21-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Иегова сире вӑй парӗ
«Халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ» (2 КОР. 12:10, ҪХ).
73-МӖШ ЮРӐ Пире хӑюлӑх парсам
ҪАК СТАТЬЯРАa
1, 2. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?
ПАВЕЛ апостол Тимофее, тӗрӗссипе каласан пур христианина та, сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑма хавхалантарнӑ (2 Тим. 4:5). Эпир те ҫак канаша итлесшӗн. Ҫавах та сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑлах мар. Хӑш-пӗр тӑвансен ырӑ хыпар сарас тесен уйрӑмах хӑюллӑ пулмалла (2 Тим. 4:2). Сӑмахран, ӑҫта пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ, ҫав ҫӗршывра пурӑнакан тӑвансем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ырӑ хыпар каланишӗн вӗсене тӗрмене те лартма пултараҫҫӗ!
2 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула хуйха ӳкеҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӑвансене ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе нумай ӗҫлеме тивет. Вӗсем Иегова ӗҫӗнче хаваспах нумайрах тунӑ пулӗччӗҫ, анчах эрне вӗҫнелле вӗсен пӗр вӑй та юлмасть. Теприсем вӑраха кайнӑ чирпе чирленине пула е ватӑлнине пула ырӑ хыпара нумай сараймаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем килтен те тухаймаҫҫӗ. Хӑйсем пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлакан тӑвансем те пур. Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫри пӗр ҫӗршывра пурӑнакан Марияb ҫапла калать: «Пӗрмай йывӑр шухӑшсемпе кӗрешни мана халран ярать. Вара ырӑ хыпар сарма вӑй та, вӑхӑт та юлмарӗ тесе хама айӑплама пуҫлатӑп».
3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
3 Эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та, Иегова пире веҫех чӑтса ирттерме вӑй парать. Вара эпир сӑваплӑ ӗҫре хамӑр мӗн тума пултарнине тума пултарӑпӑр. Иегова пире мӗнле пулӑшнине сӳтсе явас умӗн айтӑр Павел апостолпа Тимофей тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсем йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иегова пулӑшнипе хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тума пултарнӑ.
ИЕГОВА ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӐЙ ПАРСА ТӐРАТЬ
4. Павелӑн мӗнле йывӑрлӑхсем тӳсме тивнӗ?
4 Павелӑн нумай йывӑрлӑх тӳсме тивнӗ. Ӑна хӗненӗ, тӗрмене хуптарнӑ, вӗлересшӗн те пулнӑ. Ҫав самантсенче ӑна уйрӑмах Иеговӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ (2 Кор. 11:23—25). Тата Павел йывӑр туйӑмсемпе кӗрешнӗ. Ҫакна вӑл пытарман (Рим 7:18, 19, 24). Унсӑр пуҫне, вӑл темӗнле чирпе чирленӗ пулас. Ҫав чир пирки вӑл хӑйне асаплантаракан сӑнӑ тенӗ. Павел ҫак сӑнӑран питӗ хӑтӑласшӑн пулнӑ, ҫавӑн пирки Иеговӑна та тархасланӑ (2 Кор. 12:7, 8).
5. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Павел мӗн тунӑ?
5 Иегова пулӑшса тӑнипе Павел йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма пултарнӑ. Сӑмахран, Римра килти арестра пулнӑ чухне вӑл ятлӑ-сумлӑ иудейсене тата, тен, Римри чиновниксене те ырӑ хыпар каланӑ (Ап. ӗҫ. 28:17; Флп. 4:21, 22). Тата вӑл императорӑн хурал салтакӗсене тата хӑй патне пыракан пур ҫынна та чӑнлӑха пӗлтернӗ (Ап. ӗҫ. 28:30, 31; Флп. 1:13). Ун чухнех Павел Иегова хавхалантарнипе ҫырусем ҫырнӑ. Ҫав ҫырусем вара халӗ те христиансене усӑ кӳреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Павел тӗслӗхӗ Римри христиансене хавхалантарнӑ, вара вӗсем «Турӑ Сӑмахне тата хӑюллӑрах, пӗр хӑрамасӑр» вӗрентме пуҫланӑ (Флп. 1:14). Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑй тӑвас килнӗ чухлӗ тӑвайман пулсан та, ырӑ хыпар сарас тесе хӑйӗнчен мӗн килнине веҫех тунӑ. Ҫавна пула вара ырӑ хыпар анлӑрах сарӑлнӑ (Флп. 1:12).
6. 2 Коринф 12:9, 10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павела сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма мӗн пулӑшнӑ?
6 Павел ҫакна ӑнланнӑ: вӑл хӑй вӑйӗпе мар, Турӑ вӑй панипе сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑ. Вӑл Туррӑн хӑвачӗ «халсӑрлӑхра туллин палӑрать» тесе каланӑ. (2 Коринф 12:9, 10 [ҪХ] вуласа парӑр.)c Иегова Павела святой сывлӑш панине пула Павел хӑйне хӗсӗрленине, тӗрмене хуптарнине тата ытти йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах хӑйне шанса панӑ ӗҫсене тума пултарнӑ.
7. Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑ чухне Тимофейӑн мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ?
7 Тимофейӑн та, Павелӑн шанчӑклӑ тусӗн, хӑйӗн ҫине мар, Туррӑн вӑйӗ ҫине шанмалла пулнӑ. Тимофей Павелпа ҫулҫӳревсене ҫӳренӗ. Унсӑр пуҫне, Павел Тимофее пухусене ҫӳресе тӑвансене хавхалантарма, ҫирӗплетме янӑ (1 Кор. 4:17). Тен, Тимофей «эпӗ ҫакна тума пултараймастӑп» тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа Павел ун патне: «Ҫамрӑк тесе сана никам та тиркемелле ан пултӑр»,— тесе ҫырнӑ (1 Тим. 4:12). Тата ҫав вӑхӑтра Тимофей тӑтӑшах чирленӗ (1 Тим. 5:23). Ҫапах та вӑл ҫакна пӗлсе тӑнӑ: ырӑ хыпар сарма тата тӑвансене хавхалантарма Иегова вӑй паратех! (2 Тим. 1:7).
ИЕГОВА ЙЫВӐРЛӐХСЕНЧЕ ШАНЧӐКЛӐ ПУЛМА ВӐЙ ПАРСА ТӐРАТЬ
8. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшса тӑрать?
8 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшас тесе «ытла та пысӑк хӑват» парса тӑрать (2 Кор. 4:7). Айтӑр Иегова пире мӗнле ҫирӗплетнине пӗлер тата кӗлтуни, Библи вулани, пирӗн тӑвансем тата ырӑ хыпар сарни пире мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар.
9. Кӗлтуни мӗнле пулӑшать?
9 Кӗлтуни. Эфес 6:18-мӗшӗнче Павел пире кирек хӑш вӑхӑтра та кӗлтума хавхалантарать. Кӗлтусассӑн вара Иегова пире вӑй парать. Ҫакна Боливире пурӑнакан Джонни хӑй ҫинче туйса илнӗ. Унӑн нумай йывӑрлӑх тӳсме тивнӗ. Пӗр вӑхӑтрах унӑн ашшӗ-амӑшӗ тата арӑмӗ йывӑр чирлесе ӳкнӗ. Вӗсене виҫҫӗшне те пӑхма Джонине питӗ йывӑр пулнӑ. Шел пулин те, унӑн амӑшӗ вилнӗ. Арӑмӗпе ашшӗ вара часах сывалман. Ҫав вӑхӑтсене аса илсе Джонни ҫапла калать: «Хама уйрӑмах йывӑр килнӗ чухне эпӗ хам мӗн туйнине пӗтӗмпех Иеговӑна каласа параттӑм. Ҫакӑ вара яланах пулӑшатчӗ». Иегова вӑй парса тӑнине пула Джонни пӗтӗмпех чӑтса ирттернӗ. Боливире пурӑнакан Роналд ятлӑ старейшинӑн амӑшӗ ракпа чирлесе кайнӑ. Роналд ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн уйӑх иртсен унӑн амӑшӗ вилсе кайнӑ. Ҫак инкеке чӑтса ирттерме ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла каласа парать: «Эпӗ Иеговӑна кӗлтуса хам чӗрере мӗн пуррине веҫех уҫса параттӑм. Иегова мана никамран та лайӑхрах ӑнланать. Эпӗ хама хам ҫапла лайӑх ӑнланаймастӑп». Хӑш-пӗр япаласем пире чӑтма ҫук йывӑр пек туйӑнма пултараҫҫӗ. Ун пек чухне вара кӗлӗре мӗн каламаллине те, тен, эпир пӗлместпӗр. Ҫавах та эпир хамӑр мӗн туйнине ӑнлантарса пама пултараймастпӑр пулсан та, Иегова пирӗнтен хӑйне кӗлтӑвасса кӗтет (Рим 8:26, 27).
10. Еврейсем 4:12-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн Библи вуламалла тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла?
10 Библи вулани. Павела Турӑ Сӑмахне вулани йӑпатнӑ тата вӑй кӗртнӗ. Пире те Библи вулани йӑпатать тата вӑй парса тӑрать (Рим 15:4). Библи вуланӑ тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшланӑ чухне Иегова пире святой сывлӑш парать. Вара эпир мӗн вуласа пӗлнипе хамӑр лару-тӑрура мӗнле усӑ курмаллине ӑнланма пултаратпӑр. (Еврейсем 4:12 вуласа парӑр.) Роналд ҫапла калать: «Эпӗ кашни каҫ Библи вулатӑп. Ҫакӑ манӑн йӑлана кӗнӗ. Эпӗ Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратса мӗнле пулӑшни ҫинчен нумай шухӑшлатӑп. Ҫакӑ мана вӑй кӗртет».
11. Упӑшки вилнӗ хӗрарӑм тӑвана Библи вулани мӗнле пулӑшнӑ?
11 Турӑ Сӑмахне вулани пире хамӑр йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать. Акӑ пӗр тӗслӗх. Пӗр хӗрарӑм тӑванӑн нумаях пулмасть упӑшки вилнӗ. Старейшина вара ӑна пулӑшас тесе Иов кӗнекене вулама сӗннӗ. Хӗрарӑм тӑван Иов кӗнекене вулама пуҫласан малтанах Иова айӑпланӑ. Вӑл ҫапла та шутланӑ: «Иов, япӑххи ҫинчен ҫеҫ шутласа лармалла мар!» Кайран вара хӗрарӑм тӑван хӑйӗн те ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑл пулнине ӑнланса илнӗ. Ҫакӑ ӑна пурнӑҫра ырри те пуррине аса илтернӗ. Вӑл Иегова тата вӑл паракан шанчӑк ҫинчен ытларах шутлама пуҫланӑ. Вара ҫакӑ ӑна ҫухатӑвне тӳсме вӑй панӑ.
12. Иегова пире тӑвансем урлӑ мӗнле ҫирӗплетет?
12 Пухури тӑвансем. Иегова пире тӑвансем урлӑ та ҫирӗплетет. Павел апостол хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенсем патне ҫапла ҫырса янӑ: «Сирӗнпе пӗрле хамӑр пӗр пек ӗненнипе савӑнмашкӑн манӑн сире питӗ курассӑм килет» (Рим 1:11, 12). Маларах асӑннӑ Мария та пухури тӑвансемпе хутшӑнма питӗ юратать. Вӑл ҫапла калать: «Иегова мана тӑвансем урлӑ пулӑшать. Ҫакна вара тӑвансем хӑйсем сисмеҫҫӗ те. Шӑп мана кирлӗ вӑхӑтра вӗсем ырӑ сӑмахсем калаҫҫӗ, открыткӑсем ярса параҫҫӗ. Ҫавӑн пекки вара час-часах пулкалать. Тата эпӗ хампа пӗр пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ хӗрарӑм тӑвансемпе калаҫатӑп тата вӗсем ҫак йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтерни ҫинчен ыйтса пӗлетӗп. Старейшинӑсем те пухури тӑвансем мана юратаҫҫӗ тесе шантараҫҫӗ».
13. Эпир пухура пӗр-пӗрне мӗнле хавхалантарма пултаратпӑр?
13 Эпир пухура пӗр-пӗрне хавхалантарма пултаратпӑр. Тӗлпулу умӗн е хыҫҫӑн пӗр-пӗр тӑвана хӑйне юратни ҫинчен тата вӑл мӗн тунине хаклани ҫинчен мӗншӗн калас мар-ха? Тӗслӗхрен, Питер ятлӑ старейшина пӗр хӗрарӑм тӑвана (унӑн упӑшки Иегова Свидетелӗ мар) пӗррехинче ҫапла каланӑ: «Сана пухура курма мӗн тери кӑмӑллӑ. Эсӗ хӑвӑн ултӑ ачуна та яланах тирпейлӗ тӑхӑнтартатӑн. Вӗсем пухура комментари пама та яланах хатӗр». Ҫак сӑмахсемшӗн хӗрарӑм тӑван питӗ пархатарлӑ пулнӑ, ун куҫӗсем те шывланнӑ. Вара вӑл ҫапла каланӑ: «Тавах сана, ҫак сӑмахсем мана паян мӗн тери кирлӗччӗ!»
14. Ырӑ хыпар сарни пире мӗнле пулӑшать?
14 Ырӑ хыпар сарни. Ҫынсем пире итлесен те, итлемесен те, ырӑ хыпар сарни пире вӑй кӗртет (Ытар. 11:25). Ҫакна Стейси ятлӑ хӗрарӑм тӑван хӑй ҫинче туйса илнӗ. Унӑн хурӑнташне пухуран кӑларса ярсан вӑл канӑҫа ҫухатнӑ тата хуйха ӳкнӗ. Вӑл пӗрмаях: «Ӑна пулӑшас тесе эпӗ веҫех турӑм-ши?» — тесе шутласа ҫӳренӗ. Пӑшӑрханнӑран Стейси урӑх ним ҫинчен те шутлама пултарайман. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Ырӑ хыпар сарни. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӑл хӑйӗн ҫинчен мар, ҫынсене мӗнле пулӑшасси ҫинчен шухӑшланӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Ун чухне эпӗ чӑнлӑхра хӑвӑрт ҫитӗнӳсем тӑвакан пӗр хӗрарӑмпа Библи вӗренме пуҫларӑм. Ку Иегова панӑ чӑн-чӑн парне пулчӗ. Чӑнах та, ырӑ хыпар сарни мана питӗ пулӑшрӗ».
15. Мария сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
15 Хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсен лару-тӑрӑвне пула «эпӗ Иеговӑшӑн нумай ӗҫлеме пултараймастӑп» тесе шутлама пултараҫҫӗ. Эсир те ҫапла шутлатӑр пулсан, ҫакна асра тытӑр: эсир хӑвӑртан мӗн килнине тунине курса Иегова питӗ савӑнать. Маларах асӑннӑ Мария ҫинчен аса илер. Вӑл урӑх вырӑна куҫса кайнӑ, унта вара ҫынсем урӑх чӗлхепе калаҫнӑ. Ҫавӑнпа Мария хӑйӗнчен ытлашши усси ҫук тесе шутлама пуҫланӑ. Вӑл ҫапла калать: «Пӗр вӑхӑт хушши эпӗ пухура кӗске комментари е Библирен сӑвӑ йӗрки вуласа пама ҫеҫ пултараттӑмччӗ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне те буклет ҫеҫ параттӑмччӗ». Чӗлхене япӑх пӗлнӗрен вӑл ыттисемпе танлаштарсан сӑваплӑ ӗҫре хӑй питӗ сахал тӑвать тесе шутланӑ. Анчах та вӑхӑт иртсен унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑннӑ. Мария ҫакна ӑнланнӑ: чӗлхене япӑх пӗлсен те Иегова ҫав-ҫавах унпа усӑ курма пултарать. Мария ҫапла та калать: «Библири чӑнлӑхсене ӑнланма ҫӑмӑл. Шӑп вӗсем ҫынсен пурнӑҫне улӑштараҫҫӗ».
16. Килтен тухма пултарайман тӑвансене мӗн вӑй пама пултарать?
16 Сывлӑх начар пулнӑран эпир килтен тухма пултараймастпӑр пулсан та, Иегова эпир уншӑн ӗҫлесшӗн пулнине курса тӑрать. Ҫавӑнпа вӑл хамӑра пӑхма килекенсене е тухтӑрсемпе медсестрасене ырӑ хыпар калама майсем уҫса парать. Эпир малтан Иеговӑшӑн мӗн чухлӗ ӗҫленине халь мӗн тунипе танлаштарсан хуйха ӳкме пултаратпӑр. Иегова пире мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшласан вара пирӗн кирек мӗнле йывӑрлӑха чӑтса ирттерме те вӑй пулӗ тата пирӗн савӑнӑҫ та пӗтмӗ.
17. Ырӑ хыпар сарни ӑнӑҫлӑ мар пек туйӑнсан та Екклесиаст 11:6-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн малалла та ырӑ хыпар сармалла?
17 Эпир акнӑ чӑнлӑх вӑррисенчен хӑшӗ шӑтса тухассине эпир пӗлместпӗр. (Екклесиаст 11:6 вуласа парӑр.) Ҫакӑ 80-ран иртнӗ Барбара тӗслӗхӗнчен курӑнать. Вӑл тӑтӑшах телефонпа тата ҫыру ҫырса ырӑ хыпар сарать. Пӗррехинче вӑл, хӑй пӗлмесӗрех, пухуран кӑларса янӑ пӗр мӑшӑр патне ҫыру ҫырса янӑ. Ҫырупа пӗрле вӑл 2014 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» те янӑ. Ҫав журналта «Что для вас сделал Бог» ятлӑ статья та пулнӑ. Ҫырӑва илнӗ мӑшӑр журнала темиҫе хут вуласа тухнӑ. Упӑшкине хӑйӗнпе Иегова калаҫнӑ пекех туйӑннӑ. Ҫав мӑшӑр 27 ҫул ытла пухӑва ҫӳремен. Ҫырӑва илсен вара вӗсем каллех пухӑва ҫӳреме тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Хӑй янӑ пӗр ҫыру ҫав мӑшӑр ҫине мӗнле витӗм кӳнине курсан Барбара ҫав тери хавхаланнӑ!
18. Иегова пире вӑй парса тӑтӑр тесен мӗн тумалла?
18 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иегова пире тӗрлӗ майпа вӑй парса тӑрать. Сӑмахран, пире кӗлтуни, Библи вулани, пухури тӑвансем тата ырӑ хыпар сарни ҫирӗплетет. Эпир Иеговӑран пулӑшу йышӑнатпӑр пулсан, вӑл пире пулӑшасса тата ҫакна тума вӑл пултарасса шаннине кӑтартатпӑр. Айтӑр хамӑр Ҫӳлти Аттене шанса тӑрар, мӗншӗн тесен вӑл «кам пӗтӗм чӗрипе унпа, ҫавсене ырӑ тӑвасшӑн хӑйӗн вӑйне» кӑтартать (2 Ҫулс. 16:9, ҪТ).
61-МӖШ ЮРӐ Свидетельсем, малалла утар!
a Эпир йывӑр саманара пурӑнатпӑр. Анчах та Иегова пире пӗтӗмпех чӑтса ирттерме вӑй парса тӑрать. Ҫак статьяра эпир Иегова Павела тата Тимофее хӑйсене шанса панӑ ӗҫе туса тӑма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, Иегова хальхи вӑхӑтра хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле тӑватӑ майпа пулӑшса тӑнине пӗлӗпӗр.
b Ятне улӑштарнӑ.
c 2 Коринф 12:9, 10, ҪХ: «Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: „Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать“. Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп. Ӗнтӗ эпӗ халсӑр чухне, хама кӳрентернӗ чухне, нушаллӑ чухне, хама хӗсӗрленӗ чухне, Христосшӑн асап курнӑ чухне хӗпӗртетӗп. Мӗншӗн тесен халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ».
d ӲКЕРЧӖК. Римра килти арестра пулнӑ чухне Павел пухусем патне ҫырусем ҫырать тата хӑйӗн патне килекенсене ырӑ хыпар калать.
e ӲКЕРЧӖК. Тимофей пухусене ҫӳресе тӑвансене хавхалантарать.