Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Паян

Кӗҫнерникун, апрелӗн 30-мӗшӗ

Ҫӳлхуҫа санӑн ҫылӑхна каҫарчӗ; эсӗ вилместӗн (2 Пат. 12:13).

Иегова питӗ хӗрхенекен кӑмӑллӑ тата вӑл «никам та ан пӗттӗр... тет» (2 Пётр 3:9). Йывӑр ҫылӑхсем тунӑ ҫынсене хӗрхеннине вӑл мӗнле кӑтартнӑ? Тӗслӗхшӗн Давид патшана илер. Вӑл темиҫе йывӑр ҫылӑх тунӑ. Сӑмахран, аскӑн ӗҫ тунишӗн тата ҫынна вӗлернишӗн айӑплӑ пулнӑ. Анчах та Давид ӳкӗннӗ, ҫавӑнпа та Иегова ӑна хӗрхенсе каҫарнӑ (2 Пат. 12:1—12). Манассия патша та пурнӑҫӗ тӑршшӗпе тенӗ пекех тискер ӗҫсем тунӑ. Иегова ҫакӑн пек ҫынна та, вӑл ӳкӗннине кура, хӗрхенсе каҫарнӑ (2 Ҫул. 33:9—16). Ҫак тӗслӗхсем Иегова май пур чухне яланах каҫарнине аса илтереҫҫӗ. Вӑл ҫавӑн пек ҫынсене чӗртсе тӑратӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, хӑйсем мӗн тери йывӑр ҫылӑхсем тунине ӑнланса илсен, ӳкӗннӗ. w24.05 4 с., 12 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2026

Эрнекун, майӑн 1-мӗшӗ

Турӑ ҫынна камне кура уйӑрмасть (Рим 2:11).

Иегова израильтянсене Египет чуралӑхӗнчен хӑтарсан, вӗсене сӑваплӑ чатӑр тума хушнӑ. Тата унта ӗҫлесе тӑма священниксемпе левитсене лартнӑ. Ҫакӑ сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлекенсемшӗн е унпа юнашар пурӑнакансемшӗн Иегова лайӑхрах тӑрӑшнине пӗлтерет-и? Ҫук, вӑл ҫынна камне кура уйӑрмасть. Кашни израильтянин Иеговӑн тусӗ пулма пултарнӑ. Сӑмахран, Турӑ чатӑр тӗлӗнче тӑракан вут юпапа пӗлӗт юпана пӗтӗм халӑха курӑнмалла тунӑ (Тух. 40:38). Пӗлӗт халӑха урӑх вырӑна илсе каймашкӑн ҫӗкленсен ӑна тапӑр хӗрринче пурӑнакансем те курнӑ. Ҫавна пула вӗсем хӑйсен чатӑрӗсемпе япалисене вӑхӑтра пуҫтарса ыттисемпе пӗрле ҫула тухма пултарнӑ (Йыш. 9:15—23). Паян та ҫавӑн пекех: эпир кирек ӑҫта пурӑнсан та, пире юратакан Турӑ хамӑра ертсе пырӗ тата хӳтӗлӗ. w24.06 4 с., 10—12 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2026

Шӑматкун, майӑн 2-мӗшӗ

Пирӗн тарас пулать — Авессаломран пире ҫӑлӑнӑҫ пулмӗ (2 Пат. 15:14).

Авессалом патша пулса тӑрасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа та хӑйӗн ашшӗне, Давида, вӗлерме шутланӑ (2 Пат. 15:12, 13). Давидӑн тӑхтаса тӑмасӑр Иерусалимран тармалла пулнӑ. Хӑйсем хуларан тарнӑ чухне Давид Иерусалимра шанчӑклӑ ҫынсене хӑвармаллине ӑнланса илнӗ, мӗншӗн тесен Авессалом мӗн тӑвасшӑн пулнине пӗлтерекенсем пулччӑр тенӗ (2 Пат. 15:27—29). Ҫак ӗҫе Давид Садокпа ытти священниксене шанса панӑ. Вӗсен питӗ асӑрхануллӑ пулмалла пулнӑ. Давид план тунӑ та Садокпа тепӗр хӑйӗн шанчӑклӑ тусне, Хусие, хӑйне пулӑшма ыйтнӑ (2 Пат. 15:32—37). Ҫав планпа килӗшӳллӗн Хусий Авессалом шанӑҫне кӗнӗ те Давида мӗнле ҫӗнтермелли пирки канаш панӑ. Ҫавна пула Давид хатӗрленме пултарнӑ. Хусий вара Садокпа Авиафара хӑй Авессалома мӗнле канаш панине каланӑ (2 Пат. 17:8—16). Лешӗсем Давида пӗлтернӗ. Ҫапла вӗсем Давидӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ (2 Пат. 17:21, 22). w24.07 5 с., 9, 10 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2026
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр