Марк
14 Тепӗр икӗ кунтан Пасха уявӗ тата Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ пулмалла пулнӑ. Аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем Иисуса чеелӗхпе ярса тытса вӗлерме май шыранӑ. 2 Анчах вӗсем: «Ҫакна уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар, халӑх пӑлханма пултарӗ», — тенӗ.
3 Иисус Вифанире, унччен тилҫе чирӗпе чирленӗ Си́мон килӗнче, апат ҫинӗ чухне унта пӗр хӗрарӑм алебастр савӑтпа ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, питӗ хаклӑ таса нард, илсе пынӑ. Вӑл савӑта уҫнӑ та ӑна Иисусӑн пуҫӗ ҫине юхтарма пуҫланӑ. 4 Хӑшӗ-пӗрисем тарӑхса пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн ҫак ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑва сая ямалла? 5 Ӑна 300 динарирен* те хаклӑрах сутса укҫине чухӑнсене пама пулатчӗ!» Вӗсем унпа питӗ кӑмӑлсӑр пулнӑ*. 6 Анчах Иисус каланӑ: «Ан тивӗр ӑна. Мӗншӗн эсир ӑна кулянтаратӑр? Вӑл маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ. 7 Чухӑнсем яланах сирӗнпе пулӗҫ, эсир вӗсене кирек хӑҫан та ырӑ тума пултаратӑр, эпӗ вара сирӗнпе яланах пулмӑп. 8 Вӑл хӑй мӗн тума пултарнине турӗ: вӑл ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑва ман кӗлетке ҫине юхтарса мана пытарма маларах хатӗрлерӗ. 9 Чӑн калатӑп сире: ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсен те, ҫак хӗрарӑма аса илсе вӑл мӗн туни ҫинчен те каласа парӗҫ».
10 Иуда Искарио́т, вуниккӗшӗнчен пӗри, Иисуса аслӑ священниксене тытса парас тесе вӗсем патне кайнӑ. 11 Вӗсем ҫакӑн ҫинчен илтсен савӑнсах кайнӑ та ӑна кӗмӗл укҫа пама сӑмах панӑ. Вара вӑл Иисуса сутма май шырама пуҫланӑ.
12 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн пӗрремӗш кунӗнче, Пасха путеккине пусмалла пулнӑ чухне, вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Пирӗн сан валли Пасха апатне ӑҫта хатӗрлемелле?» 13 Вара Иисус хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: «Хулана кайӑр. Унта эсир тӑм кӑкшӑмпа шыв йӑтса пыракан ҫынна тӗл пулатӑр. Ун хыҫҫӑн кайӑр та 14 вӑл ӑҫта кӗрет, ҫав килӗн хуҫине калӑр: „Вӗрентекен: ‚Эпӗ хамӑн вӗренекенсемпе пӗрле Пасха апатне ҫимелли хӑна пӳлӗмӗ ӑҫта?‘ — тесе ыйтать“. 15 Вара вӑл сире ҫӳлти пысӑк пӳлӗме кӑтартӗ, унта мӗн кирли веҫех пулӗ. Пире валли Пасха апатне ҫавӑнта хатӗрлӗр». 16 Вӗренекенӗсем хулана кайнӑ та, унта веҫех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. Вара вӗсем Пасхӑна уявлама пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ.
17 Каҫ пулсан, вӑл унта вуниккӗшӗпе пӗрле пынӑ. 18 Сӗтел хушшинче апат ҫисе ларнӑ* чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: манпа пӗрле ҫиекенсенчен пӗри мана сутӗ». 19 Вӗренекенӗсем салхуланса кайнӑ та пӗрин хыҫҫӑн тепри ӑна калама пуҫланӑ: «Ку эпӗ мар вӗт?» 20 Вӑл вӗсене каланӑ: «Вӑл вуниксӗртен пӗри, манпа пӗр чашӑкран ҫӑкӑр пуҫса ҫиекенни. 21 Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ, ун ҫинчен ҫырнӑ пекех, каять. Анчах Этем Ывӑлне сутакана хуйхӑ пулӗ! Ҫав ҫыншӑн ҫуралнинчен ҫуралманни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ».
22 Вӗсем апат ҫинӗ чухне вӑл ҫӑкӑра илсе кӗлтунӑ та* ӑна хуҫа-хуҫа вӗсене парса ҫапла каланӑ: «Илӗр, ҫакӑ манӑн кӗлеткене пӗлтерет». 23 Унтан вӑл курка илсе Турра тав тунӑ та вӗсене панӑ, вара вӗсем пурте ҫав куркаран ӗҫнӗ. 24 Вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫакӑ манӑн юна — нумайӑшӗшӗн тӑкӑнас „килӗшӳ юнне“ — пӗлтерет. 25 Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӗнӗ хӗрлӗ эрех ӗҫес кунччен эпӗ хӗрлӗ эрех урӑх ӗҫмӗп». 26 Юлашкинчен мухтав юррисем* юрланӑ хыҫҫӑн вӗсем Олива тӑвӗ ҫине кайнӑ.
27 Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир пурте мана пӑрахса хӑваратӑр*, мӗншӗн тесен „Кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, сурӑхӗсем саланса пӗтӗҫ“ тесе ҫырнӑ. 28 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан вара эпӗ Галилейӑна кайӑп, сире унта кӗтӗп». 29 Анчах Пётр ӑна каланӑ: «Сана пурте пӑрахса хӑварсан та, эпӗ хӑвармӑп сана!» 30 Иисус вара ӑна каланӑ: «Чӑн калатӑп сана: паян, кӗҫӗрех, автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн». 31 Анчах Пётр ҫине тӑрсах: «Манӑн санпа пӗрле вилмелле пулсан та, эпӗ санран тунас ҫук!» — тенӗ. Ыттисем те ҫавнах калама тытӑннӑ.
32 Унтан вӗсем Гефсима́ни текен вырӑна ҫитнӗ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Эпӗ кӗлтунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта ларӑр-ха», — тенӗ. 33 Вӑл хӑйӗнпе пӗрле Пётра, Иакова тата Иоана илсе кайнӑ. Вара вӑл хурланма тата хытӑ пӑлханма пуҫланӑ. 34 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ питӗ хурланатӑп, вилесле хурланатӑп. Ҫакӑнта юлӑр, сыхӑ тӑрӑр». 35 Кӑшт малалла утса кайса вӑл чӗркуҫленсе ларнӑ та май пулсан ҫак сехет хӑйӗнчен иртсе кайтӑрччӗ тесе кӗлтума тытӑннӑ. 36 Вӑл ҫапла каланӑ: «А́вва*, Аттем, эсӗ пурне те тума пултаратӑн. Ҫак куркана манран сирсе ярсам. Анчах эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр». 37 Вӑл вӗренекенӗсем патне таврӑннӑ та вӗсем ҫывӑрнине курнӑ, вара вӑл Пётра каланӑ: «Си́мон, эсӗ ҫывӑратӑн-и? Пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗн-и? 38 Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен сыхӑ тӑрӑр тата пӗрмай кӗлтӑвӑр. Чӑнах та, ҫыннӑн чӗри хастар, анчах унӑн кӗлетки хавшак». 39 Унтан вӑл каллех аяккалла пӑрӑннӑ та унчченхи сӑмахсенех каласа кӗлтунӑ. 40 Вӗренекенӗсем патне таврӑнсан вӑл вӗсем каллех ҫывӑрнине курнӑ — вӗсене ыйхӑ пусса илнӗ. Вӗсем ӑна ним калама та пӗлмен. 41 Виҫҫӗмӗш хут таврӑнсан вӑл вӗсене каланӑ: «Ҫакӑн пек вӑхӑтра эсир ҫывӑратӑр-и, канатӑр-и? Ҫитет! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ. 42 Тӑрӑр, каяр. Мана сутакан ҫывӑх».
43 Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах Иуда, вуниккӗшӗнчен пӗри, тата унпа пӗрле темӗн чухлӗ халӑх хӗҫсемпе, чукмарсемпе пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксем, закон вӗрентӳҫисем тата старейшинӑсем янӑ пулнӑ. 44 Иисуса сутаканӗ вӗсене ҫакӑн пек паллӑ пама калаҫса татӑлнӑ пулнӑ: «Эпӗ кама чуптӑватӑп, ҫавӑ Иисус пулать. Ӑна ярса тытӑр та хуралпа илсе кайӑр». 45 Вӑл тӳрех Иисус патне пынӑ та: «Вӗрентекен*!» — тесе ӑна чуптунӑ. 46 Вара лешсем Иисуса тытса арестленӗ. 47 Юнашар тӑракансенчен пӗри хӗҫ туртса кӑларнӑ та чи аслӑ священникӑн чури ҫине сулса ярса хӑлхине касса татнӑ. 48 Иисус вара вӗсене каланӑ: «Эсир мана арестлеме хӗҫсемпе, чукмарсемпе килтӗр-и? Эпӗ вӑрӑ-хурах-им? 49 Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле храмра пултӑм, вӗрентрӗм, анчах эсир мана арестлемерӗр. Ӗнтӗ ҫакӑ Ҫырура калани пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртет».
50 Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем пурте ӑна пӑрахса тарнӑ. 51 Пӗр ҫамрӑк вара, ҫара ӳчӗ ҫинех паха йӗтӗн тумтир ҫеҫ тӑхӑннӑскер, ун хыҫҫӑн пынӑ. Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, 52 анчах вӑл хӑйӗн тумтирне хӑварса ҫарамасах* тарнӑ.
53 Вӗсем Иисуса чи аслӑ священник патне илсе кайнӑ. Унта аслӑ священниксем, старейшинӑсем, закон вӗрентӳҫисем пурте пухӑннӑ. 54 Пётр вара чи аслӑ священникӑн ҫурчӗ патне ҫитичченех Иисус хыҫҫӑн аякран утса пынӑ. Вӑл картишне кӗнӗ те унти тарҫӑсемпе пӗрле кӑвайт умне ӑшӑнма ларнӑ. 55 Аслӑ священниксем, пӗтӗм Синедрио́н Иисуса вӗлерттерес тесе ӑна хирӗҫ мӗн те пулин каласа кӑтартма пултаракан ҫынсене шыранӑ, анчах тупайман. 56 Иисус пирки нумайӑшӗ суйса каланӑ, анчах вӗсем каласа кӑтартнисем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑман. 57 Хӑшӗ-пӗрисем ура ҫине тӑрсах ун пирки ҫапла суйса каланӑ: 58 «Эпир вӑл ҫакӑн пек каланине илтрӗмӗр: „Алӑпа тунӑ ҫак храма эпӗ аркатӑп та виҫӗ кун хушшинче урӑххине, алӑпа туманнине, туса лартӑп“». 59 Анчах ҫак тӗлӗшрен те вӗсем каласа кӑтартнисем пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑман.
60 Вара чи аслӑ священник ура ҫине тӑнӑ та Иисусран ыйтнӑ: «Хирӗҫ каламалли санӑн нимӗн те ҫук-и? Ҫак ҫынсем сана хирӗҫ мӗн каланине илтместӗн-им?» 61 Анчах Иисус чӗнмен, хирӗҫ нимӗн те каламан. Чи аслӑ священник каллех унран ыйтма пуҫланӑ: «Мухтавлӑ Туррӑн Ывӑлӗ Христос эсӗ-и?» 62 «Эпӗ, — тенӗ Иисус. — Акӑ эсир Этем Ывӑлӗ Хӑватлин* сылтӑм енче ларнине тата вӑл тӳпери пӗлӗтсемпе пынине курӑр». 63 Ҫакна илтсен чи аслӑ священник хӑйӗн тумтирне ҫурса янӑ та каланӑ: «Урӑх пире свидетельсем мӗн тума кирлӗ? 64 Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр. Ҫакӑн пирки эсир мӗн шутлатӑр?» Пурте вӑл вилӗме тивӗҫлӗ тесе йышӑну тунӑ. 65 Вара хӑшӗ-пӗрисем ун ҫине сурма пуҫланӑ, унӑн питне хупласа чышкӑпа ҫапа-ҫапа каланӑ: «Эй, пророк, хӑвна кам ҫапнине кала!» Хуралҫӑсем ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа янӑ, унтан ӑна илсе кайнӑ.
66 Пётр аялта картишӗнче пулнӑ чухне унта чи аслӑ священникӑн хӗрарӑм тарҫисенчен пӗри пынӑ. 67 Пётр ӑшӑнса тӑнине курсан вӑл ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та: «Эсӗ те ҫак Назаре́т Иисусӗпе пӗрлеччӗ», — тенӗ. 68 Анчах Пётр тунса каланӑ: «Эпӗ ӑна пӗлместӗп, эсӗ мӗн пирки калаҫнине те ӑнланмастӑп». Вара вӑл хапха патне* тухнӑ. 69 Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна ҫавӑнта курнӑ та юнашар тӑракансене каллех: «Ку вӗсенчен пӗри», — теме пуҫланӑ. 70 Пётр каллех туннӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫавӑнта тӑракансем Пётра татах калама пуҫланӑ: «Эсӗ чӑнах та вӗсенчен пӗри, эсӗ Галиле́я ҫынни вӗт». 71 Анчах вӑл тунса* тата тупа туса: «Эсир калакан ҫынна эпӗ пӗлместӗп!» — теме тытӑннӑ. 72 Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Пётр вара хӑйне Иисус мӗн каланине — «Автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн» тенине — аса илнӗ. Вара чӑтса тӑрайманнипе вӑл макӑрса янӑ.