129-МӖШ ЮРӐ
Малалла та чӑтӑмлӑ пулар
1. Хӗн-асапсене
Мӗнле чӑтса ирттермелле?
Тытӑпӑр асра
Христосӑн чаплӑ тӗслӗхне.
Нихҫан та манман вӑл
Пулас пиллӗхсене.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Пурне те чӑтаятпӑр.
Упрар ӗненӗве.
Нихҫан та парӑнмастпӑр —
Иегова пулӑшса пырать пире.
2. Йывӑр самана
Хурлантарать, паллах, чуна.
Курӑпӑр райра
Асапсӑр ырӑ пурнӑҫа.
Унта савӑнмашкӑн
Хурар мӗнпур вӑя.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Пурне те чӑтаятпӑр.
Упрар ӗненӗве.
Нихҫан та парӑнмастпӑр —
Иегова пулӑшса пырать пире.
3. Пирӗн хӑрама
Сӑлтавӗ ҫук — хӑюланар!
Туррӑмӑр кунне
Кӗтсе тӑрса хыпар сарар.
Ҫав вӑхӑт пит ҫывӑх.
Турра шанса тӑрар!
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Пурне те чӑтаятпӑр.
Упрар ӗненӗве.
Нихҫан та парӑнмастпӑр —
Иегова пулӑшса пырать пире.
(Ҫавӑн пекех Ап. ӗҫ. 20:19, 20; Иак. 1:12; 1 Петр 4:12—14 пӑхӑр.)