Еврейсем
9 Малтанхи килӗшӗвӗн Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ законсем тата ӑна пуҫҫапмалли ҫӗр ҫинчи чатӑр пулнӑ. 2 Ҫав чатӑрта икӗ пӳлӗм пулнӑ. Малти пӳлӗмре ҫутаткӑҫ, сӗтел тата сӑваплӑ ҫӑкӑр* пулнӑ, ҫав пӳлӗме Сӑваплӑ пӳлӗм тенӗ. 3 Иккӗмӗш чаршав хыҫӗнче вара Сӑваплӑран сӑваплӑ текен пӳлӗм пулнӑ. 4 Унта ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли савӑт тата пӗтӗмпех ылтӑнпа витнӗ килӗшӳ ковчегӗ пулнӑ. Ҫав ковчегра манна тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫеҫке ҫурнӑ туйи тата Турӑ законӗсене ҫырнӑ чул хӑмасем* пулнӑ. 5 Ковчег ҫинче мухтавлӑ херувимсен кӗлеткисем пулнӑ, вӗсен мӗлки ковчегӑн мирлешӳ хупӑлчи* ҫине ӳкнӗ. Анчах та халӗ ҫаксем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа памалли вӑхӑт мар.
6 Ҫаксене пурне те ҫапла тунӑранпа священниксем кашни кун хӑйсен ӗҫне тӑвас тесе чатӑрӑн малти пӳлӗмне кӗреҫҫӗ. 7 Анчах та тепӗр пӳлӗмне ҫулталӑкра пӗрре чи аслӑ священник ҫеҫ кӗрет. Вӑл унта яланах юнпа кӗрет, ҫав юна хӑйӗншӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн парнене кӳрет. 8 Ҫапла майпа святой сывлӑш акӑ мӗн уҫҫӑн кӑтартса парать: малтанхи чатӑр пулнӑ чухне сӑваплӑ* вырӑна илсе каякан ҫул уҫӑлман пулнӑ-ха. 9 Ҫак чатӑр хальхине сӑнарласа парать. Турра халӗ те пуснӑ парнесемпе ытти парнесем кӳрсе тӑраҫҫӗ, анчах та вӗсем Турра пуҫҫапаканӑн совеҫне пӗтӗмпех тасатма пултараймаҫҫӗ. 10 Вӗсем ҫимеллипе, ӗҫмеллипе тата тасалмалли йӑла-йӗркепе* ҫеҫ ҫыхӑннӑ. Ҫаксене пурне те закон тума хушнӑ, вӗсем кӗлеткепе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Пӗтӗмпех тӳрлетес вӑхӑт ҫитиччен вӗсене туса тӑмалла пулнӑ.
11 Ҫапах та Христос, пиллӗхсем илсе килекен чи аслӑ священник пек килсен (эпир ҫав пиллӗхсене илтӗмӗр те ӗнтӗ), алӑпа туман, ҫӗр ҫинче лартман аслӑрах та чылай лайӑхрах чатӑра кӗнӗ. 12 Вӑл сӑваплӑ вырӑна качакасемпе ҫамрӑк вӑкӑрсен юнӗпе кӗмен, хӑйӗн юнӗпе кӗнӗ. Ҫакна вӑл пӗрре тата яланлӑхах туса пире ӗмӗрлӗхех хӑтарнӑ*. 13 Енчен те качакасемпе вӑкӑрсен юнне сирпӗтни тата ӗнен кӗлне сапни ирсӗрленнисене сӑваплӑ тӑвать пулсан тата вӗсене Турӑ умӗнче таса тӑвать пулсан, 14 Христосӑн юнӗ — ӗмӗрлӗх сывлӑш витӗм кӳнипе хӑйне Турра пӗр кӑлтӑксӑр парне пек кӳнӗскерӗн юнӗ — мӗн тери хӑватлӑ! Унӑн юнӗ пирӗн совеҫе усӑсӑр* ӗҫсенчен тасатать, ҫавна пула эпир чӗрӗ Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр.
15 Акӑ мӗншӗн вӑл — ҫӗнӗ килӗшӗве тума пулӑшакан*. Вӑл ҫав килӗшӗве тума пулӑшакан пулса тӑнине пула, чӗнсе илнисене ӗмӗрлӗх еткер илесси пирки сӑмах пама пултарнӑ. Ҫакӑ пурте вӑл вӗсене хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе илсе малтанхи килӗшӳ пулнӑ чухне тунӑ ҫылӑхӗсенчен ирӗке кӑларнине пула пулма пултарнӑ. 16 Килӗшӳ тӑваҫҫӗ пулсан, килӗшӳ тӑвакан ҫыннӑн вилмелле, 17 мӗншӗн тесен вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ килӗшӳ вӑя кӗрет. Килӗшӳ тӑвакан ҫын чӗрӗ пулнӑ чухне вара килӗшӳ вӑя кӗмен пулать. 18 Ҫавӑнпа малтанхи килӗшӗве те юн тӑкмасӑр вӑя кӗртмен. 19 Моисей, законри пӗтӗм заповеде халӑха пӗлтерсен, качакасемпе ҫамрӑк вӑкӑрсен юнне, шыв, хӗрлӗ ҫӑм тата иссо́п* илнӗ те килӗшӳ кӗнеки* ҫине те, пӗтӗм халӑх ҫине те сирпӗтсе 20 каланӑ: «Ҫакӑ килӗшӗвӗн юнӗ, Турӑ сире ҫав килӗшӗве тытса тӑма хушнӑ». 21 Ҫавӑн пекех вӑл чатӑр ҫине тата Турра пуҫҫапнӑ чухне усӑ куракан пур савӑт ҫине те юн сирпӗтнӗ. 22 Закон тӑрӑх пурте тенӗ пекех юнпа тасалать, юн тӑкмасӑр каҫару пулмасть.
23 Ҫавӑнпа та тӳперине сӑнарласа параканнин выльӑхсен юнӗпе тасалмалла пулнӑ, тӳпери валли вара тата лайӑхрах парнесем кирлӗ. 24 Мӗншӗн тесен Христос алӑпа тунӑ сӑваплӑ вырӑна, чӑнни евӗрлӗ тунӑ вырӑна, кӗмен, вӑл пирӗншӗн Турӑ умне тӑрас тесе тӳпенех кӗнӗ. 25 Чи аслӑ священник сӑваплӑ вырӑна ҫулран-ҫул хӑйӗн юнӗпе мар, выльӑх юнӗпе кӗрет. Анчах та Христосӑн хӑйне нумай хутчен парнене кӳмелле мар. 26 Унсӑрӑн унӑн тӗнчен никӗсне хывнӑранпах нумай хутчен асап тӳсмелле пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та халӗ, ҫак вӑхӑтӑн вӗҫӗнче*, вӑл хӑйне парнене кӳрсе ҫылӑха пӗтермешкӗн пӗрре анчах килнӗ. 27 Ҫынсем пӗрре анчах вилеҫҫӗ, кайран вара вӗсене суд кӗтет. 28 Ҫавнашкалах Христос та нумайӑшӗн ҫылӑхне илсе каяс тесе хӑйне пӗрре тата яланлӑхах парнене кӳнӗ. Иккӗмӗш хут килнӗ чухне вӑл ҫылӑха пӗтерме килмӗ. Ҫӑлӑнас тесе ӑна чӑтӑмсӑррӑн кӗтекеннисем ун чухне ӑна курӗҫ.