрӗс мар пулнине ӗнентересшӗн тата унӑн организацине шанма пӑрахтарасшӑн. Анчах та эпир Шуйттанӑн шухӑш-кӑмӑлне лайӑх пӗлетпӗр, ҫавӑнпа та хамӑра улталама памастпӑр (2 Кор. 2:11). Айтӑр Шуйттан суйине сирсе ярар та Турӑпа унӑн организацине шанчӑклӑ пулар. Ан манӑр: Иегова сире нихӑҫан та хӑвармӗ (Пс. 27:7). Хӑвӑра Иеговӑран пӑрса яма ниме те ан парӑр (Рим 8:35—39).
18. Тепӗр статьяран эпир мӗн пӗлӗпӗр?
18 Ку статьяра эпир ҫак усал тӗнчере пурӑннӑ май тӗл пулакан йывӑрлӑхсем ҫинчен калаҫрӑмӑр. Анчах та эпир пухура сиксе тухакан йывӑрлӑхсене пула та Иеговӑпа унӑн организацине шанма пӑрахма пултаратпӑр. Ҫав йывӑрлӑхсене татса пама мӗн пулӑшӗ? Ун ҫинчен эпир тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.
118-МӖШ ЮРӐ «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»
a Ҫак юлашки кунсенче йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах шанчӑклӑ та тӳсӗмлӗ пулас тесен пирӗн Иеговӑпа унӑн организацине шанмалла. Шуйттан вара пире ҫавна тума тем пек пӑрахтарасшӑн, ҫавӑнпа вӑл пирӗн йывӑрлӑхсемпе усӑ курать. Ҫак статьяра эпир вӗсенчен виҫҫӗшне пӑхса тухӑпӑр тата Шуйттана хирӗҫ тӑрас тесен мӗн тумаллине курӑпӑр.
b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.