Матфей
14 Ҫав вӑхӑтра И́род*, Галиле́я ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ*, Иисус ҫинчен каланине илтнӗ те 2 хӑйӗн тарҫисене каланӑ: «Ку Шыва кӗртекен Иоанн. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, акӑ мӗншӗн вӑл ҫакӑн пек хӑватлӑ ӗҫсем тума пултарать». 3 Унччен И́род Иоана арестленӗ те сӑнчӑрласа тӗрмене хуптарнӑ пулнӑ. Ҫавна вӑл Иродиа́дӑшӑн, хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмӗшӗн, тунӑ, 4 мӗншӗн тесен Иоанн Ирода: «Закон тӑрӑх вӑл санӑн арӑму пулма пултараймасть», — тенӗ. 5 И́род Иоана вӗлересшӗн пулнӑ, анчах ҫынсенчен хӑранӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Иоана пророк тесе шутланӑ. 6 И́родӑн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне Иродиа́дӑн хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташланӑ, Ирода вара ҫакӑ питӗ килӗшнӗ. 7 Ҫавӑнпа вӑл, лешӗ кирек мӗн ыйтсан та, ҫавна паратӑп тесе тупа тунӑ. 8 Вара хӗр хӑйӗн амӑшӗ хӗтӗртнипе каланӑ: «Мана Шыва кӗртекен Иоанӑн пуҫне тирӗк ҫине хурса илсе килсе пар». 9 Патша ҫакна илтсен хурланнӑ пулин те, хӑнасем умӗнче тупа тунӑран хӗре Иоанӑн пуҫне пама хушнӑ. 10 Вара вӑл салтаксене Иоанӑн пуҫне касма тӗрмене янӑ. 11 Унӑн пуҫне тирӗкпе хӗре илсе килсе панӑ, вӑл вара ӑна хӑйӗн амӑшне кайса панӑ. 12 Каярахпа Иоанӑн вӗренекенӗсем пынӑ та унӑн кӗлеткине илсе кайса пытарнӑ. Унтан вӗсем Иисус патне кайса ӑна веҫех каласа панӑ. 13 Ҫакна илтсен, Иисус пӗччен пулас тесе кимӗ ҫине ларса ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ. Анчах тӗрлӗ хулари ҫынсем ҫакӑн ҫинчен пӗлсен унта ҫуран кайнӑ.
14 Вӑл кимӗ ҫинчен тухсан халӑх питӗ нумаййӑн пухӑннине курнӑ. Вӑл вӗсене питӗ шелленӗ, вара чирлисене сыватнӑ. 15 Каҫ пулсан, вӗренекенӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: «Ку — ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулчӗ. Ҫынсене яр, вӗсем ялсене кайса хӑйсем валли апат туянччӑр». 16 Анчах Иисус вӗсене каланӑ: «Вӗсен ниҫта та каймалла мар, ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр». 17 Вӗсем ӑна: «Пирӗн пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук», — тенӗ. 18 Иисус: «Вӗсене мана илсе килсе парӑр-ха», — тенӗ. 19 Вара вӑл ҫынсене курӑк ҫине ларма каланӑ. Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илнӗ те тӳпенелле пӑхса кӗлтунӑ*, унтан ҫӑкӑрсене хуҫса вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара ҫынсене валеҫсе панӑ. 20 Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене 12 карҫинкка туллиех пуҫтарнӑ. 21 Ҫиекенӗсем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, 5 000-е яхӑн арҫын пулнӑ. 22 Ҫакӑн хыҫҫӑнах вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса ҫыран тепӗр енне ишсе кайма хушнӑ. Хӑй вара халӑха ӑсатма тӑрса юлнӑ.
23 Ҫынсене ӑсатса янӑ хыҫҫӑн Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Тӗттӗмленсен те вӑл унта пӗчченех пулнӑ. 24 Кимӗ вара ҫырантан темиҫе ҫӗр метр* аякра пулнӑ, ҫил хирӗҫ вӗрнӗрен хумсем кимме ҫапма пуҫланӑ. 25 Тул ҫутӑласпа* вӑл вӗренекенӗсем патне тинӗс ҫийӗпе утса кайнӑ. 26 Вӑл тинӗс ҫийӗпе утнине курсан вӗренекенӗсем шикленсе ӳкнӗ. Вӗсем: «Ку мӗлке!» — тенӗ те хӑранипе кӑшкӑрса янӑ. 27 Анчах Иисус вӗсене каланӑ: «Хӑюллӑ пулӑр! Ан хӑрӑр, ку эпӗ». 28 Пётр ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, ку эсех пулсан, мана хӑвӑн патна шыв ҫийӗпе утса пыма хуш». 29 Иисус ӑна: «Кил», — тенӗ. Пётр вара кимӗ ҫинчен анса Иисус патне шыв ҫийӗпе утса кайнӑ. 30 Анчах ҫил-тӑвӑл ҫине пӑхсан вӑл хӑраса ӳкнӗ те пута пуҫланӑ, вара вӑл: «Ҫӳлхуҫа, ҫӑлсам мана!» — тесе кӑшкӑрса янӑ. 31 Иисус тӳрех аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ та: «Ӗненӳ ӑҫта санӑн?* Мӗншӗн эсӗ иккӗленме пуҫларӑн?» — тенӗ. 32 Вӗсем кимӗ ҫине ларнӑ хыҫҫӑн ҫил-тӑвӑл лӑпланнӑ. 33 Вара кимӗ ҫинче пулнисем Иисус умне ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: «Эсӗ чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ». 34 Тепӗр енне каҫсан, вӗсем Геннисаре́т ҫӗрне ҫитнӗ.
35 Иисуса палласа илсен, унта пурӑнакан ҫынсем вӑл килни ҫинчен ҫав таврари пур ҫӗре те хыпар янӑ, вара ҫынсем чирлисене пурне те ун патне илсе пынӑ. 36 Вӗсем ӑна хӑвӑн ҫиелти тумтирӳн аркин ҫӳҫине сӗртӗнтерсем тесе йӑлӑннӑ. Камсем сӗртӗннӗ, ҫавсем пурте сывалнӑ.