Матфей
12 Пӗррехинче шӑматкун Иисус тырӑ пуссипе утса пынӑ. Унӑн вӗренекенӗсем выҫса ҫитнӗрен тырӑ пучахӗсене татса ҫиме пуҫланӑ. 2 Фарисейсем ҫакна курсан ӑна каланӑ: «Пӑх-ха, санӑн вӗренекенӳсем шӑматкун тума юраманнине тӑваҫҫӗ». 3 Вӑл вӗсене каланӑ: «Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем выҫса ҫитнӗ чухне вӑл мӗн туни ҫинчен эсир вуламан-им? 4 Вӑл Турӑ ҫуртне кӗнӗ, вара вӗсем сӑваплӑ ҫӑкӑра* ҫинӗ. Ҫав ҫӑкӑра унӑн та, унӑн ҫыннисен те ҫиме юраман, священниксен анчах ҫиме юранӑ. 5 Священниксем те, шӑматкун храмра ӗҫлеҫҫӗ пулин те, шӑматкун ҫинчен калакан закона пӑснишӗн айӑплӑ пулса тӑмаҫҫӗ. Эсир ҫакӑн ҫинчен законра вуламан-им? 6 Анчах калатӑп сире: кунта храмран та аслӑраххи пур. 7 Енчен те эсир „Мана парне кирлӗ мар, хӗрхенни кирлӗ“ тени мӗне пӗлтернине ӑнланнӑ пулсан, айӑпсӑррисене айӑпламан пулӑттӑр. 8 Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ — шӑматкун Хуҫи».
9 Унтан кайсан вӑл синагогӑна пынӑ. 10 Унта хӑрнӑ алӑллӑ ҫын* пулнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе унран: «Шӑматкун чиртен сыватма юрать-и?» — тесе ыйтнӑ. 11 Вӑл вӗсене каланӑ: «Сирӗн пӗртен-пӗр сурӑх шӑматкун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, эсир ӑна туртса кӑларман пулӑттӑр-и? 12 Ҫын сурӑхран мӗн тери хаклӑрах! Эппин, шӑматкун ырӑ ӗҫ тума юрать». 13 Унтан вӑл ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс». Лешӗ тӑснӑ, вара унӑн алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ. 14 Ҫавӑн хыҫҫӑн фарисейсем тухнӑ та Иисуса вӗлерме кавар тунӑ. 15 Ҫакна пӗлсен Иисус унтан кайнӑ. Нумайӑшӗ ун хыҫҫӑн пынӑ, вӑл вара вӗсене пурне те сыватнӑ. 16 Анчах вӑл вӗсене хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хытарсах чарнӑ. 17 Ҫапла Иса́ия пророк урлӑ Турӑ каланӑ ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнӑ:
18 «Акӑ эпӗ суйласа илнӗ ӗҫлекен, эпӗ ӑна юрататӑп тата ырлатӑп. Эпӗ ӑна хамӑн сывлӑша парӑп, вӑл вара халӑхсене тӗрӗслӗх мӗн иккенне кӑтартса парӗ. 19 Вӑл тавлашса, кӑшкӑрашса ҫӳремӗ, тӗп урамсенче унӑн сассине никам та илтмӗ. 20 Тӗрӗсмарлӑха ҫӗнтериччен вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, сӳнме пуҫланӑ ҫутаткӑҫа та сӳнтермӗ. 21 Ун ҫине* халӑхсем шанса тӑрӗҫ».
22 Пӗррехинче Иисус патне демон ярса илнӗ ҫынна илсе пынӑ, вӑл суккӑр та чӗлхесӗр пулнӑ. Иисус ӑна сыватнӑ, вара вӑл калаҫма тата курма пуҫланӑ. 23 Пӗтӗм халӑх шалт тӗлӗнсе кайса: «Ку Давид Ывӑлӗ мар-ши?» — теме тытӑннӑ. 24 Ҫакна илтсен фарисейсем каланӑ: «Демонсене вӑл Веельзеву́лӑн*, демонсен пуҫлӑхӗн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать». 25 Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе вӗсене каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хӑй хушшинче хирӗҫсе пайланса кайсан арканӗ. Кирек мӗнле хула та е кил те хӑй хушшинче хирӗҫсе пайланса кайсан тытӑнса тӑраймӗ. 26 Ҫавӑн евӗрлех Шуйттан Шуйттана хӑваласа кӑларать пулсан, вӑл хӑйпе хӑй хирӗҫет. Апла пулсан, епле-ха унӑн патшалӑхӗ тытӑнса тӑрайӗ? 27 Эпӗ демонсене Веельзеву́лӑн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, апла сирӗн вӗренекенсем вӗсене кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ? Акӑ мӗншӗн вӗсемех сире суд тӑвӗҫ. 28 Енчен те эпӗ демонсене Турӑ сывлӑшӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, сирӗн пата Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать, эсир вара ҫавна ӑнланмарӑр та. 29 Вӑйлӑ ҫынна малтан ҫыхса пӑрахмасӑр кам унӑн ҫуртне кӗрсе ҫаратса тухма пултарӗ? Ӑна ҫыхса пӑрахсан ҫеҫ ҫавна тума пулать. 30 Кам ман майлӑ мар, ҫавӑ мана хирӗҫ. Кам манпа пухмасть, ҫавӑ салатса пӗтерет.
31 Ҫавӑнпа калатӑп сире: ҫынсен кирек мӗнле ҫылӑхӗ те, хурласа калаҫни те каҫарӑнӗ, анчах Турӑ сывлӑшӗ ҫинчен хурласа калаҫни каҫарӑнмӗ. 32 Кам Этем Ывӑлне хирӗҫ калаҫать, ҫавна каҫарӗҫ. Анчах кам святой сывлӑша хирӗҫ калаҫать, ӑна халӗ те, пуласлӑхра* та каҫармӗҫ.
33 Сирӗн йывӑҫ лайӑх пулсан, унӑн ҫимӗҫӗ те лайӑх пулать. Анчах та вӑл начар пулсан, унӑн ҫимӗҫӗ те начар пулать. Йывӑҫ мӗнлерех пулни унӑн ҫимӗҫӗнчен курӑнать. 34 Ҫӗлен ҫурисем, хӑвӑр усал пулсан, мӗнле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Ҫыннӑн чӗри мӗнпе тулнӑ, вӑл ҫавӑн ҫинчен калаҫать. 35 Ырӑ ҫын ырри ҫинчен калаҫать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн чӗринче ыррине упрать. Усал ҫын усалли ҫинчен калаҫать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн чӗринче усаллине упрать. 36 Калатӑп сире: ҫынсем хӑйсем каланӑ кашни пуш сӑмахшӑн Суд кунӗнче явап тытӗҫ. 37 Хӑв каланӑ сӑмахсемшӗн Турӑ сана е тӳрре кӑларӗ, е айӑплӗ».
38 Вара хӑш-пӗр фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем ӑна каланӑ: «Вӗрентекен, эпир санран мӗнле те пулин паллӑ курасшӑн». 39 Иисус вӗсене каланӑ: «Усал та Турра шанчӑксӑр* ӑру хӑйне паллӑ кӑтартма ыйтсах тӑрать. Анчах ӑна Ио́на пророк паллисӗр пуҫне урӑх нимӗнле паллӑ та кӑтартмӗҫ. 40 Ио́на пысӑк пулӑ ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пекех, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр ӑшӗнче виҫӗ кун та, виҫӗ каҫ пулӗ. 41 Суд кунӗнче Нине́ви ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Ио́на каланӑ хыпара илтсен ӳкӗннӗ. Кунта вара Ионӑран та аслӑраххи пур. 42 Суд кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша ҫак ӑрупа пӗрле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ те ӑна айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломонӑн ӑслӑ сӑмахӗсене илтес тесе инҫетрен килнӗ пулнӑ. Кунта вара Соломонран та аслӑраххи пур.
43 Усал сывлӑш, ҫын ӑшӗнчен тухсан, шывсӑр вырӑнсенче ҫӳресе канмалли вырӑн шырать, анчах тупаймасть. 44 Вара вӑл ҫапла калать: „Хам тухнӑ килех каялла таврӑнам“. Таврӑнсассӑн, килне никам та йышӑнманнине, ӑна шӑлса тасатнине, илемлетнине курать. 45 Унтан вӑл каять те хӑйӗнчен усалрах ҫичӗ усал сывлӑша ертсе килет. Вӗсем унта кӗреҫҫӗ те пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать. Ҫак усал ӑрупа та ҫаплах пулӗ».
46 Иисус халӑхпа калаҫнӑ вӑхӑтра унӑн амӑшӗпе шӑллӗсем пынӑ та унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ. 47 Пӗр ҫын Иисуса каланӑ: «Тулта санӑн аннӳпе шӑллусем тӑраҫҫӗ. Вӗсем санпа калаҫасшӑн». 48 Вара Иисус ҫав ҫынна: «Кам манӑн анне? Камсем манӑн шӑллӑмсем?» — тенӗ те 49 хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине аллипе кӑтартса каланӑ: «Акӑ манӑн анне, акӑ манӑн шӑллӑмсемпе пиччесем! 50 Кам манӑн ҫӳлти Аттен ирӗкне туса тӑрать, ҫавӑ манӑн пичче-шӑллӑм та, аппа-йӑмӑк та, анне те пулать».