Апостолсен ӗҫӗсем
12 Ҫав вӑхӑталла И́род* патша пухурисенчен хӑшӗ-пӗрисене хӗсӗрлеме пуҫланӑ. 2 Вӑл Иакова, Иоанӑн пӗртӑванне, хӗҫпе касса вӗлерттернӗ. 3 Ҫакӑ еврейсен кӑмӑлне кайнине курсан, вӑл Пётра та арестленӗ. (Ун чухне Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ.) 4 Пётра тытсан И́род ӑна тӗрмене хуптарнӑ, тӑватшар салтаклӑ тӑватӑ ушкӑна ӑна черетпе хураллама хушнӑ. И́род ӑна Пасха иртсен халӑх умне илсе тухма* шутланӑ. 5 Пётра тӗрмере тытнӑ, пуху вара уншӑн Турра хӗрӳллӗн кӗлтунӑ.
6 Ҫӗрле, И́род Пётра халӑх умне илсе тухас кун умӗн, Пётр, икӗ сӑнчӑрпа тимӗрленӗскер, икӗ салтак хушшинче ҫывӑрнӑ. Тӗрме алӑкӗ умӗнче хуралҫӑсем сыхласа тӑнӑ. 7 Сасартӑк Иеговӑн* ангелӗ пырса тӑнӑ та, Пётр пулнӑ вырӑна ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Пётра аякӗнчен тӗксе вӑратнӑ та: «Тӑр часрах!» — тенӗ. Вара Пётрӑн аллинчи сӑнчӑрсем хывӑнса ӳкнӗ. 8 Ангел ӑна каланӑ: «Пилӗкне ҫых, уруна тӑхӑн». Пётр ҫапла тунӑ та. Унтан ангел ӑна: «Ҫиелти тумтирне тӑхӑн та ман хыҫҫӑн пыр», — тенӗ. 9 Ангел мӗн туни чӑн пулнине пӗлмесӗрех Пётр ун хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫакӑ курӑну пулӗ тесе шутланӑ вӑл. 10 Малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртсессӗн вӗсем хуланалла тухакан тимӗр хапха патне ҫитсе тӑнӑ, хапха вара вӗсем умӗнче хӑех уҫӑлса кайнӑ. Хапхаран тухсан вӗсем пӗр урампа утса тухнӑ ҫеҫ, сасартӑк ангел куҫран ҫухалнӑ. 11 Мӗн пулнине ӑнланса илсен Пётр каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ чӑн-чӑнах пӗлетӗп: мана Иродран тата еврейсем мӗн тума шутланинчен хӑтарас тесе Иегова* хӑйӗн ангелне ячӗ».
12 Ҫакна ӑнланса илсен вӑл Марийӑн, Марк текен Иоанн амӑшӗн, килне кайнӑ. Унта нумай ҫын пуҫтарӑннӑ пулнӑ, вӗсем кӗлтунӑ. 13 Пётр хапхаран шаккасан, кам шакканине пӗлес тесе Ро́да ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ. 14 Пётра сасӑран палласа илсен, вӑл ҫав тери савӑннипе хапхине уҫмасӑрах чупса кӗнӗ те: «Хапха умӗнче Пётр тӑрать», — тесе пӗлтернӗ. 15 Вӗсем ӑна: «Аташмастӑн-и эсӗ?» — тенӗ. Хӗрарӑм хӑйӗнни ҫинчех тӑнӑ. Вара вӗсем пурте: «Ку унӑн ангелӗ», — теме пуҫланӑ. 16 Пётр ҫаплах хапхаран шаккаса тӑнӑ. Лешсем хапхана уҫсан ӑна курнӑ та питӗ хытӑ тӗлӗннӗ. 17 Пётр аллипе паллӑ кӑтартса вӗсене шӑпланма ыйтнӑ, вара хӑйне Иегова* тӗрмерен мӗнле кӑларнине вӗсене тӗпӗ-йӗрӗпе каласа панӑ. Унтан вӑл: «Ҫакӑн ҫинчен Иаковпа ытти арҫын тӑвансене пӗлтерӗр», — тенӗ. Вара урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.
18 Ирхине салтаксем йӑлт аптраса ӳкнӗ, мӗншӗн тесен Пётр ӑҫта кайса кӗнине никам та пӗлмен. 19 И́род ӑна шыраттарнӑ, анчах тупайман. Вара вӑл хуралҫӑсене ыйтса тӗпченӗ те вӗсене наказани пама хушнӑ. Хӑй вара Иудейӑран Кесарие кайса пӗр вӑхӑт хушши унта пурӑннӑ.
20 И́род Тирпа Сидо́н ҫыннисем ҫине ҫилленнӗ пулнӑ. Вара ҫав вырӑнсенче пурӑнакан ҫынсем ун патне пынӑ та, патшан кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Власта хӑйсем майлӑ ҫавӑрса, мирлешме ыйтнӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх И́род патшан ҫӗрӗнчи апат-ҫимӗҫпе тӑранса пурӑннӑ. 21 Палӑртнӑ кун И́род, патша тумне тӑхӑнса, суд тумалли вырӑна ларнӑ та халӑха сӑмах калама пуҫланӑ. 22 Халӑх вара: «Ку — ҫын сасси мар, турӑ сасси!» — тесе кӑшкӑрма тытӑннӑ. 23 Ҫав самантрах Иеговӑн* ангелӗ И́род ҫине вӑл Турра мухтаманшӑн чир янӑ, вара хӑйне хуртсем ҫисе пӗтернипе вӑл вилнӗ.
24 Иеговӑн* сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ, ытларах та ытларах ҫын ӗненме пуҫланӑ.
25 Варнавӑпа Савл вара тӑвансем пуҫтарнӑ пулӑшӑва Иерусалима илсе ҫитернӗ те Марк текен Иоана хӑйсемпе пӗрле илсе Антиохие таврӑннӑ.