Апостолсен ӗҫӗсем
13 Антиохири пухура ҫакӑн пек пророксемпе вӗрентекенсем пулнӑ: Варна́ва, Ниге́р текен Симео́н, Кире́на ҫынни Лу́ций, И́род пуҫлӑхпа* пӗрле вӗреннӗ Манаи́н тата Савл. 2 Вӗсем Иеговӑшӑн* ӗҫленӗ чухне тата типӗ тытнӑ чухне святой сывлӑш вӗсене каланӑ: «Ман валли Варнавӑпа Савла уйӑрӑр, эпӗ вӗсене пӗр ӗҫ тума суйласа илтӗм». 3 Типӗ тытнӑ тата кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗсем Варнавӑпа Савл ҫине ал хунӑ та вӗсене янӑ.
4 Ҫак арҫынсем, святой сывлӑш янӑскерсем, Селевкийӑна ҫитнӗ, унтан карап ҫине ларса Кипра кайнӑ. 5 Саламина ҫитсен вӗсем Туррӑн сӑмахне еврейсен синагогисенче пӗлтерме пуҫланӑ. Вӗсемпе пӗрле Иоанн та пулнӑ, вӑл вӗсене пулӑшса тӑнӑ.
6 Пӗтӗм утрава утса тухсан вӗсем Пафоса ҫитнӗ. Унта вӗсем Бар-Иисус ятлӑ еврея тӗл пулнӑ. Вӑл тухатмӑш тата суя пророк пулнӑ. 7 Вӑл Се́ргий Павел проко́нсулшӑн* ӗҫлесе тӑнӑ. Се́ргий Павел ӑслӑ ҫын пулнӑ. Туррӑн сӑмахне питӗ илтесшӗн пулнӑран вӑл хӑй патне Варнавӑпа Павела чӗнсе илнӗ. 8 Анчах та ҫав тухатмӑш, ҫавӑн пекех Эли́ма текенскер (ҫак ят «тухатмӑш» тесе куҫарӑнать), проконсула Ҫӳлхуҫана ӗненме парас мар тесе, вӗсене чӑрмантарма пуҫланӑ. 9 Вара Савл (ӑна тата Павел тесе те чӗннӗ), святой сывлӑшпа тулса, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та 10 каланӑ: «Шуйттан* ывӑлӗ, пӗтӗм тӳрӗлӗхӗн тӑшманӗ! Санӑн чӗрӳ темӗн тӗрлӗ ултавпа тата усаллӑхпа тулнӑ! Иеговӑн* тӳрӗ ҫулӗсене эсӗ хӑҫан пӑсма чарӑнӑн? 11 Иегова* сана наказани парӗ: эсӗ суккӑр пулӑн та пӗр вӑхӑт ҫутӑ кураймӑн». Ҫав самантрах унӑн куҫӗ тӗтреллӗ курма пуҫланӑ, пӗтӗмпех уншӑн тӗттӗм пулса тӑнӑ. Вара вӑл хӑйне ҫавӑтса кайма ҫын шырама тытӑннӑ. 12 Проко́нсул мӗн пулса иртнине курсан Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ, мӗншӗн тесен ӑна Иеговӑн* вӗрентӗвӗ тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ.
13 Павел тата унпа пӗрле ҫӳрекенсем Пафосран ишсе кайсан Памфи́ли ҫӗрӗнчи Пергие ҫитнӗ. Анчах Иоанн вӗсене хӑварнӑ та Иерусалима таврӑннӑ. 14 Вӗсем вара Пергирен тухса Писидири Антиохие ҫитнӗ. Шӑматкун вӗсем синагогӑна кӗрсе ларнӑ. 15 Моисей законне тата пророксен кӗнекисене вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсене ҫын урлӑ ҫапла пӗлтернӗ: «Тӑвансем, сирӗн пире хавхалантаракан сӑмах пур пулсан, калӑр». 16 Вара Павел тӑнӑ та аллипе паллӑ кӑтартса халӑха шӑпланма ыйтнӑ, унтан каланӑ:
«Израиль ҫыннисем тата эсир те, Турӑран хӑракансем, итлӗр. 17 Израиль халӑхӗн Турри пирӗн мӑн асаттесене суйласа илнӗ, вӗсем Египет ҫӗрӗнче ют ҫынсем пек пурӑннӑ чухне вӗсене вӑйлӑ халӑх тунӑ, хӑйӗн хӑватлӑ аллипе вӗсене унтан илсе тухнӑ. 18 Вӑл 40 ҫула яхӑн пушхирте вӗсемпе тӳсӗмлӗ пулнӑ. 19 Ханаанри ҫичӗ халӑха тӗп тунӑ хыҫҫӑн вӑл вӗсен ҫӗрне пирӗн мӑн асаттесене еткерлӗхе панӑ. 20 Ҫапла 450 ҫула яхӑн иртсе кайнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вӗсене Самуи́л пророк таранчченех судьясем парса тӑнӑ. 21 Унтан вӗсем хӑйсем валли патша ыйтнӑ. Турӑ вӗсене Вениамин йӑхӗнчи Кис ывӑлне, Саула, панӑ. Сау́л 40 ҫул патшара ларнӑ. 22 Вӑл Саула сирсе ярсан вӗсене Давид патшана панӑ. Вӑл ун пирки ҫапла каланӑ: „Эпӗ хамӑн кӑмӑла каякан ҫынна, Иессе́й ывӑлне Давида, тупрӑм. Вӑл манӑн ирӗке пурнӑҫлӗ“. 23 Турӑ, хӑйӗн сӑмахне тытса, Давид тӑхӑмӗнченех Израиль валли ҫӑлакана, Иисуса, панӑ. 24 Иисус киличчен Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ӳкӗннине кӑтартса шыва кӗмелле тесе пӗлтерсе ҫӳренӗ. 25 Иоанн хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне вӗҫленӗ чухне ҫакӑн пек каланӑ: „Эсир мана кам тесе шутлатӑр? Эпӗ — эсир кӗтекенни мар. Вӑл ман хыҫҫӑн килет, эпӗ унӑн сандалине хывма та тивӗҫлӗ мар“.
26 Тӑвансем, Авраа́м йӑхӗнчи ҫынсем тата эсир те, Турӑран хӑракансем, ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен калакан ҫак хыпара пире валли янӑ. 27 Анчах Иерусалимра пурӑнакансем тата вӗсен пуҫлӑхӗсем ӑна* йышӑнмарӗҫ. Вӗсем ӑна суд турӗҫ, ҫапла майпа пророксен кашни шӑматкун сасӑпа вулакан сӑмахӗсене пурнӑҫларӗҫ. 28 Вӗсем ӑна вӗлерме сӑлтав тупаймарӗҫ пулин те, Пилата ӑна вӗлерттерме ыйтрӗҫ. 29 Кайран вара, ун ҫинчен мӗн ҫырни пӗтӗмпех пурнӑҫлансан, ӑна юпа* ҫинчен антарчӗҫ те тупӑклӑха хучӗҫ. 30 Анчах Турӑ ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, 31 вара вӑл нумай кун хушши хӑйпе пӗрле Галилейӑран Иерусалима пынӑ вӗренекенӗсене курӑннӑ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем ун ҫинчен ҫынсене каласа кӑтартаҫҫӗ.
32 Эпир сире ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр: Турӑ пирӗн мӑн асаттесене панӑ сӑмахне 33 пирӗншӗн, вӗсен ачисемшӗн, Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, пӗтӗмпех пурнӑҫларӗ. Иккӗмӗш псаломра та ҫапла ҫырнӑ: „Эсӗ — манӑн ывӑлӑм, паян эпӗ санӑн аҫу пулса тӑтӑм“. 34 Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратасси ҫинчен тата нихӑҫан та ҫӗрсе кайма парас ҫукки ҫинчен вара Турӑ ҫапла каланӑ: „Давида сӑмах панӑ пек, эпӗ сире чунтан парӑнса юратӑп. Эпӗ ӑна панӑ сӑмах шанӑҫа тивӗҫлӗ“. 35 Ҫавӑнпа тепӗр псаломра та ҫапла каланӑ: „Эсӗ хӑвна чунтан парӑннӑскере ҫӗрсе кайма памӑн“. 36 Давид хӑйӗн пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Турӑшӑн ӗҫленӗ*, унтан вӑл вилнӗ, ӑна мӑн аслашшӗсемпе пӗрле пытарнӑ, вӑл ҫӗрсе кайнӑ. 37 Анчах кама Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫавӑ ҫӗрсе кайман.
38 Ҫавӑнпа та, тӑвансем, ҫакна пӗлсе тӑрӑр: ҫылӑхсем ун урлӑ каҫарӑнаҫҫӗ, ҫакӑн ҫинчен эпир сире пӗлтеретпӗр те. 39 Эсир Моисей законӗ урлӑ пур тӗлӗшпе те айӑпсӑр пулса тӑраймарӑр, ҫав ҫынна пула вара Турӑ ӗненекене кирек кама та пур тӗлӗшпе те айӑпсӑр тет. 40 Асӑрханӑр, пророксен кӗнекисенче мӗн калани сирӗнпе пулса ан тухтӑр, унта ҫапла каланӑ: 41 „Мӑшкӑлҫӑсем, эпӗ мӗн тунине курса тӗлӗнӗр те ҫухалӑр, мӗншӗн тесен эпӗ сирӗн ӗмӗрте мӗн тунине, сире ҫакӑн ҫинчен кам та пулин тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас пулсан та, эсир нихӑҫан та ӗненмӗр“».
42 Павелпа Варна́ва синагогӑран тухнӑ чухне ҫынсем вӗсене тепӗр шӑматкун та ҫавӑн ҫинченех каласа пама ыйтнӑ. 43 Синагогӑра пуху вӗҫленсен, еврейсенчен тата Турра пуҫҫапакан прозелитсенчен* нумайӑшӗ Павелпа Варна́ва хыҫҫӑн кайнӑ. Павелпа Варна́ва вара вӗсене малалла та Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне тивӗҫлӗ пулма хавхалантарнӑ.
44 Тепӗр шӑматкун пӗтӗм хула тенӗ пекех Иеговӑн* сӑмахне итлеме пуҫтарӑннӑ. 45 Еврейсем ҫавӑн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннине курсан питех те кӗвӗҫме пуҫланӑ, вара вӗсем Павела хирӗҫлеме тата ӑна хӑртма тытӑннӑ. 46 Павелпа Варна́ва вара вӗсене хӑюллӑн ҫапла каланӑ: «Пирӗн Турӑ сӑмахне малтан сире пӗлтермеллеччӗ, анчах эсир ӑна сирсе яратӑр пулсан тата хӑвӑра ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илме тивӗҫлӗ мар тесе шутлатӑр пулсан, эпир урӑх халӑх ҫыннисем патне каятпӑр. 47 Мӗншӗн тесен Иегова* пире ҫапла каларӗ: „Санӑн ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех ҫӑлӑнӑҫ илсе ҫитермелле пултӑр тесе эпӗ сана халӑхсемшӗн ҫутӑ турӑм“».
48 Урӑх халӑх ҫыннисем ҫакна илтсен савӑнма тата Иеговӑн* сӑмахне мухтама пуҫланӑ, вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан чӑнлӑха йышӑнма хатӗррисем пурте Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ. 49 Иеговӑн* сӑмахӗ ҫав таврари пур ҫӗре те сарӑлнӑ. 50 Анчах та еврейсем, Турӑран хӑракан паллӑ хӗрарӑмсене тата хулари ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Павелпа Варнавӑна хирӗҫ тӑма хӗтӗртсе, вӗсене хӗсӗрлеме пуҫланӑ, вара хуларан хӑваласа кӑларса янӑ. 51 Павелпа Варна́ва урисем ҫинчи тусана силлесе хӑварнӑ* та Иконие кайнӑ. 52 Вӗренекенсем вара савӑнӑҫпа тата святой сывлӑшпа тулнӑ.