Апостолсен ӗҫӗсем
23 Павел Синедрио́н ҫыннисем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: «Тӑвансем, эпӗ ку таранчченех Турӑ умӗнче таса совеҫпе пурӑнтӑм». 2 Вара чи аслӑ священник Ана́ния Павелпа юнашар тӑракансене ӑна тутинчен ҫапма хушнӑ. 3 Павел вара ӑна каланӑ: «Эй шуратнӑ стена, сана хӑвна Турӑ ҫапӗ! Эсӗ кунта мана закон тӑрӑх суд тума ларатӑн, хӑв вара мана ҫапма хушса закона пӑсатӑн». 4 Павелпа юнашар тӑракансем: «Эсӗ Туррӑн чи аслӑ священникне хурлатӑн-и-ха?» — тенӗ. 5 Павел каланӑ: «Тӑвансем, вӑл чи аслӑ священник иккенне эпӗ пӗлмен. Ҫырура „Хӑвӑн халӑхун пуҫлӑхне ан хурла“ тесе ҫырнӑ вӗт».
6 Синедрионра пӗрисем — саддукейсем, теприсем фарисейсем пулнине Павел пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл хытӑ сасӑпа каланӑ: «Тӑвансем! Эпӗ фарисей, фарисей ывӑлӗ. Мана вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шанса пурӑннӑшӑн суд тӑваҫҫӗ». 7 Вӑл ҫакна каласан, фарисейсемпе саддукейсем тавлашсах кайнӑ, вара пуху пайланса кайнӑ. 8 (Мӗншӗн тесен саддукейсем вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те, ангелсем те, сывлӑшсем те ҫук теҫҫӗ, фарисейсем вара ҫаксем пурте пур теҫҫӗ.) 9 Пухӑннисем кӑшкӑрашма тытӑннӑ. Закона вӗрентекен хӑш-пӗр фарисейсем тӑнӑ та хӗрсе кайсах тавлашма пуҫланӑ, вӗсем каланӑ: «Эпир ҫак ҫын ним япӑххине те туман тесе шутлатпӑр. Унпа сывлӑш е ангел калаҫнӑ пулсан вара...» 10 Тавлашу тата ытларах хӗрсе кайнӑран пин салтак пуҫлӑхӗ*, тавлашакансем Павела туртса ҫурасран хӑраса, салтаксене ӑна вӗсен хушшинчен илсе тухса казармӑна илсе кайма хушнӑ.
11 Ҫав каҫ Павела Ҫӳлхуҫа курӑннӑ та каланӑ: «Хӑюллӑ пул! Эсӗ ман ҫинчен Иерусалимра тӗплӗн каласа пӗлтернӗ пек, санӑн ман ҫинчен Римра та ҫаплах каласа пӗлтермелле».
12 Тул ҫутӑлсан, еврейсем Павела вӗлерме кавар тунӑ, ӑна вӗлермесӗр ҫимӗпӗр те, ӗҫмӗпӗр те тесе тупа тунӑ. 13 Ҫапла тупа тӑвакансем 40-ӗн ытла пулнӑ. 14 Вӗсем аслӑ священниксемпе старейшинӑсем патне кайнӑ та каланӑ: «Эпир Павела вӗлермесӗр нимӗн те ҫимӗпӗр тесе тупа турӑмӑр. 15 Ҫавӑнпа та эсир Синедрионпа пӗрле, ун ӗҫне тӗплӗнрех пӗлесшӗн пек пулса, пин салтак пуҫлӑхне ӑна хӑвӑр пата илсе килме ыйтӑр. Эпир вара ӑна вӑл кунта ҫитичченех ҫул ҫинче вӗлерӗпӗр».
16 Вӗсем пытанса ларса Павел ҫине сасартӑк тапӑнма шут тытни ҫинчен Павел аппӑшӗн* ывӑлӗ илтнӗ. Вӑл казармӑна кайса ҫакӑн ҫинчен Павела пӗлтернӗ. 17 Вара Павел ҫӗр салтак пуҫлӑхӗсенчен* пӗрне чӗнсе илнӗ те: «Ҫак ҫамрӑка пин салтак пуҫлӑхӗ патне илсе кай-ха. Унӑн ӑна темӗскер каламалли пур», — тенӗ. 18 Вӑл ӑна пин салтак пуҫлӑхӗ патне илсе пынӑ та каланӑ: «Сӑнчӑрланӑ Павел мана чӗнсе илсе ҫак ҫамрӑка сан патна илсе килме каларӗ. Унӑн сана темӗскер каламалли пур». 19 Пин салтак пуҫлӑхӗ ӑна аллинчен тытса айккинелле илсе кайнӑ та: «Эсӗ мана мӗн каласшӑн?» — тесе ыйтнӑ. 20 Лешӗ каланӑ: «Еврейсем ҫапла тума калаҫса татӑлнӑ: вӗсем Павелӑн ӗҫне тӗплӗнрех пӗлесшӗн пек пулса ыран ӑна Синедриона илсе килме ыйтасшӑн санран. 21 Анчах та эсӗ вӗсене ан итле, мӗншӗн тесен 40 ытла ҫын пытанса ларса ун ҫине сасартӑк тапӑнасшӑн. Вӗсем ӑна вӗлермесӗр ҫимӗпӗр те, ӗҫмӗпӗр те тесе тупа тунӑ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем эсӗ ирӗк парасса ҫеҫ кӗтсе тӑраҫҫӗ». 22 Пин салтак пуҫлӑхӗ вара: «Эсӗ мана ҫакӑн ҫинчен каласа панине никама та ан кала», — тенӗ те ҫамрӑка кӑларса янӑ.
23 Унтан вӑл ҫӗр салтак пуҫлӑхӗсенчен иккӗшне чӗнсе илсе ҫапла хушнӑ: «200 салтак, 70 юланутҫӑ тата сӑнӑпа ҫӳрекен 200 салтак пухӑр. Вӗсем каҫхи тӑхӑр сехетре* Кесарие кайма хатӗр тӑччӑр. 24 Тата Павела Фе́ликс пуҫлӑх* патне тӗрӗс-тӗкелех илсе ҫитермешкӗн ӑна валли лашасем хатӗрлӗр». 25 Унтан вӑл ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ:
26 «Эпӗ, Кла́вдий Ли́сий, сана, хисеплӗрен те хисеплӗ Фе́ликс пуҫлӑха, сывлӑх сунатӑп! 27 Еврейсем ҫак ҫынна тытса ӑна вӗлерме хатӗрленнӗччӗ, анчах та эпӗ хамӑн салтаксемпе пытӑм та, вӑл Рим гражданинӗ пулнине пӗлсен, ӑна хӑтартӑм. 28 Ӑна мӗншӗн айӑпланине пӗлес тесе эпӗ ӑна вӗсен Синедрионне илсе пытӑм. 29 Вара ҫакна пӗлтӗм: вӗсем ӑна хӑйсен законӗ тӗлӗшӗпе айӑплаҫҫӗ, анчах та вӗлермелӗх е сӑнчӑрламалӑх вӑл нимӗн те туман. 30 Ҫак ҫынна хирӗҫ кавар тунине пӗлсен вара эпӗ ӑна хӑвӑртрах сан патна леҫтертӗм. Ӑна айӑплакансене те ун ҫинчен сан умӑнта каласа пама хушрӑм».
31 Ҫапла вара салтаксем, хӑйсене хушнине туса, Павела ҫӗрле Антипатридӑна илсе ҫитернӗ. 32 Тепӗр кунне ӑна малалла юланутҫӑсем кӑна ӑсатнӑ, ытти салтаксем вара казармӑна таврӑннӑ. 33 Кесарие ҫитсен юланутҫӑсем ҫырӑва пуҫлӑха панӑ та ун умне Павела тӑратнӑ. 34 Ҫырӑва вуласа тухсан, пуҫлӑх Павелран вӑл хӑш ҫӗрти ҫын пулнине ыйтнӑ. Вӑл Килики́я ҫынни пулнине пӗлсен, 35 пуҫлӑх ҫапла каланӑ: «Хӑвна айӑплакансем килсен эпӗ сана итлесе пӑхӑп». Унтан ӑна И́род керменне* хуптарса хурал тӑратма хушнӑ.