А5
Туррӑн ячӗ Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче
Библи тӗпчевҫисем Туррӑн ячӗ, тетраграмматон (יהוה), Еврей Ҫырӑвӗсен пирвайхи текстӗнче 7 000 хут патнелле тӗл пулнине йышӑнаҫҫӗ. Ҫапах та вӗсенчен нумайӑшӗ Христианла Грек Ҫырӑвӗсен пирвайхи текстӗнче вӑл тӗл пулмасть тесе шутлать. Ҫак сӑлтава пула хальхи вӑхӑтра Ҫӗнӗ Халалри кӗнекесене куҫарнӑ чухне Иегова ята текста кӗртмеҫҫӗ. Тетраграмматон тӗл пулакан Еврей Ҫырӑвӗсенчен илнӗ цитатӑсене куҫарнӑ чухне те куҫаракансенчен нумайӑшӗ Туррӑн ячӗ вырӑнне «Ҫӳлхуҫа» сӑмахпа усӑ курать.
«Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару ҫак анлӑ сарӑлнӑ йӑлана тытса тӑмасть. Ҫак куҫарура Иегова ят Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче 237 хут тӗл пулатьa. Ҫакна тума шутланӑ чухне куҫаракансем икӗ питӗ кирлӗ япалана шута илнӗ: 1) Пирӗн вӑхӑтчен упранса юлнӑ Христианла Грек Ҫырӑвӗсен алҫырӑвӗсем пирвайхи текстсем мар. Пирӗн вӑхӑтчен упранса юлнӑ пин-пин копирен ытларахӑшне пирвайхи текстсене ҫырнӑ хыҫҫӑн сахалтан та 200 ҫул иртсен тунӑ. 2) Ҫав вӑхӑтра ҫырса илекенсем тетраграмматона Ки́риос (Ҫӳлхуҫа) текен грек сӑмахӗпе улӑштарнӑ е кописене тетраграмматона улӑштарнӑ алҫырусенчен тунӑ.
«Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӑн Комитечӗ тетраграмматон пирвайхи грек алҫырӑвӗсенче пулни паллӑ тесе шутлать. Ҫапла шутлама ҫакӑн пек фактсем пур:
Иисус тата унӑн апостолӗсем пурӑннӑ вӑхӑтра Еврей Ҫырӑвӗсен копийӗсен текстӗнче тетраграмматон тӗл пулнӑ. Унччен хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑнпа килӗшмен. Анчах та Кумран таврашӗнче пирӗн эрӑри I ӗмӗрте тунӑ Еврей Ҫырӑвӗсен алҫырӑвӗсене тупнӑ хыҫҫӑн иккӗленме пӗр сӑлтав та юлман.
Иисус тата унӑн апостолӗсем пурӑннӑ вӑхӑтра тетраграмматон Еврей Ҫырӑвӗсен грекла куҫарнӑ тексчӗсенче те тӗл пулнӑ. Ӗмӗрсем хушши тӗпчевҫӗсем тетраграмматон Еврей Ҫырӑвӗсен грекла куҫарӑвӗнче, Септуагинтӑра, ҫук тесе шутланӑ. Анчах та XX ӗмӗр варринче Иисус Христос пурӑннӑ вӑхӑтри Септуагинтӑн авалхи алҫырӑвӗн пайӗсене тупнӑ пулнӑ. Унта Туррӑн ятне еврей саспаллисемпе ҫырни тӗл пулнӑ. Апла Иисус пурӑннӑ чухне Туррӑн ячӗ грекла куҫарнӑ Еврей Ҫырӑвӗсен копийӗсенче тӗл пулнӑ. Анчах та пирӗн эрӑри IV ӗмӗрте тунӑ грек Септуагинтин алҫырӑвӗсенче, сӑмахран, Ватикан кодексӗнче тата Синай кодексӗнче, Туррӑн ячӗ тӗл пулмасть. Ҫавӑнпа та ҫав вӑхӑтра тунӑ Ҫӗнӗ Халалӑн алҫырӑвӗсенче, е Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче, Туррӑн ячӗ пулманни тӗлӗнтермест.
Пӗррехинче Турра кӗлтунӑ чухне Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫынсене эпӗ санӑн ятна пӗлтертӗм»
Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче каланӑ тӑрӑх, Иисус час-часах Туррӑн ячӗпе усӑ курнӑ тата ӑна ыттисене пӗлтернӗ. Пӗррехинче Турра кӗлтунӑ чухне Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫынсене эпӗ санӑн ятна пӗлтертӗм». Тата вӑл Туррӑн ятне ыттисене пӗлтересси ҫинчен те каланӑ (Иоанн 17:6, 11, 12, 26).
Библин пӗрремӗш пайӗнче (Еврей Ҫырӑвӗсенче) Иегова ят тӗл пулнӑ пулсан, кайран вара унӑн тепӗр пайӗнчен (Христианла Грек Ҫырӑвӗсенчен) — ӑна та Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ — ҫак ят ӑнсӑртран ҫухалнӑ пулсан, ҫакӑ ҫыхӑнуллӑ пулман пулӗччӗ. Пӗрремӗш ӗмӗр варринче Христосӑн вӗренекенӗ Иаков Иерусалимри старейшинӑсене ҫапла каланӑ: «Турӑ ытти халӑх ҫыннисенчен хӑй ячӗпе ҫӳрекен халӑх пуҫтарас тесе вӗсене йышӑнма пуҫлани ҫинчен Симеон тӗплӗн каласа пачӗ» (Апостолсен ӗҫӗсем 15:14). Пӗрремӗш ӗмӗрте никам та Туррӑн ятне пӗлмен е унпа усӑ курман пулсан, Иаков мӗн калани пуш сӑмах кӑна пулнӑ пулӗччӗ.
Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Турӑ ячӗн кӗскетнӗ форми тӗл пулать. Ӳлӗмхи 19:1, 3, 4, 6 сӑвӑ йӗркисенче усӑ курнӑ «аллилуйя» сӑмахра Туррӑн ячӗ пур. «Аллилуйя» тени, авалхи еврей чӗлхинчен сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Йаха мухтӑр» тенине пӗлтерет. Йах вӑл — Иегова ятӑн кӗске форми. Чӑвашла кӑларнӑ ҫак куҫарура «аллилуйя» тенине «Иеговӑна мухтӑр» тесе куҫарнӑ. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче усӑ курнӑ чылай ят Турӑ ятӗнчен пулса кайнӑ. Сӑмахран, справочниксем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Иисус ят «Иегова ҫӑлӑнӑҫ» тенине пӗлтерет.
Христиансем пулса тӑнӑ еврейсем хӑйсен алҫырӑвӗсенче Туррӑн ячӗпе усӑ курни иудейсен авалхи алҫырӑвӗсенчен курӑнать. Пирӗн эрӑри III ӗмӗр вӗҫӗнче — IV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тунӑ Тосефтӑра (сӑмах вӗҫҫӗн панӑ законсен пуххинче) христиансен алҫырӑвӗсене шӑматкун ҫунтарса янӑ пулсан вӗсемпе мӗн тумалли пирки ҫапла каланӑ: «Евангелисене тата минсен [ҫакӑ еврейсем пулнӑ христиансене пӗлтерет пулмалла] кӗнекисене пушартан хӑтармаҫҫӗ, вӗсене тата вӗсенчи Туррӑн ятне вутра ҫунма хӑвараҫҫӗ». Малалла унта пирӗн эрӑри II ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пурӑннӑ Галилея Йосейӗ раввинӑн сӑмахӗсене илсе панӑ. Вӑл эрненӗн ытти кунӗсенче «Туррӑн ятне ҫырнӑ вырӑнсене касса илсе пытарса хумалла, ыттине вара ҫунтарса ямалла» тенӗ.
Библи тӗпчевҫисенчен хӑшӗ-пӗрисем Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Еврей Ҫырӑвӗсенчен илсе панӑ цитатӑсенче Туррӑн ячӗ упранса юлнӑ пулас тесе шутлаҫҫӗ. Пӗр Библи словарӗнчи «Тетраграмматон Ҫӗнӗ Халалра» текен статьяра ҫапла каланӑ: «Ҫӗнӗ Халалӑн малтанхи алҫырӑвӗсенче тетраграмматон, Туррӑн ячӗ, Яхве, Авалхи Халалран илсе панӑ хӑш-пӗр цитатӑсенче е пур цитатӑра та пулнӑ тесе шутлама сӑлтавсем пур» (The Anchor Bible Dictionary). Библи тӗпчевҫи Джордж Ховард ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрремӗш ӗмӗрти чиркӳ Сӑваплӑ Ҫыру тесе шутланӑ грекла Библире [Септуагинтӑра] тетраграмма ун чухне тӗл пулнӑ. Эппин, Ҫӗнӗ Халалри кӗнекесене ҫыракансем Сӑваплӑ Ҫыруран цитатӑсене илсе панӑ чухне Библири текстра тетраграммӑна ҫырнӑ тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать».
Ятлӑ-сумлӑ Библи куҫаракансем Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Туррӑн ячӗпе усӑ курнӑ. Ҫав куҫаракансенчен хӑшӗ-пӗрисем «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару тухичченех хӑйсен куҫарӑвӗсенче Туррӑн ятне ҫырнӑ. Акӑлчанла куҫарусем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: A Literal Translation of the New Testament... From the Text of the Vatican Manuscript (Herman Heinfetter, 1863); The Emphatic Diaglott (Benjamin Wilson, 1864); The Epistles of Paul in Modern English (George Barker Stevens, 1898); St. Paul’s Epistle to the Romans (W. G. Rutherford, 1900); The New Testament Letters (J.W.C. Wand, Bishop of London, 1946). Унсӑр пуҫне, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Пабло Бессон испанла тунӑ куҫарура Иегова ят Лука 2:15-мӗшӗнче тата Иуда 14-мӗшӗнче, ҫавӑн пекех 100 хут ытла сноскӑсенче тӗл пулать. Унччен маларах, XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, Христианла Грек Ҫырӑвӗсен еврейла куҫарӑвӗсенче тетраграмматонпа час-часах усӑ курнӑ. Иегова ята (е Яхве ята) Христианла Грек Ҫырӑвӗсен нимӗҫле тунӑ сахалтан та 11 куҫарӑвӗнче усӑ курнӑ, тӑватӑ куҫарӑвӗнче вара ҫак ята «Ҫӳлхуҫа» сӑмах хыҫҫӑн скобкӑра илсе панӑ. 70 ытла нимӗҫле куҫарура Туррӑн ячӗ сноскӑсенче е комментарисенче пур.
Ҫӗр ытла чӗлхепе кӑларнӑ Библи куҫарӑвӗсенчи Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Туррӑн ячӗ пур. Азири, Америкӑри, Африкӑри, Европӑри тата Лӑпкӑ океанри утравсем ҫинче пурӑнакансен нумай чӗлхипе тунӑ куҫарусенче Туррӑн ячӗ пӗрре анчах мар тӗл пулать. (Ҫак чӗлхесен списокне 482-мӗшпе 483-мӗш страницӑсенче илсе панӑ.) Ҫӳлерех асӑннӑ сӑлтавсем евӗрлӗ сӑлтавсене пула ҫак кӑларӑмсене тунӑ куҫаракансем Туррӑн ячӗпе усӑ курма шутланӑ. Ҫав куҫарусенчен хӑшӗ-пӗрисем нумаях пулмасть тухнӑ. Сӑмахран, ротума чӗлхипе кӑларнӑ Библире (1999) Туррӑн ячӗ 48 сӑвӑ йӗркинче 51 хут тӗл пулать. Ҫавӑн пекех Индонезири чӗлхесенчен пӗринпе — батак (тобо) чӗлхипе — тухнӑ куҫарура (1989) ҫав ят 110 хут тӗл пулать.
Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Туррӑн ятне, Иегова ята, хӑйӗн вырӑнне тавӑрма пур сӑлтав та пурри пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура шӑп ҫапла тунӑ та. Куҫаракансем Турӑран хӑранӑран тата унӑн ятне хисепленӗрен пирвайхи текстра мӗн пулнӑ, ҫавна кӑларса пӑрахман (Ӳлӗмхи 22:18, 19).
a Унсӑр пуҫне, Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Турӑ ячӗн кӗске форми 4 хут тӗл пулать. Чӑвашла тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура ҫав вырӑнсенче те «Иегова» тесе ҫырнӑ.