Шӑматкун, июлӗн 20-мӗшӗ
Эпӗ сана... яратӑп (Иез. 2:3).
Ҫак сӑмахсем Иезекииле вӑй панӑ пулӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл Иегова Моисея тата Исаийӑна пророк пулма лартсан ҫак сӑмахсенех каланине аса илнӗ пулӗ (Тух. 3:10; Ис. 6:8). Иезекииль Турӑ ҫак икӗ пророка хӑйсене шанса панӑ ӗҫе туса тӑма пулӑшнине те пӗлнӗ. Иегова Иезекииле икӗ хутчен те: «Эпӗ сана яратӑп»,— тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл хӑйне Турӑ пулӑшасси пирки пачах иккӗленмен. Унсӑр пуҫне, Иезекииль кӗнекинче «мана Ҫӳлхуҫа каларӗ» текен сӑмахсем нумай хутчен тӗл пулаҫҫӗ (Иез. 3:16). Тата унта «мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ» тенине те час-часах курма пулать (Иез. 6:1). Паллах, Иезекииль хӑйне Иегова янине пӗлсе тӑнӑ. Тата Иезекиилӗн ашшӗ священник пулнӑ. Вӑл ӑна Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен каласа кӑтартнӑ пулӗ. Сӑмахран, Иегова Исаака, Иакова тата Иеремийӑна «Эпӗ санпала пӗрле» тенӗ (Пулт. 26:24; 28:15; Иер. 1:8). w22.11 3 с., 3 абз.
Вырсарникун, июлӗн 21-мӗшӗ
Турӑ... ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелет (Рим 6:23).
Адампа Ева ҫылӑх тунӑ пулин те тата ҫавна пула вӗсен ачисем вилеҫҫӗ пулин те, Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине пӑрахӑҫламан (Ис. 55:11). Вӑл халӗ те хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парасшӑн. Айтӑр Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе мӗн каланине тата мӗн тунине пӑхар. Иегова вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратӑп тесе тата вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ тесе сӑмах панӑ (Ап. ӗҫ. 24:15; Тит 1:1—3). Тӳрӗ ҫын Иов Турӑ вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратасшӑн пулни пирки иккӗленмен (Иов 14:14, 15). Даниил пророк ҫынсем чӗрӗлсе тӑрса вилмесӗр пурӑнма пултарнине пӗлнӗ (Пс. 36:29; Дан. 12:2, 13). Иисус вӑхӑтӗнче пурӑннӑ еврейсем те Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ» пама пултарассине пӗлнӗ (Лука 10:25; 18:18). Иисус ҫавӑн ҫинчен пӗрре анчах мар каланӑ, ӑна хӑйне те Турӑ чӗртсе тӑратнӑ пулнӑ (Матф. 19:29; 22:31, 32; Лука 18:30; Иоанн 11:25). w22.12 4—5 с., 8, 9 абз.
Тунтикун, июлӗн 22-мӗшӗ
Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ... Сана шанатӑп (Пс. 30:15).
Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма чӗнет (Иак. 4:8). Вӑл пирӗншӗн Турӑ, Атте тата Тус пуласшӑн. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлать тата йывӑр вӑхӑтра пулӑшать. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн организацийӗ урлӑ пире вӗрентсе, хӳтӗлесе тӑрать. Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен пирӗн ӑна кӗлтумалла тата унӑн Сӑмахне вуласа мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшламалла. Ҫапла тусан пирӗн чӗре юратупа тата пархатарлӑхпа тулӗ. Вара пирӗн Иеговӑна итлес тата мухтас килӗ. Вӑл ҫавна никамран та ытларах тивӗҫлӗ вӗт! (Ӳлӗм. 4:11). Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе пынӑ май эпир ӑна та, унӑн организацине те ытларах шанӑпӑр. Шуйттан вара пире майӗпен Иеговӑна та, унӑн организацине те шанма пӑрахтарасшӑн. Анчах та эпир ӑна хирӗҫ тӑма пултаратпӑр. Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулсан тата эпир Иеговӑна пӗтӗм чун-чӗререн шанатпӑр пулсан эпир Иеговӑран та, унӑн организацийӗнчен те нихӑҫан та ютшӑнмӑпӑр (Пс. 30:14, 15). w22.11 14 с., 1—3 абз.