Матфей
25 Ун чухне ҫӳлти Патшалӑх ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ 10 хӗр евӗрлӗ пулӗ. 2 Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑссӑр пулнӑ, пиллӗкӗшӗ ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ. 3 Ӑссӑр хӗрсем ҫутаткӑҫӗсене илнӗ, анчах ҫӑвне илмен. 4 Ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрсем вара ҫутаткӑҫӗсемпе пӗрле ҫу янӑ савӑчӗсене те илнӗ. 5 Кӗрӳ каччӑ час пырайманран хӗрсене пурне те ыйхӑ пусма пуҫланӑ, вара вӗсем ҫывӑрсах кайнӑ. 6 Ҫӗр варринче кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ: „Кӗрӳ каччӑ килет! Ӑна хирӗҫ тухӑр!“ 7 Вара хӗрсем пурте тӑнӑ та ҫутаткӑҫӗсене хатӗрленӗ. 8 Ӑссӑр хӗрсем ӑслӑ-тӑнлисене каланӑ: „Пире кӑштах ҫу парӑр-ха, пирӗн ҫутаткӑҫсем сӳнме пуҫларӗҫ“. 9 Анчах ӑслӑ-тӑнлисем ҫапла хуравланӑ: „Пире пурне те ҫу ҫитмесен те пултарать. Пирӗнтен иличчен ҫу сутакансем патне кайӑр та хӑвӑр валли туянӑр“. 10 Лешӗсем ҫу туянма кайсан, кӗрӳ каччӑ ҫитнӗ. Хатӗр пулнӑ хӗрсем унпа пӗрле туй иртекен ҫурта кӗнӗ. Алӑка вара вӗсем хыҫҫӑн хупса хунӑ. 11 Тепӗртакран леш пилӗк хӗр килнӗ те: „Хуҫамӑр! Хуҫамӑр! Пире уҫса кӗртсем!“ — тенӗ. 12 Анчах вӑл вӗсене: „Чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп“, — тенӗ.
13 Ҫавӑнпа та сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесен кунне те, сехетне те пӗлместӗр.
14 Тата ҫӳлти Патшалӑх ют ҫӗршыва тухса каяс умӗн хӑйӗн чурисене чӗнсе вӗсене хӑйӗн пурлӑхне шанса панӑ ҫын евӗрлӗ. 15 Вӑл кашнин пултарулӑхне кура пӗрне пилӗк талант*, теприне икӗ талант* тата теприне пӗр талант* панӑ та ҫула тухса кайнӑ. 16 Пилӗк талант илнӗ чура ӑна тӳрех ӗҫе хывнӑ та тата пилӗк талант тупӑш тунӑ. 17 Ҫавнашкалах икӗ талант илни те тата икӗ талант тупӑш тунӑ. 18 Пӗр талант илнӗ чура вара кайнӑ та хӑйӗн хуҫин укҫине ҫӗре чавса пытарнӑ.
19 Чылай вӑхӑт иртсен, ҫав чурасен хуҫи таврӑннӑ та лешӗсем хӑйӗн укҫипе мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫланӑ. 20 Пилӗк талант илнӗ чура тата тепӗр пилӗк талант илсе пынӑ та каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана пилӗк талант парса хӑварнӑччӗ. Акӑ кур, эпӗ вӗсемпе тата пилӗк талант тупӑш турӑм“. 21 Хуҫи ӑна каланӑ: „Маттур, эсӗ ырӑ та шанчӑклӑ чура! Эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, ҫавӑнпа эпӗ сана нумаййине шанса паратӑп. Хӑвӑн хуҫупа пӗрле савӑн“. 22 Унтан икӗ талант илнӗ чура пынӑ та ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана икӗ талант парса хӑварнӑччӗ. Акӑ кур, эпӗ унпа тата икӗ талант тупӑш турӑм“. 23 Хуҫи ӑна каланӑ: „Маттур, эсӗ ырӑ та шанчӑклӑ чура! Эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, ҫавӑнпа эпӗ сана нумаййине шанса паратӑп. Хӑвӑн хуҫупа пӗрле савӑн“.
24 Юлашкинчен пӗр талант илнӗ чура пынӑ та каланӑ: „Хуҫам, эсӗ хытӑ ыйтакан ҫын иккенне эпӗ пӗлнӗ. Эсӗ акман ҫӗрте выратӑн, сӑвӑрман* ҫӗрте пуҫтаратӑн. 25 Ҫавӑнпа хӑраса ӳкнипе кайрӑм та санӑн талантна ҫӗре чавса пытарса хутӑм. Акӑ, ил хӑвӑн укҫуна“. 26 Хуҫи ӑна ҫапла каланӑ: „Усал та кахал чура! Эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗлни ҫинчен хӑвах каларӑн. 27 Апла санӑн ман укҫана* усламҫӑсене кайса памаллаччӗ*, вара таврӑнсан эпӗ ӑна процентсемпе илнӗ пулӑттӑм“.
28 Унтан вӑл хӑйӗн тарҫисене каланӑ: „Таланта унран туртса илӗр те вунӑ талантлӑ чурана парӑр. 29 Мӗншӗн тесен камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, вара унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне мӗн пуррине те туртса илӗҫ. 30 Ҫак ниме юрӑхсӑр чурана тӗттӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр. Унта вӑл уласа макӑрӗ тата шӑлне шатӑртаттарӗ“.
31 Этем Ывӑлӗ хӑйӗн мухтавӗпе тата хӑйӗн мӗнпур ангелӗпе килсен хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларӗ. 32 Ун умне пур халӑхсене те пухӗҫ. Вӑл вара пӗр ҫынна тепринчен кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ. 33 Сурӑхсене вӑл хӑйӗн сылтӑм енне, качакасене сулахай енне тӑратӗ.
34 Вара Патша сылтӑм енчисене ҫапла калӗ: „Манӑн Атте пилленисем, килӗр. Сире валли тӗнче никӗсне хывнӑранпах хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха еткерлӗхе илӗр. 35 Вӗт эпӗ выҫӑ пулнӑ чухне эсир мана ҫитертӗр, ӗҫес килнӗ чухне ӗҫтертӗр, ҫул ҫӳренӗ чухне мана хапӑл туса йышӑнтӑр, 36 ҫарамас* пулнӑ чухне мана тумлантартӑр, чирленӗ чухне мана пӑхрӑр, тӗрмере ларнӑ чухне ман пата пырса кайрӑр“. 37 Тӳрӗ ҫынсем вара унран ҫапла ыйтӗҫ: „Ҫӳлхуҫа, хӑҫан эпир эсӗ выҫӑ пулнине курса сана ҫитертӗмӗр е санӑн ӗҫес килнӗ чухне сана ӗҫтертӗмӗр? 38 Хӑҫан эсӗ ҫул ҫӳренине курса сана хапӑл туса йышӑнтӑмӑр е ҫарамас пулнине курса сана тумлантартӑмӑр? 39 Хӑҫан эсӗ чирленине е тӗрмере ларнине курса эпир сан пата пырса кайрӑмӑр?“ 40 Патша вара вӗсене ҫапла хуравлӗ: „Чӑн калатӑп сире: эсир ҫаксене ман кӗҫӗн тӑвансенчен пӗриншӗн туни маншӑн туниех пулчӗ“.
41 Унтан Патша сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Ылханлисем, кайӑр ман патран! Шуйттанпа* унӑн ангелӗсем валли хатӗрлесе хунӑ ӗмӗр-ӗмӗр ҫунакан вута кайӑр. 42 Эпӗ выҫӑ пулнӑ чухне эсир мана ҫитермерӗр, манӑн ӗҫес килнӗ чухне мана ӗҫтермерӗр. 43 Эпӗ ҫул ҫӳренӗ чухне эсир мана хапӑл туса йышӑнмарӑр, ҫарамас пулнӑ чухне мана тумлантармарӑр, чирленӗ тата тӗрмере ларнӑ чухне эсир мана пӑхмарӑр“. 44 Вара вӗсем унран ҫапла ыйтӗҫ: „Ҫӳлхуҫа, хӑҫан эпир сана выҫӑ пулнине е санӑн ӗҫес килнине, е эсӗ ҫул ҫӳренине, е ҫарамас пулнине, е чирленине, е тӗрмере ларнине курса сана пулӑшмарӑмӑр?“ 45 Вара вӑл вӗсене ҫапла хуравлӗ: „Чӑн калатӑп сире: эсир ҫаксене ман кӗҫӗн тӑвансенчен пӗриншӗн туманни маншӑн туманниех пулчӗ“. 46 Вӗсене ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ*, тӳрӗ ҫынсем вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ».