Ӳлӗмхи
16 Эпӗ храмран хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл ҫичӗ ангела каларӗ: «Кайӑр та Турӑ ҫиллин ҫичӗ чашӑкне ҫӗр ҫине тӑкӑр».
2 Пӗрремӗш ангел кайрӗ те хӑйӗн чашӑкне ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Вара хӑйсем ҫине тискер чӗрчунӑн паллине ларттарнӑ, унӑн сӑнне пуҫҫапакан ҫынсем ҫине пӳрленсе тӑракан хӑрушӑ та йӗрӗнтерекен сурансем тухрӗҫ.
3 Иккӗмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне тинӗсе тӑкрӗ. Вара тинӗс шывӗ вилнӗ ҫыннӑн юнӗ пек пулса тӑчӗ, тинӗсри мӗнпур чӗрӗ чун вилсе пӗтрӗ.
4 Виҫҫӗмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне юханшывсемпе ҫӑлкуҫсене тӑкрӗ. Вара вӗсем юн пулса тӑчӗҫ. 5 Эпӗ шывсен пуҫӗ пулнӑ ангел ҫапла каланине илтрӗм: «Пирӗн чунтан парӑннӑ Турӑ, эсӗ пур тата пулнӑ. Эсӗ тӳрӗ, мӗншӗн тесен эсӗ ҫак приговорсене йышӑнтӑн. 6 Вӗсем сӑваплисен тата пророксен юнне тӑкнӑ, ҫавӑнпа та эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн. Вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ». 7 Вара эпӗ парне вырӑнӗнчен тухакан сасса илтрӗм: «Иегова*, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, санӑн приговорусем тӗрӗс те чӑн».
8 Тӑваттӑмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне хӗвел ҫине тӑкрӗ. Вара хӗвеле ҫынсене ҫунтарма ирӗк пачӗҫ. 9 Ҫынсене вӑйлӑ шӑрӑх ҫунтарчӗ, анчах та вӗсем ӳкӗнмерӗҫ. Вӗсем ҫак асапсене пулма паракан Туррӑн ятне хурларӗҫ, ӑна мухтав кӳмерӗҫ.
10 Пиллӗкмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне тискер чӗрчунӑн престолӗ ҫине тӑкрӗ. Вара унӑн патшалӑхӗ тӗттӗмлӗхе путрӗ. Асапланнӑран ҫынсем хӑйсен чӗлхине ҫыртма пуҫларӗҫ. 11 Анчах та вӗсем хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмерӗҫ, хӑйсен асапӗсемшӗн тата суранӗсемшӗн тӳпе Туррине хурларӗҫ.
12 Улттӑмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне аслӑ юханшыва, Евфрата, тӑкрӗ, вара хӗвелтухӑҫ енчи патшасем валли ҫул уҫӑлтӑр тесе унӑн шывӗ типсе ларчӗ.
13 Унтан эпӗ дракон ҫӑварӗнчен, тискер чӗрчун ҫӑварӗнчен тата суя пророк ҫӑварӗнчен шапа евӗрлӗ виҫӗ таса мар сӑмах* тухнине куртӑм. 14 Ҫак сӑмахсем демонсенчен тухаҫҫӗ тата тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ*. Вӗсем, патшасене Пурне те Тума Пултаракан Туррӑн аслӑ кунӗнче вӑрҫа пухас тесе, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи патшасем патне тухаҫҫӗ.
15 «Эпӗ вӑрӑ пек пыратӑп! Сыхӑ тӑракан, хӑйӗн тумтирне упраса тӑракан ҫын телейлӗ — вӑл ҫарамас ҫӳремӗ, ҫынсем унӑн намӑсне курмӗҫ».
16 Вӗсем патшасене еврейла Армагеддо́н* текен вырӑна пухрӗҫ.
17 Ҫиччӗмӗш ангел хӑйӗн чашӑкне сывлӑша тӑкрӗ. Вара храмри престол патӗнчен хытӑ сасӑ илтӗнчӗ, вӑл: «Пулчӗ!» — терӗ. 18 Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, аслати кӗмсӗртетрӗ тата ҫӗр питӗ хытӑ чӗтренчӗ. Ҫӗр ҫакӑн пек хытӑ чӗтренни ҫӗр ҫинче ҫынсем пурӑнма пуҫланӑранпа та пулман. 19 Аслӑ хула виҫӗ пая пайланчӗ, тӗнчери хуласем арканчӗҫ. Турӑ Аслӑ Вавилон ҫинчен аса илчӗ те ӑна хӑйӗн хаяр ҫиллин хӗрлӗ эрехӗпе тултарнӑ куркана ӗҫме пачӗ. 20 Мӗнпур утрав ҫухалчӗ, тусем те тӑрса юлмарӗҫ. 21 Ҫынсем ҫине тӳперен талант* йывӑрӑш пӑр ҫурӗ. Ҫынсем пӑр ҫунӑшӑн Турра хурларӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав асап питӗ хӑрушӑччӗ.