Тит
1 Павелран — Турӑ чуринчен тата Иисус Христос апостолӗнчен. Эпӗ Турӑ суйласа илнисем ӗненнӗ пек ӗненетӗп тата Турра парӑнса пурӑнассипе ҫыхӑннӑ чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлетӗп. 2 Манӑн ӗненӳ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк ҫинче никӗсленсе тӑрать. Суйма пултарайман Турӑ ҫак шанчӑк пирки ӗлӗк-авалах шантарса каланӑ. 3 Вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн сӑмахне ырӑ хыпар сарас ӗҫ урлӑ пӗлтернӗ, ҫак ӗҫе мана хамӑра Ҫӑлакан Турӑ хушнипе шанса панӑ. 4 Эпӗ ҫак ҫырӑва хампа пӗр пек ӗненекен чӑн ывӑл патне, Тит патне, ҫыратӑп.
Пирӗн Атте Турӑран тата хамӑра Ҫӑлакан Христос Иисусран сана виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.
5 Эпӗ сана Критра унти ҫитменлӗхсене тӳрлетме тата кашни хулара, эпӗ сана хушнӑ пек, старейшинӑсене суйласа лартма хӑвартӑм. 6 Кама старейшина пулма лартасшӑн, ҫав ҫыннӑн айӑпсӑр пулмалла, унӑн пӗр арӑм пулмалла. Унӑн ачисен ӗненекенсем пулмалла, ыттисем вӗсене иртӗхсе пурӑнакан тата пӑхӑнман ҫынсем пек ан пӗлччӗр. 7 Туррӑн тарҫи* пулнӑ май старейшинӑн* айӑпсӑр пулмалла, унӑн кутӑн*, час тарӑхса каякан, ӗҫке ернӗ, ыттисене хӗнекен, улталаса тупӑш тӑвакан ҫӑткӑн ҫын пулмалла мар. 8 Унӑн хӑналама юратакан*, ырра юратакан, чипер ӑс-тӑнлӑ*, тӳрӗ, Турра парӑнса пурӑнакан, чаруллӑ ҫын пулмалла. 9 Вӗрентнӗ чухне унӑн Туррӑн шанӑҫа тивӗҫлӗ сӑмахне ҫирӗп тытса тӑмалла. Ҫапла вара вӑл тӗрӗс* вӗрентӳпе хавхалантарма* кӑна мар, ҫак вӗрентӗве хирӗҫ тӑракансене питлеме те пултарать.
10 Пӑхӑнас теменнисем* те, пуш сӑмах ҫаптаракансем те, ултавҫӑсем те нумай, уйрӑмах вӗсем ӳт кастармалла текенсем хушшинче нумай. 11 Ҫакӑн пек ҫынсене калаҫма чармалла, мӗншӗн тесен улталаса тупӑш тӑвассишӗн вӗсем тӗрӗс маррине вӗрентсе ҫемьесене аркатаҫҫӗ. 12 Вӗсенчен пӗри, вӗсен пророкӗ, акӑ мӗнле каланӑ: «Крит ҫыннисем ялан суяҫҫӗ, вӗсем тискер чӗрчунсем, тӑрана пӗлмен кахал ҫынсем».
13 Ҫакӑн пек калани тӗрӗс. Ҫавӑнпа та вӗсене хытӑ питле. Ҫавна эсӗ вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗп пултӑр тесе, 14 вӗсем иудейсен халапӗсене, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсен заповечӗсене ан итлеччӗр тесе ту. 15 Тасисемшӗн пурте таса, ирсӗрленнисемшӗн тата ӗненменнисемшӗн вара таси нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен ӑс-тӑнӗ те, совеҫӗ те ирсӗрленнӗ. 16 Вӗсем Турра пӗлетпӗр теҫҫӗ, анчах ӗҫӗсемпе унран тунаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем йӗрӗнчӗк, итлемеҫҫӗ тата пӗр ырӑ ӗҫ тума та юрӑхлӑ мар.