Иоанн
19 Пила́т вара Иисуса илсе кайса чӗн пушӑпа хӗнеме хушнӑ. 2 Салтаксем йӗплӗ ӳсентӑрансенчен пуҫ кӑшӑлӗ явса Иисусӑн пуҫне тӑхӑнтартнӑ тата ӑна тӗксӗм хӗрлӗ* тумтир тӑхӑнтартнӑ. 3 Вӗсем ун патне пыра-пыра: «Сывӑ пултӑр иудейсен патши!» — тенӗ, ӑна питӗнчен ҫупа-ҫупа янӑ. 4 Пила́т халӑх патне каллех тухнӑ та каланӑ: «Курӑр! Эпӗ унра пӗр айӑп та курманнине пӗлтерес тесе ӑна сирӗн пата илсе тухатӑп». 5 Вара Иисус йӗплӗ пуҫ кӑшӑлӗпе тата тӗксӗм хӗрлӗ тумтирпе тухнӑ. Пила́т халӑха каланӑ: «Акӑ ҫав ҫын!» 6 Аслӑ священниксемпе хуралҫӑсем Иисуса курсан: «Пӑталаттар ӑна! Пӑталаттар!» — тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. Пила́т вӗсене каланӑ: «Тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр ӑна, мӗншӗн тесен эпӗ унра нимӗнле айӑп та курмастӑп». 7 Иудейсем ӑна каланӑ: «Пирӗн закон пур, ҫав закон тӑрӑх ӑна вӗлермелле, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн пирки Турӑ Ывӑлӗ тенӗ».
8 Вӗсен сӑмахӗсене илтсен Пила́т тата ытларах хӑраса ӳкнӗ. 9 Вӑл хӑйӗн керменне каллех кӗнӗ те Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ ӑҫтан?» Анчах Иисус ӑна хуравламан. 10 Вара Пила́т ӑна каланӑ: «Эсӗ мӗн, манпа калаҫасшӑн мар-и? Манӑн сана ирӗке кӑларма та, пӑталаттарма та ирӗк пуррине пӗлместӗн-им?» 11 Иисус ӑна хуравланӑ: «Сана ҫӳлтен ирӗк паман пулсан, эсӗ мана хирӗҫ нимӗн те тӑвайман пулӑттӑн. Ҫавӑнпа мана санӑн аллуна тытса параканӑн ҫылӑхӗ тата пысӑкрах».
12 Вара Пила́т Иисуса ирӗке кӑларма каллех май шырама пуҫланӑ, анчах та иудейсем ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Ӑна ирӗке кӑларсан, эсӗ цезарӗн* тусӗ мар. Кам хӑйӗн пирки патша тет, ҫавӑ цезаре хирӗҫ пырать». 13 Ҫакна илтсен Пила́т Иисуса илсе тухма хушнӑ, хӑй вара чул сарнӑ ҫӳллӗ вырӑн ҫинчи (еврейла ӑна Габба́та тенӗ) суд тумалли вырӑна ларнӑ. 14 Ун чухне Пасхӑна хатӗрленмелли кун, кӑнтӑрла тӗлнелле* пулнӑ. Пила́т иудейсене каланӑ: «Акӑ сирӗн патша!» 15 Анчах та вӗсем кӑшкӑрнӑ: «Вӗлер ӑна! Вӗлер! Пӑталаттар ӑна!» Пила́т вӗсене каланӑ: «Сирӗн патшана пӑталаттарас-и?» Аслӑ священниксем хуравланӑ: «Цезарьсӗр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук». 16 Вара Пила́т Иисуса юпа ҫине пӑталама вӗсен аллине панӑ.
Вара Иисуса илсе кайнӑ. 17 Вӑл юпа ҫӗклесе Пуҫ купташки (еврейла Голго́фа) текен вырӑна ҫитнӗ. 18 Унта ӑна юпа ҫине пӑталанӑ. Унпа юнашар тата икӗ ҫынна пӑталанӑ: пӗрне — пӗр енне, тепӗрне — тепӗр енне; Иисус вара варринче пулнӑ. 19 Пила́т юпа ҫине хӑма татӑкӗ ҫакса хума хушнӑ, хӑми ҫине ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Назаре́т Иисусӗ, иудейсен патши». 20 Унта мӗн ҫырса хунине иудейсем нумайӑшӗ вуланӑ, мӗншӗн тесен Иисуса пӑталанӑ вырӑн хуларан инҫех пулман. Ҫырасса вара еврейла, латинла тата грекла ҫырнӑ пулнӑ. 21 Анчах та иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата ҫапла каланӑ: «„Иудейсен патши“ тесе ан ҫыр, вӑл „Эпӗ иудейсен патши“ тенине ҫыр». 22 Пила́т вӗсене хуравланӑ: «Эпӗ мӗнле ҫыртӑм, ҫаплах пултӑр».
23 Салтаксем, Иисуса юпа ҫине пӑталасан, унӑн ҫиелти тумтирне илсе тӑватӑ пая пайланӑ, кашнине пӗрер пай лекнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем унӑн кӗпине* илнӗ. Кӗпи вара ҫӗлесе тунӑскер пулман, ӑна ҫӳлтен пуҫласа пӗтӗмпех тӗртсе тунӑ пулнӑ. 24 Ҫавӑнпа та вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Ӑна ҫурар мар, вӑл кама лекессине пӗлес тесе шӑпа ярар». Ҫакӑ Ҫырура мӗн калани пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртнӗ, унта: «Вӗсем манӑн тумтире хӑйсем хушшинче пайларӗҫ, манӑн тумтиршӗн шӑпа ячӗҫ», — тесе ҫырнӑ. Салтаксем ҫапла тунӑ та.
25 Иисуса пӑталанӑ юпа патӗнче унӑн амӑшӗ, амӑшӗн аппӑшӗ*, ҫавӑн пекех Кло́пасӑн арӑмӗ Мария тата Мария Магдали́на тӑнӑ. 26 Иисус, хӑйӗн амӑшне тата юнашар тӑнӑ юратнӑ вӗренекенне курсан, амӑшне каланӑ: «Акӑ санӑн ывӑлу!» 27 Унтан вӗренекенне каланӑ: «Акӑ санӑн аннӳ!» Ҫав вӑхӑтран вара ҫав вӗренекен ӑна хӑй патне илнӗ.
28 Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, пӗтӗмпех пулса ҫитнине пӗлсе, Ҫырура мӗн ҫырнине пурнӑҫламашкӑн ҫапла каланӑ: «Ӑшӑм хыпрӗ». 29 Унта йӳҫӗ хӗрлӗ эрех тултарнӑ кӑкшӑм ларнӑ. Вара юнашар тӑракансем йӳҫӗ эрех сӑхтарнӑ губкӑна иссо́п* туни вӗҫне тирсе унӑн ҫӑварӗ патне илсе пынӑ. 30 Йӳҫӗ эрехе тутанса пӑхсан Иисус: «Пулса ҫитрӗ!» — тенӗ. Вара пуҫне уснӑ та вилнӗ*.
31 Ҫакӑ хатӗрленмелли кун пулнӑран иудейсем кӗлеткесене юпасем ҫинче шӑматкуна хӑварасшӑн пулман (ҫав шӑматкун аслӑ шӑматкун пулнӑ), ҫавӑнпа вӗсем Пилатран пӑталанӑ ҫынсен урисене ҫапса ватса кӗлеткисене юпа ҫинчен антарма ыйтнӑ. 32 Вара салтаксем пынӑ та Иисуспа юнашар пӑталанисенчен малтан пӗрин урисене ҫапса ватнӑ, унтан вара теприн урисене ҫапса ватнӑ. 33 Вӗсем Иисус патне пырсан, вӑл вилнине курса, унӑн урисене ҫапса ватман. 34 Анчах салтаксенчен пӗри ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ те, ҫавӑнтан тӳрех юнпа шыв юхса тухнӑ. 35 Ҫакӑн ҫинчен ҫакна пӗтӗмпех хӑй куҫӗпе курнӑскерӗ каласа пӗлтерет, вӑл каласа пӗлтерни чӑн. Хӑй чӑннине каланине вӑл пӗлет, вӑл ҫакна сирӗн те ӗненмелле пултӑр тесе каласа парать. 36 Ҫакӑ Ҫырура «унӑн пӗр шӑммине те ҫапса ватмӗҫ» тени пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртнӗ. 37 Ҫавӑн пекех Ҫырури тепӗр вырӑнта ҫапла каланӑ: «Вӗсем кама сӑнӑпа чикнӗ, ҫавӑн ҫине пӑхӗҫ».
38 Ҫавӑн хыҫҫӑн Аримафе́я ҫынни Иосиф Иисусӑн кӗлеткине илсе кайма Пилатран ирӗк ыйтнӑ. (Иосиф Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ пулин те, иудейсенчен хӑранипе ҫавна палӑртман.) Пила́т ӑна ирӗк панӑ. Вара Иосиф пынӑ та Иисусӑн кӗлеткине илсе кайнӑ. 39 Тата Никоди́м та, пӗррехинче Иисус патне ҫӗрле пынӑскер, пынӑ. Вӑл 100 фунта* яхӑн миррӑпа алоэ хутӑшне илсе килнӗ. 40 Вӗсем Иисусӑн кӗлеткине илнӗ те, иудейсен вилнисене пытарас йӑлипе, ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем хурса йӗтӗн пирпе чӗркенӗ. 41 Иисуса пӑталанӑ вырӑнтан инҫех мар сад пулнӑ. Ҫав садра вара унччен никама та пытарман ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ. 42 Иудейсен хатӗрленмелли кун пулнӑран тата ҫав тупӑклӑх ҫывӑхрах пулнӑран Иисуса ҫавӑнта хунӑ.