Вырсарникун, октябрӗн 18-мӗшӗ
Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, санӑн яту сӑваплӑ пултӑр (Матф. 6:9).
Иеговӑна юратнӑран эпир унӑн ятне сӑваплӑ тӑвасшӑн. Шуйттан сӗмсӗр суя каласа Турӑ ятне вараланӑ, эпир вара унӑн сӑмахӗсем тӗрӗс мар пулнине кӑтартасшӑн (Пулт. 3:1—5; Иов 2:4; Иоанн 8:44). Хамӑра итлес текенсене Турӑ ҫинчен чӑнлӑха каласа парса эпир ун хутне кӗретпӗр. Эпир ытти ҫынсем те хамӑр мӗн пӗлнине пӗлччӗр тетпӗр. Иеговӑн чи чаплӑ енӗ — юрату. Вӑл тӳрӗлӗхпе тата тӗрӗслӗхпе ертсе пырать. Унӑн Патшалӑхӗ кӗҫех пур хӗн-асапа та пӗтерӗ тата пур этемлӗхе мирпе телей кӳрӗ (Пс. 36:10, 11, 29; 1 Иоанн 4:8). Иегова ҫинчен ҫак чӑнлӑхсене каласа парса эпир унӑн ятне сӑваплӑ тӑватпӑр. Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май ҫак ятпа килӗшӳллӗн пурӑнни те пире телей кӳрет. w24.05 18 с., 12 абз.
Тунтикун, октябрӗн 19-мӗшӗ
Эсӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ чухне чухӑннисене, чӑлаххисене, уксаххисене, суккӑррисене чӗн, вара эсӗ телейлӗ пулӑн, мӗншӗн тесен вӗсем сана ҫавӑншӑн нимӗн те параймаҫҫӗ. Уншӑн сана тӳрӗ ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ чухне ырӑпа тавӑрса парӗҫ (Лука 14:13, 14).
Арҫын тӑвансем, эсир хӑвӑр ҫывӑх туссене кӑна мар, пурне те ырӑ тунипе «хӑналама юратакан» пулнине кӑтартатӑр (1 Пётр 4:9). Библие ӑнлантарса паракан пӗр справочникра хӑналама юратакан ҫын пирки ҫапла каланӑ: «Унӑн ҫурчӗн те, чӗрин те алӑкӗ палламан ҫынсем валли ялан уҫӑ». Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Мана пухӑва килекен хӑнасене хапӑл тусах йышӑнакан ҫын пек пӗлеҫҫӗ-и?» (Евр. 13:2, 16). Хӑналама юратакан ҫын пур хӑнапа та, пуянах маррисемпе те, район старейшинисемпе те, сӑмах тухса калама килнӗ тӑвансемпе те, тӑвансене хавхалантарас тесе нумай тӑвакан Иеговӑн ытти ӗҫлекенӗсемпе те тараватлӑ (Пулт. 18:2—8; Ытар. 3:27; Ап. ӗҫ. 16:15; Рим 12:13). w24.11 21 с., 6 абз.
Ытларикун, октябрӗн 20-мӗшӗ
Хатӗр пулнӑ хӗрсем унпа пӗрле туй иртекен ҫурта кӗнӗ (Матф. 25:10).
Иисус кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ 10 хӗр ҫинчен ытарӑш каласа панӑ (Матф. 25:1—4). Вӗсем пурте туй иртекен ҫурта кӗресшӗн пулнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшне Иисус ӑслӑ-тӑнлӑ, тепӗр пиллӗкӗшне вара ӑссӑр тенӗ. Ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрсем лайӑх хатӗрленнӗ тата вӗсем кӗрӳ каччӑна мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ — каҫ пуличченех кӗтме хатӗр пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем ҫутаткӑҫсемпе пӗрле ҫу савӑчӗсене те илнӗ (Матф. 25:6—10). Кӗрӳ каччӑ килсен ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрсем унпа пӗрле туй иртекен ҫурта кӗнӗ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисен те Христос киличчен сыхӑ тӑмалла тата шанчӑклӑ тӑрса юлмалла. Вара вӗсем хӑйсен наградине илсе Кӗрӳ каччӑпа, Иисуспа, пӗрле ҫӳлти Патшалӑхра пулма тивӗҫлӗ пулӗҫ (Ӳлӗм. 7:1—3). w24.09 21 с., 6 абз.