1 Тимофей
2 Чи малтанах эпӗ ҫакна каласшӑн: пурте пур тӗрлӗ ҫыншӑн та Турӑран ыйтчӑр, ӑна йӑлӑнччӑр, кӗлтуччӑр тата тав туччӑр, 2 пирӗн пур тӗлӗшрен те Турра чунтан парӑнса тата пурне те тӗплӗн туса лӑпкӑ та канӑҫлӑ пурӑнмалла пултӑр тесе патшасемшӗн тата влаҫра пысӑк вырӑн йышӑнакан мӗнпур ҫыншӑн та ҫапла кӗлтуччӑр. 3 Ҫапла туни хамӑра Ҫӑлакан Турӑшӑн аван тата кӑмӑллӑ. 4 Вӑл пур тӗрлӗ ҫын та чӑнлӑха пӗлтӗр*, ҫӑлӑнтӑр тет. 5 Турӑ пӗрре, Турӑпа ҫынсем хушшинче килӗшӳ тума пулӑшаканни те пӗрре — Христос Иисус. Ҫав ҫын 6 хӑйӗн пурнӑҫне пур ҫынна та* тӳлесе илмешкӗн* панӑ. Ҫакӑн ҫинчен хӑй вӑхӑтӗнче каласа парӗҫ. 7 Шӑп ҫак тӗллевпе мана ырӑ хыпар пӗлтерме тата апостол пулма — урӑх халӑх ҫыннисене ӗненӳ ҫинчен тата чӑнлӑх ҫинчен вӗрентме — суйласа лартнӑ та. Эпӗ чӑннине калатӑп, суймастӑп.
8 Ҫапла ӗнтӗ, эсир пухӑнакан пур вырӑнта та арҫынсем тарӑхмасӑр, тавлашмасӑр, Турра чунтан парӑннӑ чӗрепе* кӗлтуччӑр тетӗп. 9 Хӗрарӑмсем те сӑпайлӑ та чипер ӑс-тӑнлӑ пулса* тирпейлӗ тумланччӑр тетӗп. Вӗсем хӑйсене илемлетессе те ҫӳҫӗсене тем тӗрлӗ майланипе* мар, ылтӑнпа, ӗнчӗпе, питӗ хаклӑ тумтирпе те мар, 10 ырӑ ӗҫсем тунипе илемлетчӗр. Турра парӑнса пурӑнакан хӗрарӑмсен ҫапла пулмалла та.
11 Хӗрарӑмсем пӑхӑнса тӑрса пӗр чӗнмесӗр* вӗренччӗр. 12 Эпӗ хӗрарӑмсене арҫынсене вӗрентме е вӗсемпе хуҫаланма ирӗк памастӑп. Хӗрарӑмсен чӗнмесӗр тӑмалла*. 13 Мӗншӗн тесен Турӑ малтан Адама тунӑ, кайран — Евӑна. 14 Унсӑр пуҫне, Адам улталанман, хӗрарӑм улталаннӑ, вара ҫылӑха кӗнӗ. 15 Ҫапах та хӗрарӑмсем малалла та ӗненсен, юратсан, сӑваплӑ пулсан тата чипер ӑс-тӑнлӑ пулсан*, ача ҫуратни вӗсене хӳтӗлӗ.