Юнкун, сентябрӗн 9-мӗшӗ
Сӑваплӑ Ҫырӑва пӗтӗмпех Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ, вӑл усӑллӑ (2 Тим. 3:16).
Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пурне те сӑнарлӑ апат парса тӑрать, ертсе пырать тата хӳтӗлет. Акӑ Иегова ҫынна камне кура уйӑрманнине кӑтартакан пӗр тӗслӗх. Паян ҫынсем кирек ӑҫта пурӑнсан та Библи вулама пултараҫҫӗ. Малтанах ӑна виҫӗ чӗлхепе — еврей, арамей тата грек чӗлхипе — ҫырнӑ пулнӑ. Ҫав чӗлхесемпе Библи вулакан ҫынсен Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусем ҫывӑхрах теме пулать-и? Паллах, ҫук (Матф. 11:25). Авалхи чӗлхесене пӗлмесен те, пирӗн аслӑ пӗлӳ ҫук пулсан та, эпир Иеговӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр. Библие ӑнланас тесен профессор пулмалла мар. Иегова хӑйӗн Сӑмахне пин-пин чӗлхе ҫине куҫарччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та пӗтӗм тӗнчери ҫынсем Турра лайӑхрах пӗлме тата унӑн канашӗсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ (2 Тим. 3:16, 17). w24.06 6—7 с., 13—15 абз.
Кӗҫнерникун, сентябрӗн 10-мӗшӗ
Иерусалима... аркатса пӗтересси ҫывӑх (Лука 21:20).
Иисус малтанах каласа хунӑ пысӑк хӗн-асап тата Иерусалима аркатас вӑхӑт ҫывхарса пынӑ. Пухури тӑвансем юлнӑ вӑхӑтпа усӑ курса хатӗрленме пултарнӑ. Ҫав христиансен ӗненӗве тата чӑтӑмлӑха аталантармалла пулнӑ (Евр. 10:25; 12:1, 2). Пире пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем тӳснӗ асапран та пысӑкрах хӗн-асап кӗтет (Матф. 24:21; Ӳлӗм. 16:14, 16). Ҫавӑнпа та Иегова Иудейӑри христиансене панӑ канашсем пире те мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Тӗслӗхрен, Павел апостол хӑйӗн ҫырӑвӗнче тӑвансене Турӑ Сӑмахне тарӑнрах тӗпчеме хавхалантарнӑ (Евр. 5:14—6:1). Еврей Ҫырӑвӗсемпе усӑ курса вӑл христиан тӗнӗ иудаизм тӗнӗнчен хӑш тӗлӗшрен ирттернине ӑнлантарса панӑ. Павел христиансем ытларах пӗлӳ илччӗр тата чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланччӑр тенӗ. Ҫакӑ вӗсене суя вӗрентӳсене уйӑрса илсе вӗсене сирсе яма пулӑшнӑ пулӗччӗ. w24.09 8—9 с., 2, 3 абз; 10 с., 6 абз.
Эрнекун, сентябрӗн 11-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫа чӑнах та чӗрӗлсе тӑнӑ (Лука 24:34).
Иисусӑн вӗренекенӗсене хавхалантарни кирлӗ пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем Иисус хыҫҫӑн каяс тесе килӗсене, тӑванӗсене тата ӗҫне хӑварнӑ (Матф. 19:27). Теприсене вара хӑйсем мӗне ӗненнишӗн хӗсӗрленӗ е вӗсем тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ (Иоанн 9:22). Вӗсем Иисус пама пулнӑ Мессия пулнине ӗненнӗ, ҫавӑнпа та ҫавна веҫех тӳсме хатӗр пулнӑ (Матф. 16:16). Анчах та, Иисуса вӗлерсен, вӗренекенсен ӗмӗчӗ татӑлнӑ та вӗсем хуйха ӳкнӗ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен ӗненӗвӗ хавшанӑ тесе шутламан. Вӗсем хӑй вилнишӗн хуйхӑрнине вӑл ӑнланнӑ, ҫавӑнпа чӗрӗлсе тӑнӑ кунах хӑйӗн тусӗсене йӑпатма васканӑ. Тӗслӗхрен, вӑл хӑйӗн тупӑклӑхӗ умӗнче макӑрса тӑракан Мария Магдалинӑна курӑннӑ (Иоанн 20:11, 16). Тата вӑл Эммауса утнӑ икӗ вӗренекенӗпе, унсӑр пуҫне, Пётр апостолпа та калаҫса илнӗ. w24.10 13 с., 5, 6 абз.