Ытларикун, июлӗн 23-мӗшӗ
Хӑйсен Туррисӗр пуҫне урӑх турра пуҫҫапма килӗшмесӗр, хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр вут-ҫулӑм ӑшне кӗнӗ (Дан. 3:95).
Нумай ӗмӗр хушши чӑн христиансем Иеговӑна, хӑйсен Чи аслӑ пуҫлӑхне, шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен, ирӗклӗхсӗр те тӑрса юлма хатӗр пулнӑ. Иеговӑн ҫак пӗр айӑпсӑр ӗҫлекенӗсем пире виҫӗ еврее — Седраха, Мисаха тата Авденагӑна — аса илтереҫҫӗ. Вӗсене, Чи аслӑ пуҫлӑхран тунма килӗшменрен, хутса хӗртнӗ кӑмакана пӑрахнӑ. Иегова вара ҫав виҫӗ ҫамрӑка ҫӑлнӑ. Давид патша Турӑ умӗнче мӗншӗн айӑпсӑр пулмалли пирки ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа халӑхсене сут тӑвать. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, тӳрӗлӗхӗме кура, айӑпӑм ҫуккине кура сут ту мана» (Пс. 7:9). Тепӗр Псаломра вӑл: «Айӑпсӑр пулни, тӳрӗ пулни сыхлатӑр мана»,— тенӗ (Пс. 24:21). Иеговӑна шанчӑклӑ юлнинчен тата ӑна чунтан парӑннинчен лайӑхраххи мӗн пултӑр?! Ҫапла пурӑнсан пирӗн туйӑмсем Псалом юрлаканӑнни пекех пулӗҫ. Вӑл: «Ҫул ҫинче айӑпа кӗменнисем, Ҫӳлхуҫа саккунӗпе ҫӳрекеннисем телейлӗ»,— тенӗ (Пс. 118:1). w22.10 17 с., 18, 19 абз.
Юнкун, июлӗн 24-мӗшӗ
Туррӑн куҫа курӑнман лайӑх енӗсене... вӑл тунӑ япаласене тӗпчесе пӗлме пултаратпӑр (Рим 1:20).
Пурнӑҫӗ тӑршшӗпе Иов нумай ҫынпа калаҫнӑ. Анчах та пӗр калаҫу ун чӗрине уйрӑмах пырса тивнӗ. Вӑл Иегова Турӑпа калаҫнӑ. Иегова хӑй тунӑ хӑш-пӗр тӗлӗнмелле япаласем ҫине тимлеттернӗ ӑна. Ҫавна пула Иов Иегова мӗн тери ӑслӑ пулнине курма тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшма пултарасса хытӑрах шанма пултарнӑ. Сӑмахран, Иегова хӑй тунӑ чӗрчунсемшӗн тӑрӑшнине аса илтерсе Иова мӗн кирлине пама пултаратӑп тесе шантарнӑ (Иов 38:39—41; 39:1, 5, 13—16). Иеговӑн пултарнийӗсем ҫинчен шухӑшланӑ хыҫҫӑн Иов хӑйӗн Туррин лайӑх енӗсем ҫинчен ытларах пӗлнӗ. Эпир те хамӑр Турра лайӑхрах пӗлес тесе вӑл тунӑ япаласене сӑнама пултаратпӑр. Анчах та ҫакна тума хӑш чухне ҫӑмӑлах мар. Сӑмахран, пысӑк хулара Иегова тунӑ япаласем курӑнмасан та пултараҫҫӗ. Ялта пурӑнакансем те тавралӑха сӑнама хӑш-пӗр чухне вӑхӑт тупаймаҫҫӗ. Анчах та пирӗн Иегова пултарнисене сӑнамашкӑн вӑхӑт уйӑрмалла тата вӑй хумалла. w23.03 15 с., 1, 2 абз.
Кӗҫнерникун, июлӗн 25-мӗшӗ
Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать (Ытар. 22:3).
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗтес вӑхӑт ҫитиччен «питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем» тата урӑх инкексем пулӗҫ тенӗ (Лука 21:11). Вӑл «усал ӗҫсем хушӑнса» пырӗҫ тесе те каланӑ (Матф. 24:12). Ҫавна эпир хальхи вӑхӑтра хамӑр куҫпах куратпӑр. Эпир преступленисем, пусмӑр тата террактсем ҫинчен пӗрмаях илтетпӗр. Иисус ҫаксем Иегова ырламан ҫынсене ҫеҫ пырса тивӗҫ тесе нихӑҫан та каламан. Тӗрӗссипе каласан, Туррӑн нумай шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ хӗн-хур тӳсет (Ис. 57:1; 2 Кор. 11:25). Иегова пире тӗлӗнмелле майпа хӑтармасан та пултарать, анчах та вӑл хамӑра чӗрере канӑҫлӑх туйма пулӑшатех. Маларах хатӗрленсен пире ҫивӗч лару-тӑрура хамӑра лӑпкӑ туйма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Анчах та ҫапла хатӗрленни эпир Иеговӑна ӗненсех кайманнине пӗлтерет-и? Паллах, ҫук. Тӗрӗссипе каласан, маларах хатӗрленсен эпир Иегова хамӑршӑн тӑрӑшма пултарассине ӗненнине кӑтартатпӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Турӑ Сӑмахӗ пире инкек пулса тухиччен хатӗрленме хушать. w22.12 18 с., 9, 10 абз.