Вырсарникун, июлӗн 21-мӗшӗ
Турӑ... ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелет (Рим 6:23).
Адампа Ева ҫылӑх тунӑ пулин те тата ҫавна пула вӗсен ачисем вилеҫҫӗ пулин те, Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине пӑрахӑҫламан (Ис. 55:11). Вӑл халӗ те хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парасшӑн. Айтӑр Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе мӗн каланине тата мӗн тунине пӑхар. Иегова вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратӑп тесе тата вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ тесе сӑмах панӑ (Ап. ӗҫ. 24:15; Тит 1:1—3). Тӳрӗ ҫын Иов Турӑ вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратасшӑн пулни пирки иккӗленмен (Иов 14:14, 15). Даниил пророк ҫынсем чӗрӗлсе тӑрса вилмесӗр пурӑнма пултарнине пӗлнӗ (Пс. 36:29; Дан. 12:2, 13). Иисус вӑхӑтӗнче пурӑннӑ еврейсем те Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ» пама пултарассине пӗлнӗ (Лука 10:25; 18:18). Иисус ҫавӑн ҫинчен пӗрре анчах мар каланӑ, ӑна хӑйне те Турӑ чӗртсе тӑратнӑ пулнӑ (Матф. 19:29; 22:31, 32; Лука 18:30; Иоанн 11:25). w22.12 4—5 с., 8, 9 абз.
Тунтикун, июлӗн 22-мӗшӗ
Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ... Сана шанатӑп (Пс. 30:15).
Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма чӗнет (Иак. 4:8). Вӑл пирӗншӗн Турӑ, Атте тата Тус пуласшӑн. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлать тата йывӑр вӑхӑтра пулӑшать. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн организацийӗ урлӑ пире вӗрентсе, хӳтӗлесе тӑрать. Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен пирӗн ӑна кӗлтумалла тата унӑн Сӑмахне вуласа мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшламалла. Ҫапла тусан пирӗн чӗре юратупа тата пархатарлӑхпа тулӗ. Вара пирӗн Иеговӑна итлес тата мухтас килӗ. Вӑл ҫавна никамран та ытларах тивӗҫлӗ вӗт! (Ӳлӗм. 4:11). Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе пынӑ май эпир ӑна та, унӑн организацине те ытларах шанӑпӑр. Шуйттан вара пире майӗпен Иеговӑна та, унӑн организацине те шанма пӑрахтарасшӑн. Анчах та эпир ӑна хирӗҫ тӑма пултаратпӑр. Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулсан тата эпир Иеговӑна пӗтӗм чун-чӗререн шанатпӑр пулсан эпир Иеговӑран та, унӑн организацийӗнчен те нихӑҫан та ютшӑнмӑпӑр (Пс. 30:14, 15). w22.11 14 с., 1—3 абз.
Ытларикун, июлӗн 23-мӗшӗ
Хӑйсен Туррисӗр пуҫне урӑх турра пуҫҫапма килӗшмесӗр, хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр вут-ҫулӑм ӑшне кӗнӗ (Дан. 3:95).
Нумай ӗмӗр хушши чӑн христиансем Иеговӑна, хӑйсен Чи аслӑ пуҫлӑхне, шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен, ирӗклӗхсӗр те тӑрса юлма хатӗр пулнӑ. Иеговӑн ҫак пӗр айӑпсӑр ӗҫлекенӗсем пире виҫӗ еврее — Седраха, Мисаха тата Авденагӑна — аса илтереҫҫӗ. Вӗсене, Чи аслӑ пуҫлӑхран тунма килӗшменрен, хутса хӗртнӗ кӑмакана пӑрахнӑ. Иегова вара ҫав виҫӗ ҫамрӑка ҫӑлнӑ. Давид патша Турӑ умӗнче мӗншӗн айӑпсӑр пулмалли пирки ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа халӑхсене сут тӑвать. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, тӳрӗлӗхӗме кура, айӑпӑм ҫуккине кура сут ту мана» (Пс. 7:9). Тепӗр Псаломра вӑл: «Айӑпсӑр пулни, тӳрӗ пулни сыхлатӑр мана»,— тенӗ (Пс. 24:21). Иеговӑна шанчӑклӑ юлнинчен тата ӑна чунтан парӑннинчен лайӑхраххи мӗн пултӑр?! Ҫапла пурӑнсан пирӗн туйӑмсем Псалом юрлаканӑнни пекех пулӗҫ. Вӑл: «Ҫул ҫинче айӑпа кӗменнисем, Ҫӳлхуҫа саккунӗпе ҫӳрекеннисем телейлӗ»,— тенӗ (Пс. 118:1). w22.10 17 с., 18, 19 абз.