1 Коринф
4 Ҫынсен пире Христосӑн ӗҫлекенӗсем* вырӑнне тата Туррӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхӗсене шанса панӑ тарҫӑсем* вырӑнне хумалла. 2 Тарҫӑсенчен* вара вӗсем шанчӑклӑ пуласса кӗтеҫҫӗ. 3 Мана эсир суд туни е ҫынсен сучӗ суд туни ытлашши пӑшӑрхантармасть. Эпӗ хам та хама суд тумастӑп. 4 Эпӗ хамра нимӗнле айӑп та курмастӑп, ҫапах та ҫакӑ эпӗ тӳрӗ пулнине кӑтартса памасть. Мана суд тӑваканни — Иегова*. 5 Ҫавӑнпа та вӑхӑт ҫитмесӗр, Ҫӳлхуҫа килмесӗр, нимӗнле суд та ан тӑвӑр. Вӑл тӗттӗмлӗхре пытарӑнса тӑнине ҫутта кӑларӗ тата чӗрери шухӑш-кӑмӑла курӑнмалла тӑвӗ, вара кашнийӗ Турӑран хӑйне тивӗҫлӗ мухтав илӗ.
6 Тӑвансем, сире хӑвӑра усӑ пултӑр тесе эпӗ хама тата Аполлоса тӗслӗхшӗн илсе патӑм. «Ҫырнинчен иртмелле мар» тенине сирӗн вӗренсе ҫитмелле пултӑр терӗм. Ҫапла вара эсир мӑнкӑмӑлланса каймӑр, пӗрне тепринчен мала хумӑр. 7 Эсӗ ыттисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑратӑн? Турӑран илменни санӑн мӗн пур? Турӑран илтӗн пулсан, мӗншӗн ҫавна хӑв илнӗ пек мухтанатӑн?
8 Сирӗн хӑвӑра мӗн кирли веҫех пур-им? Эсир пуйса ҫитрӗр-им? Пирӗнсӗрех патшасем пулса тӑрса ертсе пыма пуҫларӑр-и? Эсир чӑнах та патшасем пулсанччӗ, вара эпир те патшасем пулса сирӗнпе пӗрле ертсе пыма пуҫланӑ пулӑттӑмӑр. 9 Эпӗ шутланӑ тӑрӑх, Турӑ пире, апостолсене, вӗлерме йышӑннӑ ҫынсене кӑларса тӑратнӑ пек, пурин умне те юлашкинчен кӑларса тӑратрӗ. Мӗншӗн тесен тӗнче, ангелсем тата ҫынсем пирӗн ҫине спектакль пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. 10 Эпир Христоса пула ӑссӑр, эсир вара Христоса пула ӑслӑ-тӑнлӑ. Эпир вӑйсӑр, эсир вӑйлӑ. Сире хисеплеҫҫӗ, пире вара хисеплемеҫҫӗ. 11 Паянхи кунчченех эпир ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман* пурӑнатпӑр, пире хӗнеҫҫӗ, эпир кил-ҫуртсӑр, 12 эпир йывӑр ӗҫлетпӗр. Пире хӑртнӑ чухне эпир пиллетпӗр, пире хӗсӗрленӗ чухне эпир чӑтатпӑр, 13 пирӗн пирки элеклесе калаҫнӑ чухне эпир йӑвашшӑн хуравлатпӑр. Эпир халичченех ҫак тӗнчешӗн ҫӳп-ҫап пек, тусан пек.
14 Ҫакна эпӗ сире намӑслантарас тесе мар, хамӑн юратнӑ ачасем вырӑнне хурса ӑса кӗртес тесе ҫыратӑп. 15 Христос хыҫҫӑн мӗнле пымаллине вӗрентекенсем* сирӗн 10 000 пулсан та, аҫӑрсем нумай мар. Христос Иисус ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерсе эпӗ сирӗн аҫӑр пулса тӑтӑм. 16 Ҫавӑнпа та тархаслатӑп сире: манран тӗслӗх илӗр. 17 Акӑ мӗншӗн эпӗ сирӗн пата Тимофея яратӑп. Вӑл — Ҫӳлхуҫашӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан манӑн юратнӑ ывӑлӑм. Вӑл сире эпӗ Христос Иисусшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май хам усӑ куракан меслетсене* аса илтерӗ, эпӗ ҫав меслетсене пур пухура та вӗрентетӗп.
18 Эпӗ сирӗн пата пымастӑп тесе шутланӑран сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем мӑнкӑмӑллансах кайнӑ. 19 Анчах та Иеговӑн* ирӗкӗ пулсан, эпӗ кӗҫех сирӗн пата пырӑп. Ҫав мӑнкӑмӑлланса кайнисем мӗн калаҫнине итлеме мар, вӗсен Туррӑн хӑвачӗ пуррипе ҫуккине курма пырӑп. 20 Мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ сӑмахра мар, хӑватра. 21 Манӑн сирӗн пата хулӑпа пырас-и е юратупа тата йӑваш кӑмӑлпа пырас-и? Эсир хӑшне кӑмӑллатӑр?